Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ

 

8636Алӑ кукри пыр еннелле.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8637Аслӑ вӑррӑн алли вӑрӑм, кӗҫӗннин кӗскерех.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8638Вӑрӑ алли чӗтрет теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8639Вӑрӑ аллине хурса хӑвармасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8640Вӑрӑ вӑрӑм, куҫӗ чармак, пилӗкӗ ҫинҫе теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8641Вӑрӑ вӑрӑм, пичӗ-куҫӗ сарлака.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8642Вӑрӑ вӑрӑнне вӑрлать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8643Вӑрӑ вӑрламасӑр чӑтаймасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8644Вӑрӑ вӑрласа пуйман, пуҫне ҫухатнӑ анчах пулнӑ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8645Вӑрӑ вӑрлать те, стена юлать; вут тухать те пурне те шӑлать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8646Вӑрӑ вӑрра шанмасть, ясар ясара шанмасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8647Вӑрӑ пул та, чее пул.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8648Вӑрӑ пуласси ачаран паллӑ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8649Вӑрӑ пулма шуйттан илӗртет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8650Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8651Вӑрӑ тени яла пырса ан кӗтӗр.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8652Вӑрӑ туса арӑк-ҫан тӑсӑлмасть теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8653Вӑрӑ тытиччен вӑрӑ ту.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8654Вӑрӑ хӑҫан та пулин тытӑнатех.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8655Вӑрӑ-хураха халӑх шеллеме хушман.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8656Вӑрӑпа вӑрӑ ҫӳрет, лайӑх ҫынпа лайӑх ҫын ҫӳрет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8657Вӑрӑпа пӗрле тытӑнсан хӑтӑлӑп тесе ан ӗмӗтлен.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8658Вӑрӑпа пӗрле хӑтӑлӑп тесе ан шухӑшла.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8659Вӑрӑран пӳрт юлать, вут-кӑвартан кӗл юлать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8660Вӑрлаканӑн пӗр ҫылӑх, ҫухатаканӑн ҫӗр ҫылӑх.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8661Вӑрлама кайиччен ыйткалама ҫӳре.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8662Вӑрламасан ҫын пуймасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8663Вӑрланӑ ҫӑкӑр пыра ларать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8664Вӑрланӑ укҫа вырӑна пымасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8665Вӑрланӑ япалана ниҫта хорса та шӑнӑҫтармалла мар.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8666Вӑрлани виҫ кунлӑх теҫҫӗ,Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8667Вӑрланине курсан курман тесе кала.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8668Вӑрласси йӗпрен пуҫланать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8669Вӑрласси хӑйӗннех хӑвалать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8670Вӑрман вӑрри вӑрӑ мар теҫҫӗ вирьялсем.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8671Вӑрра вӗреннӗ ҫын армана вӗреннӗ йытӑ пек.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8672Вӑрра вӗреннӗ ҫын хӑйӗн ҫӗлӗкне те пулсан вӑрлать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8673Вӑррӑн алли илет те, ҫийӗ ҫӗклет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8674Вӑррӑн алли кукӑр теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8675Вӑррӑн куҫӗ чармак тет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8676Вӑррӑн пӗр ҫылӑх, хуҫан ҫӗр ҫылӑх.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8677Вӑррӑн пурнӑҫӗ малалла каймасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8678Вӑррӑн суйи тухсах пырать теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8679Вӑррӑн шӑпи тулать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8680Йӗрпе вӑрӑ тытӑнмасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8681Йытӑ ҫук ҫӗрте вӑрра ирӗк.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8682Калхусӑнне вӑрла, ҫыннӑнне ан тив.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8683Калхусӑнне вӑрлани — вӑрлани мар, вӑл хамӑрӑн.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8684Качака купӑста ҫине вӗренсен ҫавӑнталлах каҫ та, ир те, ҫын та вӑрӑ тума вӗренсен ҫавӑнталлах.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8685Кашнин алли хӑй енне кукӑр.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ