Пуянлӑх — Чуханлӑх

 

9426Пуянӑн ӗне пӑхӗ ҫинче те ҫу пур теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9427Пуянӑн ӗҫки хыҫҫӑн ҫӳресе юрлӑн ҫӑпати ҫӗтӗлнӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9428Пуянӑн йытти те тилӗ тытать, кушакӗ те мулкач тытать тенӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9429Пуянӑн кӑмака ҫамки ҫинче те тырӑ пулать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9430Пуянӑн кӗпи шурӑ та, чунӗ хура.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9431Пуянӑн куҫ выҫӑ тенӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9432Пуянӑн кутӑн кӗрет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9433Пуянӑн кушакӗ те кайӑк тытать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
6089Пуянӑн кушакӗ те куян тытать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
5459Пуянӑн кушакӗ те тилӗ тытать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9434Пуянӑн кушакки те ҫӑмарта тӑвать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9435Пуянӑн пин шухӑш, чухӑнӑн пӗр шухӑш.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9436Пуянӑн тӳшекки йӗплӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9437Пуянӑн хырӑмӗ тӑранмасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9438Пуянӑн шухӑш пысӑк.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9439Пуянлӑхӑм пур, ҫукӑм ҫитмест.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9440Пуянпа ан харкаш, айванпа ан айкаш теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9441Пуянсен — Мӑнкун ҫине Мӑнкун, чухӑнсен — юнкун ҫине юнкун.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9442Пуянтан ыйтиччен ырӑ ҫынтан ыйтма хушнӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9443Пуяс тенипе пуйма ҫук.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9444Пыл тесе пӳрне чикме хушман, мул тесе пуҫа яма хушман.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9445Сӗм ҫук ҫыннӑн та вилсессӗн ним юлмасан катӑк пурттипе катӑк ҫӗҫҫи юлнӑ тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9446Сӗтел ҫинче полсассӑн ҫичӗ йот та тӑвӑн-пӗтен, тотар та тос.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9447Сыв пул та пур пул, пуртан ҫука ан юл.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9448Ҫӗр улпучӗ ҫӳхеличчен ҫӗр ӗҫлекен ҫӗре кӗрӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9449Ҫӗрӗк кӗрӗк йытӑ вӗрнипе те ҫӗтӗлет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9450Ҫӗрӗк те пулин ҫӗр тенкӗлӗх.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9452Ҫӗрме пуян та ик ӗмӗр пурнаймасть.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9453Ҫӗрме пуяна ҫӗр усалӗ пулӑшать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9451Ҫӗрме пӳян патне шуйттан мул туртать тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9454Ҫӗтӗкӗн — пыйти, усалӑн — чӗлхи.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9455Ҫитмен ҫичӗ куна ҫитнӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9456Ҫичӗ кин кӳртекен пуйса кайнӑ, ҫичӗ хӗр паракан ҫука юлнӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9457Ҫок — ӗмӗрлӗх, пор — хӑналӑх.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9458Ҫок ҫын хӑтана кайсан чӑн малтан кӗрекене «ҫок» ларать тет.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9459Ҫок ҫынпа поян ҫын тос полаймӗҫ тенӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9461Ҫокӑн ҫӗрӗ хытӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9460Ҫокӑн тирӗ ҫорхах, поянӑн тирӗ мӑкӑр тир.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9463Ҫук — ӗмӗрлӗх, пур — ларма килнӗ хӑна.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9462Ҫук вӑрҫтаратъ, пур култарать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9464Ҫук пуян ҫука юлать теҫҫӗ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9465Ҫук ҫӗрпе тан, пур пӗлӗтпе тан.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9466Ҫук ҫурмалла, пур пӗрле.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9467Ҫук ҫын авлансан ҫӗр кӗске.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9468Ҫук ҫын ӗмӗтне ӗне чӑмланӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9469Ҫук ҫын куҫҫульне хӗвел те типӗтсе ӗлкӗреймест.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9470Ҫук ҫын мухтанма ҫӑмӑл пулать.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9471Ҫук ҫын патне шӑши те хӑнана ҫӳремест.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9472Ҫук ҫын ҫуклӑхне пуян айӑплӑ мар.Пуянлӑх — Чуханлӑх
9473Ҫук ҫын ҫула тухсан ҫил-тӑман тухнӑ.Пуянлӑх — Чуханлӑх