Пуянлӑх — Чуханлӑх

 

9375Пуян ҫын канӑҫсӑр.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9376Пуян ҫын кӗлмӗҫ пулсан кӗлпе тан.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9377Пуян ҫын кушакки тилӗ тытать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9378Пуян ҫын пурнӑҫӗ тӑвайккинчен аннӑ пек.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9379Пуян ҫын путек усрать, апӑрша ача пӑхать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9380Пуян ҫын пушмак ҫинче, начар ҫын кӑмака ҫинче.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9381Пуян ҫын ҫӑлтӑрӗ ҫутӑ пулать, начар ҫыннӑн тӗксӗм пулать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9382Пуян ҫын тутлӑ ҫинӗ чух чухӑн ҫын та шыв ӗҫнӗ тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9383Пуян ҫын хӑраса пурӑнать, юрлӑ ҫын юрласа пурӑнать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9384Пуян ҫын чухӑн ҫын юнне ӗҫет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9385Пуян ҫын юррине чухӑн ҫын юрлаймӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9386Пуян ҫынна мул ҫитмест теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9387Пуян ҫынна ҫук ҫыннӑн чӑххи те кӑрккан курӑннӑ тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9389Пуян ҫыннӑн анчӑкӗ те тилӗ тытать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9390Пуян ҫыннӑн ачи-пӑчи тахҫанах ҫитӗннӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9391Пуян ҫыннӑн кирек мӗн калаҫни те килӗшет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9392Пуян ҫыннӑн куҫ выҫӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9393Пуян ҫыннӑн кушак кайӑкӗ те тимӗр кӑшласа татнӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9394Пуян ҫыннӑн мӑрйи чалӑш пулсан та тӗтӗмӗ тӳрӗ тухать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9396Пуян ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӗпер урлӑ каҫнӑ пек, начар ҫыннӑн пурнӑҫӗ тӑвайккинчен хӑпарнӑ пек.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9397Пуян ҫыннӑн сухалӗ те укҫа шӑлса пуҫтарать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9395Пуян ҫыннӑн ҫӑкӑрӗ йӳҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9398Пуян ҫыннӑн ҫӑкри йӳҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9399Пуян ҫыннӑн тар юхтарма тарҫӑ пур.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9400Пуян ҫыннӑн ури пысӑк.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9401Пуян ҫыннӑн хӑлхи хытӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9402Пуян ҫыннӑн хӗрӗ ватӑлнӑ, чухӑн ҫыннӑн ывӑлӗ ватӑлнӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9404Пуян ҫыннӑн хуйхи, ҫук ҫыннӑн ыйхи.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9403Пуян ҫыннӑн хырӑмӗ пысӑк.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9405Пуян ҫыннӑн чӑххи-чӗппи лайӑх.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9406Пуян ҫынпа ан тавлаш.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9407Пуян та пуҫӗ урлӑ сикеймест, чухӑн та чунӗ урлӑ каҫаймасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9408Пуян тулӑ акать, чухӑн ясмӑк акать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9409Пуян укҫа вӗҫҫӗн, чухӑн чӗрне вӗҫҫӗн.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9410Пуян укҫи пуйтарать, ҫук ҫын укҫине пӗтерет теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9411Пуян хапхи йывӑр уҫӑлать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9412Пуян хӗлле тӑлӑппа-кӗрӗкпе шӑнса вилнӗ, начар ҫын ҫич хут кӗпепе вилмен.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9413Пуян хӗрӗ тесе пуҫна ҫӗклесе ан ҫӳре, чухӑн ҫын хӗрӗ тесе пуҫна чиксе ан ҫӳре.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9414Пуян хӗрне ан сӑхлан, хуйхӑ пусӗ пуҫ ҫине.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9415Пуян хӳринче те пушмак теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9416Пуян чӗри — хытӑ чул.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9417Пуян ятне пурте пӗлеҫҫӗ, чухӑн ятне кӳрши те пӗлмест теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9418Пуян ячӗ ҫӗклесе виҫӗ пуспа ан виртле.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9419Пуяна пурлӑх ҫывӑрма памасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9420Пуяна ют ҫынсем те паллаҫҫӗ, кӗлмӗҫе кӳрши те палламасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9421Пуянӑн автанӗ те ҫӑмарта тӑвать тет теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9422Пуянӑн автанӗ те ҫӑрха.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9423Пуянӑн алли каялла сапмасть, хӑй патнеллех туртать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9424Пуянӑн арча тулли укҫа, чухӑнӑн — ҫурт тулли ача.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9425Пуянӑн вӑкӑрӗ те ҫӑмарта тӑвать.Пуянлӑх — Чуханлӑх