| 3000 | Кӗрхи ҫула тумланса тухма хушнӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3001 | Кӗрхи турӑх кӗрӳшӗнчен те хаклӑ пулнӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3002 | Кӗрхи турӑха кӗрӳшӗнчен хӗрхеннӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3004 | Кӗрхи тырра кӗл ҫине ак та, вӑхӑтра ак теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3003 | Кӗрхи тырра кӗл ҫине ак. | Ҫур — Кӗр |
| 3005 | Кӗрхи чӑххӑн автанӗ кӑвак ҫутсӑр авӑтмасть. | Ҫур — Кӗр |
| 3006 | Кӗрхи чӗппӗн автанӗ шурӑмпуҫ килнӗ чух тин авӑтать. | Ҫур — Кӗр |
| 3007 | Кӗрхи шӑна вилӗмне кура ашкӑнать. | Ҫур — Кӗр |
| 3008 | Кӗрхи шӑна хыт ҫыртать. | Ҫур — Кӗр |
| 3009 | Май уйӑхӗнчи ҫумӑр хӑна хӗр хӑраххи. | Ҫур — Кӗр |
| 3010 | Пуш уйӑхӗ пушатать, ҫу уйӑхӗ ҫуратать. | Ҫур — Кӗр |
| 3011 | Пуш уйӑхӗ шывпа, ака уйӑхӗ курӑкпа. | Ҫур — Кӗр |
| 3012 | Сентябрьте пурте пӗр. | Ҫур — Кӗр |
| 3013 | Ҫур мучипе Кӗр мучи ула лаша ҫинче ҫӳреҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3014 | Ҫур чечекпе илемлӗ, кӗр — кӗлтесемпе. | Ҫур — Кӗр |
| 3015 | Ҫур чӗртет, хӗл пӗтерет. | Ҫур — Кӗр |
| 3016 | Ҫур ырхан та, кӗр мӑнтӑр. | Ҫур — Кӗр |
| 3017 | Ҫуркунне — ах тет, кӗркунне — ӑх тет. | Ҫур — Кӗр |
| 3022 | Ҫуркунне — пултӑран, кӗркунне — шӑрттан. | Ҫур — Кӗр |
| 3023 | Ҫуркунне — сӗреке, кӗркунне — кӗреке. | Ҫур — Кӗр |
| 3024 | Ҫуркунне — ҫеҫки, кӗркунне — курланки. | Ҫур — Кӗр |
| 3018 | Ҫуркунне вӑй хурсан кӗркунне мул пухан. | Ҫур — Кӗр |
| 3019 | Ҫуркунне енне кайсан турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать. | Ҫур — Кӗр |
| 3020 | Ҫуркунне куккук килет, кӗркунне чакак килет. | Ҫур — Кӗр |
| 3021 | Ҫуркунне наян пулмасан кӗркунне пуян пулӑн. | Ҫур — Кӗр |
| 3025 | Ҫуркунне ҫӗр айӗнчен ӗҫ тухать теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3026 | Ҫуркунне ҫитсен кайӑк та мӑшӑр шырать. | Ҫур — Кӗр |
| 3027 | Ҫуркунне ҫитсен пӳлме тӗпӗ ҫуталать. | Ҫур — Кӗр |
| 3028 | Ҫуркунне ҫитсен ҫерҫин те чунӗ савӑнать. | Ҫур — Кӗр |
| 3029 | Ҫуркунне ҫитсен ҫӗрулми те куҫне уҫать. | Ҫур — Кӗр |
| 3030 | Ҫуркунне ҫитсен тӑлӑп ҫухи кирлех мар. | Ҫур — Кӗр |
| 3031 | Ҫуркунне ҫул усал. | Ҫур — Кӗр |
| 3032 | Ҫуркунне ҫутӑ ӗмӗт ҫуралать. | Ҫур — Кӗр |
| 3033 | Ҫуркунне тӑри ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе килет. | Ҫур — Кӗр |
| 3034 | Ҫуркунне турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать. | Ҫур — Кӗр |
| 3035 | Ҫуркунне турта пуҫӗ те хунав кӑларма хатӗр. | Ҫур — Кӗр |
| 3036 | Ҫуркунне упа та ура ҫине тӑрать. | Ҫур — Кӗр |
| 3037 | Ҫуркунне ӳркенсен кӗркунне ӳкӗнтерӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3038 | Ҫуркунне хӗр пӑхать, кӗркунне туй тӑвать. | Ҫур — Кӗр |
| 1039 | Ҫуркунне хӗрлӗ пелетӗш пек, кӗркунне кӗлте пек. | Ҫур — Кӗр |
| 3039 | Ҫуркунне хитре ҫеҫкепе, кӗркунне — кӗлтепе. | Ҫур — Кӗр |
| 3040 | Ҫуркунне хусаха та арӑм кирлӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3041 | Ҫуркунне хутаҫ ҫактарать. | Ҫур — Кӗр |
| 3042 | Ҫуркунне шӑлна йӗрӗн, кӗркунне — ларса йӗрӗн. | Ҫур — Кӗр |
| 3043 | Ҫуркунне шӑна та чӗрӗлет. | Ҫур — Кӗр |
| 3044 | Ҫуркунне шӑнкӑрч та шӑпчӑк пек шӑхӑрать. | Ҫур — Кӗр |
| 3045 | Ҫуркунне юн вылять. | Ҫур — Кӗр |
| 3046 | Ҫуркуннепе кӗркунне шыв хӗрринче ан ҫывӑр. | Ҫур — Кӗр |
| 3047 | Ҫуркуннесӗр шӑпчӑк юрламасть. | Ҫур — Кӗр |
| 3048 | Ҫуркуннесӗр юр каймасть. | Ҫур — Кӗр |