Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх

 

11299Автанӑн авӑтасси, ҫамрӑкӑн савӑнасси.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11300Алхасса ҫӳриччен аслипе пупле.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11301Ан кулян, ҫамрӑкки тупатпӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11302Асатте те такамӑн мӑнукӗ пулнӑ тет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11303Аслашшӗпе асламӑш мӗншӗн харкашнине мӑнукӗсем пӗлмеҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11304Аслӑ пуҫа хӗн килнӗ, мӑн пуҫ кайнӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11305Аслӑ ҫынна пинпӳ теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11306Аслӑк ҫинче авӑн ҫапаймӑн, аслине кӗҫӗне хураймӑн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11307Асли алхассан кӗҫӗнни те кӗҫенет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11308Аслин сӑмахне кӗҫӗнни ан пӳлтӗр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11309Аслине аслӑ ҫул, кӗҫӗннине кӗҫӗн ҫул.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11310Аслинчен ӑслӑ пулмаҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11311Аслинчен кӗҫӗнни иртеймест.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11312Аслипе калаҫма ӑс кирлӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11313Аслисем килте чух кӗҫӗннисем шарламаҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11314Аслисенчен асли татах пур.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11315Аслисенчен ытларах ыйтаҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11316Астуман енне аслин те йӑнӑш пулнӑ тет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11318Ача ӳкет — айӗнче минтер тейӗн, ватӑ ӳкет — айӗнче сӳре тейӗн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11317Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11319Ват арҫынна ҫамрӑк арӑм тӗс паман.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11320Ват выльӑх какайӗ виҫ кун пӗҫерсен те ҫемҫелмест.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11322Ват ене те вӑкӑра ӑмсанать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11321Ват енне шӑм-шак шултӑркать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11323Ват йытӑ анчӑка тухать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11324Ват каскана шыв ҫурать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11325Ват качака выльӑх мар, ҫара ҫерҫи кайӑк мар, усал арӑм матка мар.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11326Ват лашана шанса кӳлеҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11327Ват майра кучӗпе мухтанать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11328Ват майра хӑй кутне хӑй мухтать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11329Ват Сантӑрӑн сакӑр савни.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11330Ват старикӗн шӑл витмест, шиклӗ ҫыннӑн ал ҫитмест.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11335Ват ҫерҫие хывлӑхпа сапса улталанӑ теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11334Ват ҫерҫие хывлӑхпа улталаймӑн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11333Ват ҫирӗке ҫил хайӑрать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11351Ват ҫын — ҫӑраҫҫи.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11354Ват ҫын — тват ҫын.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11336Ват ҫын ӑсне хурт ҫимен.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11337Ват ҫын вакласа калаҫать теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11338Ват ҫын вилсен ырӑпа асӑнаҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11339Ват ҫын вырӑнӗ Турӑ умӗнче.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11340Ват ҫын каялла, ҫамрӑк ҫын малалла.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11341Ват ҫын пӗр пӗремӗк парсан та савӑнать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11343Ват ҫын пилне пӳсӗр ҫиес ҫук.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11344Ват ҫын пурнӑҫӗ ват пек йӳҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11345Ват ҫын пуҫне юр шӑлать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11346Ват ҫын сӑмахӗ ватӑлмасть теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11347Ват ҫын сӑмахӗ харам ҫӗрте выртмасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11348Ват ҫын сӑмахӗ час ҫавӑрнмасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11349Ват ҫын сӑмахне пӳлме хушман.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх