Хӑвӑн — Ҫыннӑн

 

6792Ал кукри пур тӑк, ҫынран катӑк.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6794Алӑри пушшуна (ҫынна) парса яр та, кӗсрӳ шӑра тӑтӑр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6795Аллу хӑвӑн пулсан алӑк хушшине ан хӗстер.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6796Алри туюна ҫынна пар та ху кӳршӗрен тархасла.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6797Ан алт тепӗрне лачӑк, хӑвах тӑр пулатӑн лачӑка.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6798Ан асӑн ҫыннӑн сӑмахне, пӗлсе тӑр анчах хун куҫна.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6799Ан ӑмсан ҫыннӑн ҫӑварӗнчи ҫӑкӑрне, ӗҫлесе туп та хӑвӑнне ҫи.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6800Вӑрҫсан та, чышсан та хӑвӑн-хӑвӑнах.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6801Виҫӗ ҫӑварлӑх ҫӑкӑр пулсан пӗр ҫӑварне хӑв ҫи те икӗ ҫӑварне ҫиме пар.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6802Иван Иваншӑн йӗрет, Ванюшка хӑйшӗн йӗрет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6803Йытта йьггӑ ҫиет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6804Кам ҫын ҫиекен ҫӑкӑршӑн выҫӑхса пурӑнать, вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗ те пурнӑҫ мар.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6805Качака таки хыҫҫӑн чупса сурӑх таки пӗҫҫине чӗртернӗ тет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6806Кашни ҫынна юрама эпир хӗвел ҫути мар.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6807Кирек кама та хӑйӗн хӑйне хаклӑ теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6808Мана тимен ҫӗлен-калта хӑй ҫулӗпе хӑй ҫӳретӗр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6809Никам та хӑй хӳри ҫине сысмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6810Пасара кайсан ҫын валли кулач илме хушнӑ, йӗп илме хушман.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6811Пасартан ҫын валли кулачӑ илсен ялна кӗриччен ҫисе яр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6812Пули-пулми ҫынпа ан ҫыхлан теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6813Пули-пулми ҫынпала ҫула ан тух ырӑ улпут пек пуҫна ҫухатма.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6814Сана шӑрш лексен ман пуҫ ыратмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6815Санӑн уту шӑра тӑтӑр, манӑн утӑм тӑра тӑтӑр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6877Сын куҫӗнчи ҫӳппе ан пӑх, ху куҫӑнти пӗренене кӑлар теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7077Сынсем ҫинче ҫын пек пул, ялсем ҫинче ял пек пул теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6816Ҫири кӗпе ӳт ҫывӑхнерех тӑрать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6817Ҫор ҫолна ҫынна пар, ҫоррине ху ил.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6818Ҫула тухсан ҫур ҫулна ҫынна пар, ҫур ҫулне хӑва тыт.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6819Ҫын алӑкне пушӑпа ан ҫап, хӑвӑн алӑкна чукмар лекӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6820Ҫын алли кӑвар туртма кӑна.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6821Ҫын аллинчи икерчӗ ик енепе ҫуллӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6822Ҫын аллинчи йӗп аякранах курӑнать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6823Ҫын аллинчи кукӑль сӑмси пысӑк курнать теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6824Ҫын аллинчи кукӑль тутлӑн туйӑннӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6825Ҫын аллинчи курка тутлӑ теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6826Ҫын аллинчи ҫӑкӑр пысӑккӑн курӑнать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6827Ҫын аллипе ӑсан тытма ан ҫӳре.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6828Ҫын аллипе ҫӗлен тытма лайӑх.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6829Ҫын аллипе хунӑ япалана тупма хӗн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6830Ҫын апачӗ килти апата упрать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6831Ҫын апачӗ тутлӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6832Ҫын апачӗпе ӗмӗр тутӑ пулма ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6833Ҫын апачӗпе хырӑм сараймӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6834Ҫын арӑмӗ ҫырла пек, хӑвӑн арӑм хупах пек.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6835Ҫын арӑмӗнчен хитре хӗрарӑм ниҫта та ҫук теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6836Ҫын асапӗ ҫынна курӑнмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6837Ҫын ӑсӗпе ан пурӑн, хӑвӑн ӑсупа пурӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6838Ҫын ӑсӗпе ӑста пулаймӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6839Ҫын ӑсӗпе уй хапхинчен те тухӑймӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6840Ҫын ӑсне-халне кӗмесӗр ан хурла теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн