Ваттисен сăмахĕсем — ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччен, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ӳкерĕннĕ.
Кашни чечекӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ. ЧР, Шупашкар районӗ, Пӗчӗк Сӗнтӗр, В.П. Станьялтан ҫырса илнӗ. — Терентьева О.Н. килти архивӗ
Вӑкӑр ҫӑмартине тилӗ ҫичӗ ҫул сыхланӑ. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 66 с.
Вӑхӑтра тӳленӗ парӑм кивҫен ыйтма вӑй парать. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 137 с.
Ялан ҫӳресен чӗлхе уҫӑлать. Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки, III, 310 с.
Ыр сӑмахӑн ҫулӗ ылтӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (5), 1206 с.
Тӗрӗс каланӑ сӑмах пӗр ылтӑн, вӑхӑтра каланӑ сӑмах хӑй ылтӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 830 с.
Ҫӑкӑр халӑх пуянлӑхӗ, ӑна упрама пӗлес пулать. ЧР, Муркаш районӗ, Юнкӑпуҫ, И.Н. Крыловӑран ҫырса илнӗ. — Терентьева О.Н. килти архивӗ
Час-часах черкке енне пӑхсан часах пуҫна та ҫухатӑн. Чӑваш хӗрарӑмӗ. 1998. Юпа, 17.
Тутти ҫын выҫҫине курмасть, питти ҫын ҫӗтӗкне курмасть. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 880 с.
Ҫынна парӑм парассипе ватта юрасси пек йывӑрри ҫук. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 359 с.
Ҫын аллинчи кукӑль сӑмси пысӑк курнать теҫҫӗ. Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки, XI, 254 с.
Ҫын хуйхи ҫил ҫинче. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 772 с.
Выльӑхпа выльӑх та пӗр тан мар. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 162 с.
Выльӑх апатсӑр пурӑнмасть. Мес, 1912, 30 с.
Алӑ ҫемӗн выльӑххи. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437 14 с.
Ку тӗнчере пурне те ирӗк панӑ. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 206 с.
Мӗн пуласси пулӗ, мӗн килесси килӗ. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 412 с.
Ирӗк шыракан хӗсӗк тупнӑ. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 236 с.
Инкек ӗнсе хыҫӗнчех. Романов пухса хатӗрлени (1960), 42 с.
Телейлисен тенкелӗ те ылтӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 811 с.
Телей качака мар, мӑйракинчен тытма ҫук. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 810 с.
Ют ҫын тути — юн тути, тӑван тути — пыл тути. Ашмарин. Ваттисем каланӑ сӑмахсем (1925), 18 с.
Ялти халапа киле пырса ан кала, килти халапа яла кайса ан кала. Месарош Д. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн пуххи (1912), 5 с.
Хурӑнташ умне хуплу хур. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1052 с.
Усал кутне ҫуласан та юраймӑн. И.А. Патмар пухса хатӗрлени 5, 53 с.
Пӗр усалӑн тирне ҫиччӗн сӗвеймен тет. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 489 с.
Усал ҫын аван ҫынна кирек мӗн айӑп тупса айӑплать теҫҫӗ. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 436 с.
«Эпӗ кирек ӑҫтан ҫӳрем, кин, эс пӗр хӑмапа ут», — тесе калать тет хуняма. ЧПГӐИ ӐА, III, 218, 1864, 143 с.
Хӗрарӑм ӑсне шанма ҫук. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1010 с.
Усал арҫынпа ырӑ хӗрарӑм та усала тухать, ырӑ арҫын ҫинче усал хӗрарӑм та ырах пулать. Ашмарин. Ваттисем каланӑ сӑмахсем (1925), 12 с.
«Хам ҫисессӗн, кӑшт ҫисен те тӑраннӑ пек туйӑнать», — тесе калать тет пӗчӗк ача. ЧР, Вӑрнар районӗ, Мӑн Элмен, Н.Г.Ильинаран ҫырса илнӗ. — Терентьева О.Н. килти архивӗ
«Кӗпене сутса шыв ӗҫӗттӗм», — тесе калать тет пӑчӗк ача. Чӑваш тӗнчи: Чӑваш халӑх каларӑшӗсем (2003) 17 с.
Алри ача — ачаш ача, ҫиччӗри ача — ҫивчӗ ача, ҫиччӗрен иртсен — ака ачи. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 29 с.
Пурнӑҫ хытти — ҫӑкӑр ҫемҫи. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 537 с.
Пурнӑҫ вӑл тӑхӑр хутчен кутне кӑтартать те пӗр хутчен ҫех питне кӑтартать. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 532 с.
Ансат пурнӑҫ та йывӑрпа пулать. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 36 с.
Ӗнсе хыҫнипе ӗҫ пулмасть. Романов пухса хатӗрлени (1960), 83 с.
Кайма ӳркенмен пырне тӑрантарнӑ. Ашмарин. Ваттисем каланӑ сӑмахсем (1925), 23 с.
Аллуна ирӗк парӑн — пуҫна хӗсӗке ярӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 28 с.
Укҫа вӑл хупах ҫулҫи мар. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 897 с.
Укҫа айӑкран тӗкмест. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 896 с.
Ятне хуман ача макӑра пулать. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 141 с.
Вырӑсла пӗлместӗп, чӑвашла маннӑ. И.А. Патмар пухса хатӗрлени 2, 36 с.
Чӑваша маннӑ чӑваш — ҫухалнӑ пуртӑ аври. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1082 с.
Тутар тутанса пӑхмасӑр ӗненмест, чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 874 с.
Ача ӳкет — айӗнче минтер тейӗн, ватӑ ӳкет — айӗнче сӳре тейӗн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 69 с.
Аслисем килте чух кӗҫӗннисем шарламаҫҫӗ. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 56 с.
Аслӑк ҫинче авӑн ҫапаймӑн, аслине кӗҫӗне хураймӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 54 с.