Пурнӑҫ — Вилӗм

 

3585Алӑ ҫул — паллӑ ҫул.Пурнӑҫ — Вилӗм
3586Алӑ ҫултан анаталла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3587Алла вӑрӑм ярсан ӗмӗр кӗске килет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3588Аминь тенипех пурнӑҫ амаланса каяс ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3589Ансат пурнӑҫ та йывӑрпа пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3590Арканнӑ ҫӑмхана сӳтме хӗн, арканнӑ пурнӑҫа сыпма хӗн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3591Аркӑ айӗнче виличчен ҫапӑҫу хирӗнче вилсе вырт.Пурнӑҫ — Вилӗм
3592Асли вилет — ас юлать, ӑсли вилет — ӑс юлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3393Ӑҫта вилессе пӗлсен тӳшек сарса хурӑттӑм теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3594Ӑшӑпа сивӗ курман — пурнӑҫ курман.Пурнӑҫ — Вилӗм
3595Вӑхатсӑра вилӗм ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3596Вӗренсен тамӑкра та лайӑх.Пурнӑҫ — Вилӗм
3597Вил те, шӑлна ҫырт теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3598Виле анчах пултӑр, ҫӑхансем тупӑнӗҫ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3599Виле куҫӗ хытӑ теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3600Виле ҫиен ҫӑхан ик ӗмӗр пурӑнать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3601Виле те тумлантарнине юратать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3602Виле урлӑ кайнӑ — хӗн курнӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3603Виле чунӗ чун кӗтет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3604Виле ятне усалпа асӑнмаҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3605Вилекен пурне те ҫухатать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3606Вилекен ҫын телейлӗ: ӑна пӗр хӑлаҫ ҫӗр ҫитет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3607Вилекенӗ пулсан йӗрекенӗ те тупӑнать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3608Вилене йӗппе тура кирлех тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3609Вилене кӗлете ҫакса хумаҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3610Вилеп текен карчӑкпа каяп текен хӗр раштавра кӗреҫе йӑтса урпа пухма кайнӑ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3611Вилес вилӗм пур ҫӗрте те пӗрех.Пурнӑҫ — Вилӗм
3612Вилес ӗне те кавлеме пӑхать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3613Вилес кашкӑр та вилесшӗн мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3614Вилес пек макарсан та вилнӗ ҫынна чӗртме ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3615Вилес пулсан ӑш икерчӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3616Вилес ҫын чӳк тунипе чӗрӗлмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3617Вилес теекен карчӑк вилеймен тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3618Вилес умӗн сывласа тӑранаймӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3619Вилес шӑши кушак хӳрипе вылянӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3620Вилес этемӗн чунӗ пӳлӗнет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3621Вилесем укҫа ҫутипе ҫӳреҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3622Вилесси йывӑр, тупӑка кӗресси ҫӑмӑл.Пурнӑҫ — Вилӗм
3623Вилессипе пурнасси Турӑ ирӗкӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3624Вилешӗн тӑлӑх ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3625Вилӗ анчӑкран куян та шикленмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3626Вилӗ патша пуличчен чӗрӗ кукша пулас.Пурнӑҫ — Вилӗм
3627Вилӗ ҫӗр ыйтмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3628Вилӗ ҫулне ан картла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3629Вилӗм аллинче пурте пӗр тан.Пурнӑҫ — Вилӗм
3630Вилӗм ӗнсе хыҫӗнчех.Пурнӑҫ — Вилӗм
3631Вилӗм иккӗ килмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3632Вилӗм илмесен чул хушшинче те пурӑнан.Пурнӑҫ — Вилӗм
3633Вилӗм килте те пур.Пурнӑҫ — Вилӗм
3634Вилӗм никама та тиркемест.Пурнӑҫ — Вилӗм