3786 | Пӗр вӗренсен тамӑкра та ҫӑтмах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3785 | Пӗр ӗмӗр кунта та, ҫӗр ӗмӗр лере. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3787 | Пӗр пек пурӑннине нимӗн те ҫитмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3790 | Пӗр пурнӑҫӑн пӗр вилӗм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3791 | Пӗр ҫуралнине виличчен пурнасах пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3792 | Пӗр такӑна пуҫласан пурнӑҫ ӑнмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3793 | Пӗр хӑрнӑ пурнӑҫа юсама хӗн теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3788 | Пӗр-пӗрин хулпуҫҫи ӑшшине туйса пурӑнас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3789 | Пӗр-пӗрне ӑнланмасан пӗр сӗтел хушшине ларма та каламан. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3795 | Пӗрле пуҫ шуратнӑ ҫынпа ӗмӗр ӗмӗрлеме каланӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3794 | Пӗрре выртса вилессишӗн ӗмӗр пурӑнмалла теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3796 | Пӗрре ҫуралнине пӗрре вилесех пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3797 | Пӗчӗк кӗске ӗмӗрте кӗске ҫеҫ те ятӑм юлтӑрччӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3798 | Пӗчӗк ҫуралатӑн, пысӑк пулатӑн, айван вилетӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3799 | Пирӗн чӳречерен те хӗвел кӗрӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3800 | Пурӑнан ӗмӗрте сыснана та йысна тесе калан. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3802 | Пурӑнан пурнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр пулмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3803 | Пурӑнан пурнӑҫ пуртӑ аври тӑршшӗ мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3804 | Пурӑнана пурте кирлӗ, вилсен ҫӗр кирлӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3806 | Пурӑнатпӑр та витӗр курӑнатпӑр тенӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3805 | Пурӑнсан-пурӑнсан кирек кам та чулланать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3807 | Пурнакан ҫын ҫӑкӑрпа ҫех ҫырлахмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3808 | Пурнан ӗмӗрте кирлӗ мар катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнӑ тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3809 | Пурнан ӗмӗрте пурте пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3811 | Пурнан ӗмӗрте Ҫӗпӗре те ҫитсе курӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3810 | Пурнан ӗмӗрте тем те курӑн, тем те илтӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3812 | Пурнан пурӑнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр пулмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3813 | Пурнан пурнӑҫра ӑсанран та ӑс ыйтӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3814 | Пурнан пурнӑҫра илтмен сӑмаха та илтӗн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3815 | Пурнан пурнӑҫра пус хӑвӑлне те пуҫҫапӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3817 | Пурнан пурнӑҫра тем те пулать: чухӑн та пурлӑх пухать, пуян та хутаҫ ҫакать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3816 | Пурнан пурнӑҫра тем те пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3819 | Пурнан ҫынна пурте кирлӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3818 | Пурнас ӗмӗр вӑрӑм пултӑр, вилес кун канлӗ пултӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3820 | Пурнас кун пӗтмесӗр вилме выртсан та вилме ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3821 | Пурнас кун пулсан чул хушшинче те чун тухмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3822 | Пурнас куна чир вӑрлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3823 | Пурнас ҫыннӑн путекӗ те сурӑх пӑрулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3824 | Пурнасси пӗрле, вилесси уйрӑм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3836 | Пурнӑҫ — кӗленче. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3844 | Пурнӑҫ — пуҫсӑр, укҫа — куҫсӑр. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3825 | Пурнӑҫ аври алтӑр аври мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3826 | Пурнӑҫ амалӑхран амаланать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3827 | Пурнӑҫ вӑл кашнин тӗрлӗ килет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3828 | Пурнӑҫ вӑл пӗрре кутне кӑтартать, тепре — пуҫне. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3829 | Пурнӑҫ вӑл тӑхӑр хутчен кутне кӑтартать те пӗр хутчен ҫех питне кӑтартать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3830 | Пурнӑҫ вӑл тепӗр чухне кӗл ҫиппи пекех ҫыхланчӑк. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3831 | Пурнӑҫ вӑл янтӑпа пулмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3832 | Пурнӑҫ вилӗмрен вӑйлӑрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3833 | Пурнӑҫ епле, вилӗм те ҫапла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |