Каччӑ — Хӗр

 

12547Аван пулсан пикешӗн, усал пулсан хӑрхӑмшӑн.Каччӑ — Хӗр
12548Ан кулянӑр, йӗкӗтсем, хӗрӗх ҫулхи хӗр пур тет.Каччӑ — Хӗр
12550Ар пикине аркӑллӑ кӗпе.Каччӑ — Хӗр
12551Ар ывӑл пурне те курать.Каччӑ — Хӗр
12552Ар ывӑлӗ-хӗрин ӗмӗрӗнче темӗн те пулать.Каччӑ — Хӗр
12553Арҫын аллинчен паллӑ, пике — питӗнчен.Каччӑ — Хӗр
12554Арҫын ача ӑслӑ пултӑр, хӗрача хитре пултӑр.Каччӑ — Хӗр
12555Арҫын ача ҫирӗп пулать.Каччӑ — Хӗр
12556Арҫын ача хитрине шырать, хӗрача ӑслине шырать.Каччӑ — Хӗр
12557Арҫын ачана пӗр ҫӗлӗк те ҫитет, хӗрачана хӗрӗх тутӑр кирлӗ.Каччӑ — Хӗр
12549Атте-аннерен мӗн ытла — пӗве кӗнӗ хӗр ытла.Каччӑ — Хӗр
12559Ача чух аллӑ, хӗр чух хӗрӗх.Каччӑ — Хӗр
12560Ачине шурӑ ан калӑр: хӗрпе выртать — хӗрелет, хӗрне хура ан калӑр: арпа выртсан саралать.Каччӑ — Хӗр
12561Ват хӗр ӑсӗ — ҫич хӗр ӑсӗ.Каччӑ — Хӗр
12562Ват хӗр килте ларать, кучӗ ял касать.Каччӑ — Хӗр
12563Ват хӗр килте ларнӑ, ячӗ ял ҫинче ҫӳрет теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12564Ват хӗр ҫилли — тарӑхтарнӑ сӑпса ҫилли.Каччӑ — Хӗр
12565Ват хӗр ячӗ — усал ят.Каччӑ — Хӗр
12566Ватта юлнӑ хӗр хӗрӗх чӗлхеллӗ.Каччӑ — Хӗр
12567Вӑййа тухман аппасем каччӑ хыҫне кайса ӳкнӗ.Каччӑ — Хӗр
12568Вӑрӑм сарӑ хӗрсене ҫохрӑм ҫорран коҫ корать.Каччӑ — Хӗр
12569Вунтӑххӑрти хӗр чӗрине хӗрӗх сӑнчӑрпа та сӑнчӑрлаймӑн.Каччӑ — Хӗр
12570Иккӗн вырнаҫсан виҫҫӗмӗшне вырӑн ҫук.Каччӑ — Хӗр
12571Иккӗн кичем, виҫҫӗмӗшӗ ытлашши.Каччӑ — Хӗр
12573Илӗртсен хӗр пырать.Каччӑ — Хӗр
12574Инке-арӑмне Турӑ ҫаптӑр, начар та пулсан хӗр пултӑр.Каччӑ — Хӗр
12575Йӑкӑр-йӑкӑр утакан пурте сар хӗр пулмасть вӑл.Каччӑ — Хӗр
12576Йӗке илемӗ — хӗр илемӗ.Каччӑ — Хӗр
12578Карчӑк кайтӑр масара, каччӑ кайтӑр пасара.Каччӑ — Хӗр
12579Качака купӑста юратать, каччӑ сар хӗре юратать.Каччӑ — Хӗр
12585Каччӑ — каччӑ мар, каччӑ — качака.Каччӑ — Хӗр
12580Каччӑ алли тивнӗ пулсан — авкаланӗ хура ҫӗлен пек, каччӑ алли тивмен пулсан — саркаланӗ сара кайӑк пек.Каччӑ — Хӗр
12581Каччӑ вӑхӑчӗ — ирӗк вӑхӑт, каччӑ ҫулӗ — ирӗк ҫул.Каччӑ — Хӗр
12582Каччӑ каҫ таки мар, сутӑн илме ҫук теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12583Каччӑ кача мӑйри мар, ҫӑтӑрт татса утмалла мар.Каччӑ — Хӗр
12584Каччӑ качака мар, каччӑ — вут.Каччӑ — Хӗр
12586Каччӑ килсен ҫӗле те ҫӗле; каччӑ кайсан сӳт те сӳт.Каччӑ — Хӗр
12589Каччӑ чухне капӑрри авлансассӑн шупкалать.Каччӑ — Хӗр
12587Каччӑпа хӗр — кушакпа ҫу.Каччӑ — Хӗр
12588Каччӑсем ӗлӗк мачча каштинчен мала иртмен тет.Каччӑ — Хӗр
12590Кӗсри кӗҫенмесен ӑйӑрӗ пымасть.Каччӑ — Хӗр
12591Кукша пултӑр та — каччӑ пултӑр, пыйтлӑ пултӑр та — хӗр пултӑр.Каччӑ — Хӗр
12592Лайӑх ута ырлаҫҫӗ, чипер хӗре мухтаҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12593Лайӑх хӗр валли каччӑ яланах пур.Каччӑ — Хӗр
12594Лайӑх хӗрӗн хуҫи нумай.Каччӑ — Хӗр
12595Лайӑх хӗрсене утланма хӗрлӗ питлӗ премӗк кирлӗ.Каччӑ — Хӗр
12596Лашисене хупмаҫҫӗ — вӑррисене хаяр ят, хӗрӗсене чармаҫҫӗ — каччисене хаяр ят.Каччӑ — Хӗр
12598Лотра хора хӗрсене ҫомра тӑрсан коҫ кормасть.Каччӑ — Хӗр
12597Лутра юман юпалӑх, лутра ачасем улахлӑх.Каччӑ — Хӗр
12599Начар кӑна каччӑ та чипер хӗре ӑмсанать.Каччӑ — Хӗр