3635 | Вилӗм пурне те танлаштарать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3636 | Вилӗм пуҫ вӗҫӗнчех ҫакӑнса тӑрать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3637 | Вилӗм сӑна тиркемест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3638 | Вилӗм систерсе ҫӳремест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3639 | Вилӗм ҫил мар, хупӑ алӑка та уҫса кӗрет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3640 | Вилӗм ҫири кӗперен те ҫывӑх. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3641 | Вилӗм ҫитиччен вилме ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3642 | Вилӗм ҫулне пыл сапнӑ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3643 | Вилӗм ҫывӑхра, ҫӑлӑнӑҫ аякра. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3644 | Вилӗм ҫынна суниччен хуна валли тупӑк хатӗрле. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3645 | Вилӗм тухтӑртан хӑрать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3646 | Вилӗм умӗнче пурте парӑмлӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3647 | Вилӗм ура айӗнчех. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3648 | Вилӗм ӳкӗнӗҫсӗр пулмасть теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3649 | Вилӗм хӗрлӗ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3650 | Вилӗм хӗрхенме пӗлмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3651 | Вилӗм хулпуҫҫи урлах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3652 | Вилӗм шӑла пӑхса килмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3653 | Вилӗм шырама вирьял хирне каймалла мар, вӑл кут хыҫӗнчех. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3654 | Вилӗме ан кӗт, вӑл хӑех килет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3655 | Вилӗме пӑлме ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3656 | Вилӗме темле паттӑр та ҫӗнеймен. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3657 | Вилӗме улталаймӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3658 | Вилӗмпе кӗрешес пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3659 | Вилӗмпе пӗрле ҫылӑх та каҫать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3660 | Вилӗмрен ан сехӗрлен. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3661 | Вилӗмрен ан хӑра, ҫылӑхран хӑра. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3662 | Вилӗмрен никам та хӑтӑлса юлаймасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3663 | Вилӗмрен упранма мехел ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3664 | Вилӗмрен усалли ним те ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3665 | Вилӗмрен хӑракан вилӗм тупать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3666 | Вилӗмрен хӳтлӗх ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3667 | Вилӗмрен ят хуратса хӑтӑлаймӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3668 | Вилӗмшӗн тӑван та ҫук, пӗлӗш те ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3669 | Виличчен этеме нумай кирлӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3670 | Виллине ирӗк, чӗррине тамӑк. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3671 | Виллисене асӑнаҫҫӗ, чӗррисено аса илеҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3674 | Вилме выртиччен виҫ ҫул пурӑнмалӑх тырӑ ак. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3672 | Вилме выртнӑ йытӑ вӗрни ҫынна хӑратмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3673 | Вилме выртнипех вилме ҫук, чун тухасса кӗтес пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3675 | Вилме выртсан сывласа тӑранаймӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3676 | Вилме кайнӑ — пуйса килнӗ, пуйма кайнӑ — вилсе килнӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3677 | Вилмен пупӗ кӗлӗ пӗтернӗ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3678 | Вилнӗ арӑслана ашак та пырса тапнӑ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3679 | Вилнӗ вӗшле сунара ҫӳреймӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3680 | Вилнӗ ӗне сӗтлӗ пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3681 | Вилнӗ йытӑ какай мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3682 | Вилнӗ матка хитреччӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3683 | Вилнӗ ҫын чунӗ кил сыхлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3684 | Вилнӗ ҫын чунӗ ҫӗлен пулса ҫӳрет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |