Пуянлӑх — Чуханлӑх

 

9325Пур пӗтет, ҫук пӗтмест.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9326Пур пулаччен ҫук пул.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9327Пур пулсан лайӑх, ҫук пулсан тата лайӑхрах теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9328Пур ҫын ҫумне ҫыпӑҫиччен ҫук ҫын ҫумне ҫыпӑҫ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9329Пур тесе ан мухтан, ҫук тесе ан хурлан.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9330Пур чух алтӑрпа, ҫук чух ҫӑпалапа.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9332Пур чухне пунеттей, ҫук чухне святой теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9333Пур чухне путене, ҫук чухне карӑш.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9334Пур чухне путенелле, ҫук чухне куракла.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9335Пур чухне пылпа, ҫук чух шывпа.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9336Пурлӑх пухма пурлака каймаҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9337Пурлӑху ҫине ан тайӑн, хам ӗмӗре ҫитет тесе ан тӗкел.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9338Пуррӑн пин шухӑш, ҫуккӑн пӗр шухӑш.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9339Пурри аякран тӗкмест.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9340Пурри патне ал пырать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9341Пурри пуррипе тӑмасть, ҫукки ҫуккипе тӑмасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9342Пурри пуршӑн хуйхӑрать, ҫукки ҫукшӑн хуйхӑрать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9343Пуррин ҫӗрет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9344Пуррине пӗтерсе ҫукка шырасси пит хӗн ӗҫ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9345Пурринчен ҫукки ирттерет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9346Пуртан пыл тумлать, ҫукран юн тумлать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9347Пуҫтаракана татӑк та пӗр чӗлӗ тӗшне.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9348Пухнӑ мула леш тӗнчене илсе каяймастӑн.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9356Пуян — минутлӑх, ҫук — ӗмӗрлӗх.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9349Пуян вилсен мул юлать, ыр ҫын вилсен ят юлать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9350Пуян выҫлӑх пуласса кӗтет, пупӗ ҫын вилессе кӗтет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9351Пуян ӗҫке юратать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9352Пуян йытти хыт ҫыртать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9353Пуян карап хӗрхенет, чухӑн туя хӗрхенет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9354Пуян кушакки карсак тытать, йытти тилӗ тытать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9355Пуян мар, сывлӑх пуян теҫҫӗ ваттисем.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9357Пуян мултан тӑранман.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9358Пуян пулас пулсассӑн вӑрманта утса ҫӳрени мар.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9359Пуян пур выльӑхне хӗрхеннӗ, ҫук ҫын ҫук чӑххине пусса хӑна тунӑ теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9360Пуян пурлӑх пухать, ҫук ҫын саклат хывать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9361Пуян пурнас тесен кӑмака ҫинче выртма юрамасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9362Пуян пурҫӑн тӑхӑнать, ҫук ҫын ҫурхах тӑхӑнать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9363Пуян пуяна пӗлет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9364Пуян пуяссипе аташать, суйкӑн суяссипе аташать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9365Пуян пӳлмине пурлӑх пӑсман тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9366Пуян сӑмахӗ витӗмлӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9367Пуян сӑмахне илтсен те илтмӗш пул теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9368Пуян сӑра тусан юрлӑ ҫыннӑн ҫӑпати ҫӗтӗлет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9369Пуян ҫӑкӑрне хырӑмпа туртса пӗтереймӗн.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9370Пуян ҫӑкри пыра та ларать, кута та тӑрӑнать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9371Пуян ҫӑмха пек, ҫук ҫын ҫурта пек.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9372Пуян ҫук ҫын патӗнче чухӑн тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9388Пуян ҫук ҫынна шеллемест.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9373Пуян ҫын ани ҫырма тӑрӑх, ҫук ҫын ани ҫула тӑрӑх.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9374Пуян ҫын вилме выртсан та мул ҫинчен шутлать тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх