Пуянлӑх — Чуханлӑх

 

9524«Хресченӗн утӑ та апат», — тет улпут.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9275Аркине татса ҫаннине сыпасси ҫук ҫын ӗҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9276Арман чулӗ калтӑрт! тет, пуян укҫи шалтӑрт! тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9277Арман чулӗ калтӑртӑк, пуян укҫи шалтӑртӑк.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9278Аханчахӑн чӑххи те пӗрре анчах.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9279Вӑрман хуралҫи йывӑҫ кӑшласа пуять.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9280Виҫӗ качака сӑвакан патне ултӑ ӗне сӑвакан кӗвелӗк ыйтма пынӑ тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9281Ӗмӗртен пуян — ҫӗрпе тан, ҫӗнӗрен пуян — Турӑпа тан.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9282Камшӑн мул хаклӑ, камшӑн пуҫ хаклӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9283Картине уйпа тытнӑ, тӳпине пӗлӗтпе витнӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9284Качака вӗҫне юлсан ухмах Йӑван та хӗр парас ҫук.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9285Кӗлмӗҫ пуличчен кӗту ачи пул.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9286Кӗлмӗҫ телейӗ кӗлпе хутӑш.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9287Кӗлмӗҫ хутаҫҫинче телей ҫук теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9288Кӗлмӗҫе паманни кӗл пулӗ теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9289Кӗлмӗҫе ҫӑкӑр паракана сӑвап пулать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9290Кӗлмӗҫӗн пуянлӑхӗ хӑй ҫумӗнче.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9291Кӗлмӗҫӗн ҫӑнӑхне ҫил вӗҫтернӗ тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9292Кукӑр пултӑр та, ҫук пултӑр.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9293Мӗн ҫук — ҫав хаклӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9294Мӗскӗн саплӑк ҫине саплӑк лартать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9295Мул вӑл никама та кансӗрлемест.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9296Мул патне мур ерет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9297Мул тӗк выртмасть теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9298Мула хапсӑнакан пуҫне ҫухатнӑ теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9299Мулӗпе мухтанакан пуҫне ҫинӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9300Муллӑ ҫынна мур тивмен.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9301Муллӑ ҫынпа ан тавлаш, вӑйлӑ ҫынпа ан кӗреш.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9302Начар ана ҫине ҫум пусать, начар ҫынна пуян пусмӑрлать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9303Начар ӗне тӑман кун пӑрулать, начар ҫын тӑман кун сӑра ӗҫет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9304Начар кӑна улпутӑн та кӑрккапа йытӑ пулнӑ тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9305Начар кӑна улпутӑн та сӑмси каҫӑр.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9306Начар пулсан та, ҫӗр кӑкӑрӗнче.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9307Начар ҫыннӑн пурнӑҫ часах ҫитекен пулмасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9308Начар улпут та апат хыҫӗнчен пӗр сехет канса илнӗ тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9309Начар улпут та пӗр курка ӗҫет теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9311Пакшашӑн мӑйӑр, пуяншӑн ӗҫкӗ пултӑр теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9312Пансем валли — панулми, ҫук ҫын валли — ҫӗрулми.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9313Пӗр пуйса кайсан таҫтан та укҫа кӗрет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9314Пӗр пуяншӑн иккӗн вӑрҫнӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9315Пӗр ултавсӑр пуйма ҫук.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9316Питтӗн ашшӗ-амӑшӗ вилмен.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9317Пор порах, ҫок ҫоках.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9318Пор поршӑн коллянать тет, ҫок ҫокшӑн коллянать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9319Пуйма каякан вилнӗ, вилме каякан пуйса килнӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9320Пуйнӑҫем этем хытса пырать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9321Пур пархат тӑхӑннӑ, ҫук ҫурхах тӑхӑннӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9322Пур патне ал пырать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9323Пур патне пур пынӑ, ҫук патне ҫук пынӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9324Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.Пуянлӑх — Чуханлӑх