3085 | Ӑшӑ салатать, сивӗ пуҫтарать. | Ҫу — Хӗл |
3086 | Ӑшӑ шӑм-шака ватмасть. | Ҫу — Хӗл |
3087 | Ӑшша курсан юпӑнч ил. | Ҫу — Хӗл |
3088 | Ӑшша ҫӗлен те иленет. | Ҫу — Хӗл |
3089 | Ӑшши — ӗне уйӑхӗ, сивви — лаша уйӑхӗ. | Ҫу — Хӗл |
3090 | Карлач уйӑхӗ — сив уйӑх. | Ҫу — Хӗл |
3091 | Кӗҫӗн кӑрлач пит усал, ним парса та ним илмест. | Ҫу — Хӗл |
3092 | Микуласӑр ҫулла пулмасть, Микуласӑр хӗл лармасть. | Ҫу — Хӗл |
3093 | Сивӗ пуҫтарнӑ, ӑшӑ сӑлатнӑ. | Ҫу — Хӗл |
3094 | Ҫӑва тухсан пурнатпӑр. | Ҫу — Хӗл |
3095 | Ҫу ӑшшине хӗве чикеймӗн. | Ҫу — Хӗл |
3096 | Ҫу вӑрӑмми мар, ӑшши пултӑр. | Ҫу — Хӗл |
3097 | Ҫу килесси хӗлрен паллӑ. | Ҫу — Хӗл |
3098 | Ҫу ҫуратать, уй мар. | Ҫу — Хӗл |
3099 | Ҫу уйӑхӗ ҫунатлӑ. | Ҫу — Хӗл |
3100 | Ҫу уйӑхӗ час иртет — чарак хурса чарма ҫук. | Ҫу — Хӗл |
3101 | Ҫул епле, унашкал вутӑ, улӑм. | Ҫу — Хӗл |
3107 | Ҫулла — хӗллешӗн, хӗлле — ҫуллашӑн. | Ҫу — Хӗл |
3102 | Ҫулла пуҫтар, хӗлле салат. | Ҫу — Хӗл |
3103 | Ҫулла пуҫтарать те хӗлле ҫисе ярать. | Ҫу — Хӗл |
3104 | Ҫулла сулхӑнра, хӗлле хӑнара. | Ҫу — Хӗл |
3105 | Ҫулла ҫуна кӳлес ҫук, хӗлле урапа кӳлес ҫук. | Ҫу — Хӗл |
3106 | Ҫулла тухман тар хӗлле тухать теҫҫӗ. | Ҫу — Хӗл |
3108 | Ҫулла хурт-кӑпшанкӑ та чӗрӗлет. | Ҫу — Хӗл |
3109 | Ҫуллахи кун хӗле тӑрантарать. | Ҫу — Хӗл |
3111 | Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра ват карчӑк шӑнса вилнӗ. | Ҫу — Хӗл |
3112 | Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра майра шӑнса вилнӗ. | Ҫу — Хӗл |
3113 | Хӗл варринче чӑрӑш тата ешӗлрех. | Ҫу — Хӗл |
3114 | Хӗл варринче шыв пӑрланни никама та тӗлӗнтермест. | Ҫу — Хӗл |
3115 | Хӗл каҫасси кашкӑршӑн та канас мар. | Ҫу — Хӗл |
3116 | Хӗл каҫасси нӳхрепе анса хӑпарасси мар. | Ҫу — Хӗл |
3117 | Хӗл каҫасси туртӑша та тутлӑ мар. | Ҫу — Хӗл |
3118 | Хӗл каҫиччен хӗр сивӗ. | Ҫу — Хӗл |
3119 | Хӗл каҫиччен хӗрӗх хут сивӗтсе хӗрӗх хут ӑшӑтать. | Ҫу — Хӗл |
3120 | Хӗл каҫнӑ ыраш улӑм ылтӑна ҫаврӑнать. | Ҫу — Хӗл |
3121 | Хӗл кунӗ ҫерҫи сикки тӑршшӗ. | Ҫу — Хӗл |
3122 | Хӗл лариччен хӗрӗх кун малтан юр ҫуса ирӗлет. | Ҫу — Хӗл |
3123 | Хӗл ларсан какай кунӗ пуҫланать. | Ҫу — Хӗл |
3129 | Хӗл мучи — хӗретет, Сив мучи — систерет. | Ҫу — Хӗл |
3124 | Хӗл мучи айӑпсӑрах хӗретет. | Ҫу — Хӗл |
3125 | Хӗл мучи пит-куҫа писев сӗрет. | Ҫу — Хӗл |
3126 | Хӗл мучи сивлек кӑмӑллӑ. | Ҫу — Хӗл |
3127 | Хӗл мучи хӗлӗхсӗр ҫынна юратмасть. | Ҫу — Хӗл |
3128 | Хӗл мучи Хӗлип мучине те хӗрхенмест. | Ҫу — Хӗл |
3130 | Хӗл мучин ик тӑван: хаяр сивӗпӗ ҫил-тӑман. | Ҫу — Хӗл |
3131 | Хӗл мучин хӗрӗх тӗрлӗ сивви пур. | Ҫу — Хӗл |
3132 | Хӗл мучин хӗрхенес йӑли ҫук. | Ҫу — Хӗл |
3133 | Хӗл сивви ватӑ ҫынна та ҫамрӑклатать. | Ҫу — Хӗл |
3134 | Хӗл сивви вут хумасӑрах пӗҫертет. | Ҫу — Хӗл |
3135 | Хӗл сивви кашкӑра та хӑратать. | Ҫу — Хӗл |