| 3189 | Авал эрнекуна хисеп тунӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 3191 | Вырсарникун вырӑс ӗҫ тумасть теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3192 | Вырсарникун вырӑс кунӗ теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3190 | Вырсарникун ӗҫлесен эрнипех ӗҫ ӑнмасть. | Ҫӗр — Кун |
| 3193 | Ир пулать те, каҫ пулать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3194 | Каҫ каҫмалла, кӑнтӑр выртмалла тет. | Ҫӗр — Кун |
| 3195 | Каҫ пулмасӑр кун каҫрӑм тесе ан мухтан. | Ҫӗр — Кун |
| 3196 | Каҫ пулсан каҫан сикет. | Ҫӗр — Кун |
| 3197 | Каҫа вӑрӑ кӗтет. | Ҫӗр — Кун |
| 3198 | Каҫа чир юратать. | Ҫӗр — Кун |
| 3199 | Каҫпа каҫ вырт, ирпе ир тӑр. | Ҫӗр — Кун |
| 3200 | Каҫпа чикесӗр, ирпе пикесӗр теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3201 | Каҫхи апат вӑй. | Ҫӗр — Кун |
| 3202 | Каҫхи апат вӑя каять теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3204 | Каҫхи ӑс ир кулли. | Ҫӗр — Кун |
| 3203 | Каҫхи ӑсран ирхи ас ӑслӑрах. | Ҫӗр — Кун |
| 3205 | Каҫхи вӑрра та кун ҫутипе тытаҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3206 | Каҫхи вӑхӑт — качака кулли. | Ҫӗр — Кун |
| 3207 | Каҫхи вӑхӑт час иртет. | Ҫӗр — Кун |
| 3208 | Каҫхи каҫалӑк каҫах пӗттӗр. | Ҫӗр — Кун |
| 3209 | Каҫхи куҫа тем те курӑнать. | Ҫӗр — Кун |
| 3210 | Каҫхи сасӑ ултавлӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 3211 | Каҫхи ҫул — кӑкӑр ҫинчи чул. | Ҫӗр — Кун |
| 3212 | Каҫхи хӑнана ӑсатсан ыйхӑ вӗҫет. | Ҫӗр — Кун |
| 3213 | Каҫхи хырӑм каҫарать, ирхи хырӑм ирттерет. | Ҫӗр — Кун |
| 3214 | Каҫхи шухӑш каялла, ирхи шухӑш малалла. | Ҫӗр — Кун |
| 3215 | Каҫхине пӗтӗм тӗнче пӗр сӑнлӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 3216 | Кӑнтӑр канни — чун канни. | Ҫӗр — Кун |
| 3217 | Кӑнтӑрла кашта ҫинчен анман чӑх кахалланса каять. | Ҫӗр — Кун |
| 3218 | Кӑнтӑрла ҫилленет, каҫхине кулать. | Ҫӗр — Кун |
| 3219 | Кӑнтӑрла ҫитсен кайӑк-кӗшӗк те канса илет. | Ҫӗр — Кун |
| 3220 | Кӑнтӑрла ыйӑхра, каҫхине касакра. | Ҫӗр — Кун |
| 3221 | Кӑнтӑрлахи кайӑксем тӑманана юратмаҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3222 | Кӗске ҫӗрӗн ыйхи тутлӑ тет. | Ҫӗр — Кун |
| 3223 | Кӗҫӗн эрнекунтан малалла ан ирт. | Ҫӗр — Кун |
| 3224 | Кулленех кун килет те, паянхи кун пекки килес ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3225 | Кун вӑрӑм, ӗмӗр кӗске. | Ҫӗр — Кун |
| 3226 | Кун вӑрӑмланать — алӑ кӗскелет теҫҫӗ хӗрарӑмсем. | Ҫӗр — Кун |
| 3227 | Кун вырӑнне кун пулать, ӗмӗр вырӑнне ӗмӗр пулмасть. | Ҫӗр — Кун |
| 3228 | Кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3229 | Кун каҫ пулса пӗтет, ҫын хур курса пӗтет. | Ҫӗр — Кун |
| 3230 | Кун ҫутипе кунмасан уйӑх ҫутипе кунас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3231 | Кун ҫутипе усал ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3232 | Кун тени куҫлӑ, каҫ тени хӑлхаллӑ. | Ҫӗр — Кун |
| 3233 | Кун шучӗ кутӑнла шӑвас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3234 | Кун юрттине чарма ҫук. | Ҫӗр — Кун |
| 3235 | Кунӑн-кунӑнах ӗмӗр иртет. | Ҫӗр — Кун |
| 3236 | Кунӗн-ҫӗрӗн хӗвел пӑхсан кӗмӗл уйӑх кирлех мар. | Ҫӗр — Кун |
| 3237 | Кунӗпе вӗҫен кайӑк та ырать. | Ҫӗр — Кун |
| 3238 | Кунне кура хӗвелӗ, каҫне кура уйӑхӗ. | Ҫӗр — Кун |