| 3450 |  | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3449 | !!Ӗлӗкех, авалах, арӑм хуҫа пулнӑ чух. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3451 | !!Ӗлӗкхи ҫынсем тӳпере те пулман — Турра курнӑ, хальхи ҫынсем тӳпере те вӗҫеҫҫӗ, ҫапах Турра курмаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3399 | Авал алӑк хыҫӗнче. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3400 | Авал алтӑрпа тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3401 | Авал арӑмран хӑранӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3402 | Авал вучахра та ҫӗр хута вут пуҫҫи ҫунса выртнӑ теҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3403 | Авал пӗр нухратпа икӗ пукрас илнӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3404 | Авал сахал теҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3405 | Авал ҫӗлен йӗрӗпе шыв юхнӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3406 | Авал ҫын та лаша пулнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3407 | Авал тӗтӗме те сӑсар тирӗ парса илнӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3409 | Авал Турри — чул Турри. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3408 | Авал Турри тӗнче тунӑ, хальхи Турӑ инкек ҫырать. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3410 | Авал уйӑх та ҫӗрте пулнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3411 | Авал хура ҫӗртен те кимӗ шунӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3412 | Авал чул чӑмланӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3413 | Авал чулӗ авӑк тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3414 | Авала кун ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3415 | Авалӑн амӑшӗ ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3416 | Авалӑн ашшӗ вилнӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3417 | Авалӑн куҫӗ ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3418 | Авалӑн лаши ула. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3419 | Авалӑн сӑмах пӗр ҫӑмах тӑнӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3420 | Авалӑн тути тутлӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3421 | Аваллӑх йӑли аваллӑха ӑсанать. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3428 | Авалтанпах тӗнчере ватӑ ҫынсем хисепре. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3422 | Авалхи авалхиех тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3423 | Авалхи йӑлан тымарӗ ҫирӗп. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3424 | Авалхи сӑра шывпа хушсан та ӳсӗртнӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3425 | Авалхи ҫын алӑпа тытса пӑхмасӑр ӗненмен теҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3426 | Авалхи ҫынсем калани чӑнах. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3427 | Авалхи тепӗр хут килес ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3429 | Авалхи этемсем ҫимӗкчен ҫиччӗ шыва кӗнипе те мухтаннӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3430 | Авалхишӗн халь пуҫҫапмаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3438 | Елӗк пӗр ҫӑпалапа вуниккӗн тӑраннӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 1083 | Ӗлӗк вуниккӗн пӗр алтан пуснӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3433 | Ӗлӗк вуниккӗн пӗр така пуснӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3434 | Ӗлӗк ӗлӗкчӗ, пирӗн пӳрт те ҫӗрӗкчӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3435 | Ӗлӗк качча каяс текен хӗр качча каяйман, вилес текен карчӑк вилеймен. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3436 | Ӗлӗк пӗр пусшӑн пӗр ҫул ӗҫленӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3437 | Ӗлӗк пӗр спаҫҫипӑшӑн пӗр ҫул ӗҫленӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3439 | Ӗлӗк пӗр хӗр каланӑ тет: «Атте лаша панӑ пулсан кӳлӗттӗм те кайӑттӑм, кӳме ҫук», — тенӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3440 | Ӗлӗк пӗри хӑй ҫӗлӗкне пытарса хӑй вӑрланӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3441 | Ӗлӗк сехет вырӑнне хырӑм пулнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3442 | Ӗлӗк ҫын вырӑнне ҫын тӑраттарнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3443 | Ӗлӗк ҫынсен Мӑнкунччӗ, пирӗн яланах юнкунччӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3444 | Ӗлӗк тӳрем ҫӳремен, ҫавра ҫӳренӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3445 | Ӗлӗк чӑтлӑх пулнӑ та, чӑтлӑхран аташса тухайман. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне | 
| 3446 | Ӗлӗк чухне ӗлӗкчӗ, ҫичӗ хӗл каҫнӑ пӑланччӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |