3736 | Ӗмӗр хӗрарӑм хыҫҫӑн каймаҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3737 | Ӗмӗр ярханах килмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3713 | Ӗмӗрӗ иртиччен ӗмпӳ те виҫҫӗ ларса йӗнӗ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3738 | Ӗмӗрӗн сакки вӑрӑм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3739 | Ӗмӗрлӗх ним те ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3740 | Ӗмӗрпе ҫын куҫӗнчен пӑхас марччӗ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3741 | Ӗмӗрте ачу-пӑчунтан та ҫӑкӑр ыйтӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3742 | Ӗмӗрте ӗне те лаша вырӑнне пулнӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3743 | Ӗмӗрте катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3744 | Ӗмӗрте кашнине пӳрт лартма килет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3745 | Ӗмӗрте пӗрре ӗне те карта ҫӗмӗрет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3746 | Ӗмӗрте пӗрре йӑнӑшасси те пулӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3747 | Ӗмӗрте пӗрре чула та чун кӗрет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3748 | Ӗмӗрте сар кайӑк та хурланать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3749 | Ӗмӗрте ҫукка Турӑ та пӑхать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3750 | Ӗмӗрте тӑван та ют пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3751 | Ӗмӗрте хӗвел те Турӑ пулнӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3752 | Ӗмӗрте хурапа шурӑ нумай иртет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3753 | Ӗмӗрте хывӑх та ҫӑкӑр пулнӑ, | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3754 | Ӗмӗрте чул та тимӗр каснӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3755 | Ӗмӗрте чул та хуҫа пулнӑ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3756 | Ӗмӗрте шурлӑх та типет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3757 | Ӗне айне лармасӑр ӗмӗр ирттерме ҫӑмӑл мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3758 | Ӗне ури пусмасӑр пурнӑҫ мӗнне пӗлместӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3759 | Ӗҫ пӗрле ан пултӑр, ҫӑва пӗрле пултӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3760 | Ӗҫлекен вилмест теҫҫӗ, ҫывӑраканӑн вилӗмӗ ҫухрӑмра тӑрать теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3761 | Илтес кунта илтесси нумай, курас кунта курасси нумай. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3762 | Кампа шуралнӑ — унпа хуралма каланӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3763 | Кашни япалан хӑйӗн ӗмӗрӗ пур. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3764 | Кӗтмен вилӗм кӗтнӗ вилӗмрен ырӑрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3765 | Кивӗ ҫынтан ҫӗнӗ ҫын тума хӗн, вилнӗ ҫынна ҫӑва ҫинчен каялла тавӑрмаҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3766 | Ку тӗнчере эпӗр хӑналӑх кӑна. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3768 | Куллен пурӑн — хуллен пурӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3767 | Куллен-кун пурнас ӗмӗр чакса пырать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3769 | Куна каҫ пулсан мухта, ӗмӗре — ватӑлсан теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3770 | Кунне кун ҫук, киревсӗре вилӗм ҫук теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3771 | Кунта хурлӑх кураччен луччӗ вилес. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3772 | Кутӑн кайнӑ пурнӑҫа пуҫӑн туса хума ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3773 | Лайӑх ҫынсен ӗмӗрӗ яланах кӗске. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3774 | Лачакари каска ҫӗрнӗ, тип ҫӗрти ҫӗр ҫул пурӑннӑ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3775 | Мӗн пурӑнни, ҫӑкӑр ҫӑтни ҫеҫ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3776 | Мӗнле пурӑнмалла, вилсен мӗн ҫимелле? | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3777 | Начар кӑна пурнӑҫ та вилӗмрен ӑванрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3780 | Никам та икӗ ӗмер тытаймасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3778 | Нумай пурӑнатӑн — нумай куратӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3779 | Нумай ҫывӑрман ҫын нумай пурнать тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3781 | Паян пур та ыран ҫук, пире ним те кирлӗ мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3782 | Паян ура ҫинче, ыран шӑтӑкра теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3783 | Пӗлмесен пурӑнма ҫӑмӑл. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3784 | Пӗлсе пурӑнас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |