| 3481 | Иртекен пӗлӗте тытса чараяс ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3482 | Иртен ӗмӗр иртетех, ним парса та чарма ҫук теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3483 | Иртнӗ асап хӑратмасть, курас асап хӑратать. | Иртни — Пуласси |
| 3484 | Иртнӗ кун вӑл — юхса кайнӑ шыв. | Иртни — Пуласси |
| 3485 | Иртнӗ кун таврӑнмасть. | Иртни — Пуласси |
| 3486 | Иртнӗ куна ан шыра. | Иртни — Пуласси |
| 3487 | Иртнӗ куна тавӑраймӑн, пулассинчен хӑтӑлаймӑн. | Иртни — Пуласси |
| 3488 | Иртнӗ кунӑн ӑшши ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3489 | Иртнӗ кунӑн ҫутти ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3490 | Иртнӗ кунсем чӗрӗлмӗҫ. | Иртни — Пуласси |
| 3491 | Иртнӗ куншӑн ан ӳкӗн. | Иртни — Пуласси |
| 3492 | Иртнӗ ҫумӑра юпах тихапа ан хӑвала теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3496 | Иртни — ҫӗпреллӗ, пуласси — тӗтреллӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3493 | Иртни асра тӑтӑр, пуласси ӑсра тӑтӑр теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3494 | Иртни иртнипе пултӑр теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3495 | Иртни ирттӗр. | Иртни — Пуласси |
| 3497 | Иртни ҫинчен ик тӗрлӗ те юптарма пулать. | Иртни — Пуласси |
| 3498 | Иртнине аса иленӗн куҫӗ шарнӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3499 | Иртнине асӑнаканӑн куҫне шӑрпӑк тӗртеҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3500 | Иртнине манан, ҫитессине пӗлместӗн. | Иртни — Пуласси |
| 3501 | Иртнишӗн ан кулян, каялла тавӑрас ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3502 | Иртнишӗн хуйхӑрнин усси ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3503 | Иртсе кайнӑ инкек хӑруш мар. | Иртни — Пуласси |
| 3504 | Иртсе кайнӑ пӗр куна ҫӗр кун хӑваласа та ҫитеймӗн. | Иртни — Пуласси |
| 3505 | Иртсе кайнӑ ҫумӑршӑн витре йӑтса чупмаҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3506 | Иртсе кайнине ҫил те хуса ҫитес ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3508 | Иртсе кайсан ахматек. | Иртни — Пуласси |
| 3507 | Иртсе кайсан шырӑн та, тупаймӑн. | Иртни — Пуласси |
| 3510 | Иртсе каян инкек те чухӑн тӗлне чарӑнать. | Иртни — Пуласси |
| 3509 | Иртсе каян яшлӑха ятран чӗнсе чараймӑн. | Иртни — Пуласси |
| 3511 | Ирттерсен иртет, ҫитерсен ҫитет. | Иртни — Пуласси |
| 3512 | Макӑрсан та, ахӑрсан та иртнӗ куна тавӑрма ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3514 | Пулас ача ӗҫӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3513 | Пулас ача пӗчӗккӗрен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 1084 | Пулас выльӑхӑн пӑхӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3515 | Пулас инкек куҫ хупса иличчен пулать. | Иртни — Пуласси |
| 3516 | Пулас инкек пирки малтанах кулянса хумаҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3517 | Пулас инкек пулатех. | Иртни — Пуласси |
| 3518 | Пулас инкек ҫавапа тет. | Иртни — Пуласси |
| 3519 | Пулас праҫникшӗн пӑтӑ пӗҫерсе хумаҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3520 | Пулас ҫимӗҫ чечекӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3521 | Пулас ҫын сӑмаххинчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3522 | Пулас тенипе пулмасть. | Иртни — Пуласси |
| 3523 | Пулас тиха пӑхӗнчен паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3524 | Пулас тиханӑн пуҫӗнчен пӑхсанах паллӑ. | Иртни — Пуласси |
| 3527 | Пуласси — ҫамрӑксенче. | Иртни — Пуласси |
| 3525 | Пуласси вӑл хӑех пулать. | Иртни — Пуласси |
| 3526 | Пуласси пулӗ, пулайманни юлӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3528 | Пуласси яланах илемлӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3529 | Пулассине кам пӗлет? | Иртни — Пуласси |