6792 | Ал кукри пур тӑк, ҫынран катӑк. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6794 | Алӑри пушшуна (ҫынна) парса яр та, кӗсрӳ шӑра тӑтӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6795 | Аллу хӑвӑн пулсан алӑк хушшине ан хӗстер. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6796 | Алри туюна ҫынна пар та ху кӳршӗрен тархасла. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6797 | Ан алт тепӗрне лачӑк, хӑвах тӑр пулатӑн лачӑка. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6798 | Ан асӑн ҫыннӑн сӑмахне, пӗлсе тӑр анчах хун куҫна. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6799 | Ан ӑмсан ҫыннӑн ҫӑварӗнчи ҫӑкӑрне, ӗҫлесе туп та хӑвӑнне ҫи. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6800 | Вӑрҫсан та, чышсан та хӑвӑн-хӑвӑнах. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6801 | Виҫӗ ҫӑварлӑх ҫӑкӑр пулсан пӗр ҫӑварне хӑв ҫи те икӗ ҫӑварне ҫиме пар. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6802 | Иван Иваншӑн йӗрет, Ванюшка хӑйшӗн йӗрет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6803 | Йытта йьггӑ ҫиет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6804 | Кам ҫын ҫиекен ҫӑкӑршӑн выҫӑхса пурӑнать, вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗ те пурнӑҫ мар. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6805 | Качака таки хыҫҫӑн чупса сурӑх таки пӗҫҫине чӗртернӗ тет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6806 | Кашни ҫынна юрама эпир хӗвел ҫути мар. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6807 | Кирек кама та хӑйӗн хӑйне хаклӑ теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6808 | Мана тимен ҫӗлен-калта хӑй ҫулӗпе хӑй ҫӳретӗр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6809 | Никам та хӑй хӳри ҫине сысмасть. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6810 | Пасара кайсан ҫын валли кулач илме хушнӑ, йӗп илме хушман. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6811 | Пасартан ҫын валли кулачӑ илсен ялна кӗриччен ҫисе яр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6812 | Пули-пулми ҫынпа ан ҫыхлан теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6813 | Пули-пулми ҫынпала ҫула ан тух ырӑ улпут пек пуҫна ҫухатма. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6814 | Сана шӑрш лексен ман пуҫ ыратмасть. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6815 | Санӑн уту шӑра тӑтӑр, манӑн утӑм тӑра тӑтӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6877 | Сын куҫӗнчи ҫӳппе ан пӑх, ху куҫӑнти пӗренене кӑлар теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
7077 | Сынсем ҫинче ҫын пек пул, ялсем ҫинче ял пек пул теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6816 | Ҫири кӗпе ӳт ҫывӑхнерех тӑрать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6817 | Ҫор ҫолна ҫынна пар, ҫоррине ху ил. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6818 | Ҫула тухсан ҫур ҫулна ҫынна пар, ҫур ҫулне хӑва тыт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6819 | Ҫын алӑкне пушӑпа ан ҫап, хӑвӑн алӑкна чукмар лекӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6820 | Ҫын алли кӑвар туртма кӑна. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6821 | Ҫын аллинчи икерчӗ ик енепе ҫуллӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6822 | Ҫын аллинчи йӗп аякранах курӑнать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6823 | Ҫын аллинчи кукӑль сӑмси пысӑк курнать теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6824 | Ҫын аллинчи кукӑль тутлӑн туйӑннӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6825 | Ҫын аллинчи курка тутлӑ теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6826 | Ҫын аллинчи ҫӑкӑр пысӑккӑн курӑнать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6827 | Ҫын аллипе ӑсан тытма ан ҫӳре. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6828 | Ҫын аллипе ҫӗлен тытма лайӑх. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6829 | Ҫын аллипе хунӑ япалана тупма хӗн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6830 | Ҫын апачӗ килти апата упрать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6831 | Ҫын апачӗ тутлӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6832 | Ҫын апачӗпе ӗмӗр тутӑ пулма ҫук. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6833 | Ҫын апачӗпе хырӑм сараймӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6834 | Ҫын арӑмӗ ҫырла пек, хӑвӑн арӑм хупах пек. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6835 | Ҫын арӑмӗнчен хитре хӗрарӑм ниҫта та ҫук теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6836 | Ҫын асапӗ ҫынна курӑнмасть. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6837 | Ҫын ӑсӗпе ан пурӑн, хӑвӑн ӑсупа пурӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6838 | Ҫын ӑсӗпе ӑста пулаймӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6839 | Ҫын ӑсӗпе уй хапхинчен те тухӑймӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
6840 | Ҫын ӑсне-халне кӗмесӗр ан хурла теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |