| 3049 | Ҫуркуннехи пӗр кун ҫулталӑк тӑрантать. | Ҫур — Кӗр |
| 3050 | Ҫуркуннехи ҫумӑр — ылтӑн, ҫуллахи — кӗмӗл, кӗрхи — пӑхӑр. | Ҫур — Кӗр |
| 3051 | Ҫуркуннехи ыйхӑ — хӗллехи хуйхӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3052 | Ҫурла уйӑхӗ ҫу шӑратать. | Ҫур — Кӗр |
| 3054 | Ҫурта — пултӑран яшки, кӗрте — пӑрҫа яшки. | Ҫур — Кӗр |
| 3053 | Ҫурта выҫӑ вилмен. | Ҫур — Кӗр |
| 3055 | Ҫурта ҫурт тӑваҫҫӗ, кӗрте сӑра тӑваҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3056 | Ҫурхи йӗпе-сапанӑн усси нумай. | Ҫур — Кӗр |
| 3057 | Ҫурхи кӗперӗн шанчӑкӗ сахал. | Ҫур — Кӗр |
| 3058 | Ҫурхи кун — капӑр, кӗрхи кун — самӑр. | Ҫур — Кӗр |
| 3059 | Ҫурхи кун ҫурма ӑслӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3060 | Ҫурхи кун ҫывӑрмасть. | Ҫур — Кӗр |
| 3061 | Ҫурхи кунсем укҫа пек шутлӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3062 | Ҫурхи сивӗ хӗллехинчен усалтарах. | Ҫур — Кӗр |
| 3063 | Ҫурхи ҫанталӑк ҫурма ӑслӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3064 | Ҫурхи ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑнать. | Ҫур — Кӗр |
| 3065 | Ҫурхи ҫил ват ҫынсене шӗкӗлчет. | Ҫур — Кӗр |
| 3066 | Ҫурхи ҫулсем ҫӳлелле юлаҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3067 | Ҫурхи ҫумӑр айӗнче тӑракан пысӑк пулать теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 3068 | Ҫурхи ҫумӑр пин тӑрать, кӗрхи ҫумӑр шӑк тӑрать. | Ҫур — Кӗр |
| 3069 | Ҫурхи ҫумӑр сиплӗ пулать. | Ҫур — Кӗр |
| 3070 | Ҫурхи ҫумӑр ҫулпа иртет, кӗрхи ҫумӑр килех кӗрет. | Ҫур — Кӗр |
| 3071 | Ҫурхи ҫумӑр ҫулҫӑ сарма. | Ҫур — Кӗр |
| 3072 | Ҫурхи ҫумӑр хӗрхенсе ҫӑвать, кӗрхи ҫумӑр иртӗхсе ҫӑвать. | Ҫур — Кӗр |
| 3073 | Ҫурхи турӑхпа ҫурӑк кашӑк — ывӑлпа кине. | Ҫур — Кӗр |
| 3074 | Ҫурхи тырра шыв ҫине ак, кӗрхи тырра кӗл ҫине ак. | Ҫур — Кӗр |
| 3075 | Ҫурхи хӗвел савӑнӑҫ кӳрет. | Ҫур — Кӗр |
| 3076 | Ҫурхи хӗвел ҫутӑрах, ирхи шухӑш ӑслӑрах. | Ҫур — Кӗр |
| 3077 | Ҫурхи шыв хӗрне ҫитсен — часрах каҫ, кӗрхи шыв хӗррине — кӗтсе тӑр. | Ҫур — Кӗр |
| 3078 | Ҫурхи шыва патша та тытса чарас ҫук. | Ҫур — Кӗр |
| 3079 | Ҫурччен чӑтни кӗре ҫитет. | Ҫур — Кӗр |
| 3080 | Ҫурччен чухӑн тӑлӑп сутнӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3081 | Хура кӗр хура кунлӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 3082 | Хура кӗр хурлӑх нумай: куланай та памалла, салтака та каймалла. | Ҫур — Кӗр |
| 3083 | Чӳк уйӑхӗ чӳк ыйтать. | Ҫур — Кӗр |