Тытӑм — Хапа

 

4137Ҫын кӑмӑлӗ вилсен уҫӑлать теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4138Ҫын тӗсне мар, ӑсне пӑхса хакла.Чун — Ӳт-пӳ
4139Ҫын тулашӗнчен хитре пулин те унӑн ӑсне пӑлмесӗр ан мухта.Чун — Ӳт-пӳ
4140Ҫын чунӗ чӗре патӗнче пурӑнать, чӗрене тивсен ҫын вилет тет.Чун — Ӳт-пӳ
4141Ҫынна тултан ан пӑх, ӑш-чиккинчен пӑх.Чун — Ӳт-пӳ
4143Таса чӗре куҫран пӑхса курӑнать.Чун — Ӳт-пӳ
4144Таса чуна таса тӳпе йышӑнать, ҫылӑхлӑ чун ҫӗр миминче ҫунать.Чун — Ӳт-пӳ
4145Таса чуна хура ҫыпӑҫмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4146Таса шухӑш — таса чун.Чун — Ӳт-пӳ
4363Таҫта та кайӑттӑм, анне килӗнчен тухаймастӑп.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4364Тӑвӑп текен тӑвайман.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4272Тӗлӗк курса телей шырамаҫҫӗ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4273Тӗлӗк ҫынна шӑртать вӑл.Тӗлӗк — Чӑнлав
4274Тӗлӗк те яланах тӗл килмест.Тӗлӗк — Чӑнлав
4275Тӗлӗк тени лартать вӑл.Тӗлӗк — Чӑнлав
4276Тӗлӗк тӗлленни кӗрӗк пӗркӗнни.Тӗлӗк — Чӑнлав
4277Тӗлӗк хыҫҫӑн кайсан кӑмака хыҫне кӗрсе вилӗн.Тӗлӗк — Чӑнлав
4278Тӗлӗк хыҫҫӑн каякан шыва та путӗ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4281Тӗлӗкен пуҫӗ тупал пек, мӑйӗ хӗлӗх пек, ӑҫталла пӑран, ҫавӑнталла пӑрӑнать тет.Тӗлӗк — Чӑнлав
4279Тӗлӗкӗн пӗр вӗҫӗ пӑхлӑ, тепӗр вӗҫӗ шӑклӑ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4280Тӗлӗкӗн пӗр вӗҫӗ тӗклӗ, тепӗр вӗҫӗ ҫӑмлӑ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4282Тӗлӗкӗн те тӗлӗ пур теҫҫӗ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4283Тӗлӗкпе ӗмӗт — ҫук ҫын телейӗ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4284Тӗлӗкпе супакан Супинкке пулнӑ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4285Тӗлӗкпе тӗлӗнтермӗш йӗкӗреш теҫҫӗ.Тӗлӗк — Чӑнлав
4286Тӗлӗкре мулкач та тилӗ тытса курать.Тӗлӗк — Чӑнлав
4287Тӗлӗкре хӑмӑт куракан лаша тытса курас ҫук.Тӗлӗк — Чӑнлав
4288Тӗлӗксене пурне те ӗненсен хӑмӑлтан ҫакӑнса вил.Тӗлӗк — Чӑнлав
4289Тӗлӗнес тесен тӗлӗк патши патне кай.Тӗлӗк — Чӑнлав
4365Тилит-тилит Микулай, вунҫичӗ пус укҫи пур, унпа вӑл тем те илес тет...Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4142Тимӗр тутӑхса пӗтет, а чӗре хуйхӑрса пӗтет.Чун — Ӳт-пӳ
4366Тума йӑвӑр мар та, шухӑшлама йӑвӑр.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4367Тухман чунта ӗмӗт пур теҫҫӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4368Усал шухӑша ура айне хурса тапта.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4148Ут ватӑлсан та чун ватӑлмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4147Ӳт вараланни тасалать, чун вараланни тасалмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4149Ӳт вилет те, чун вилмест.Чун — Ӳт-пӳ
4150Ӳт канлӗхӗ чун канлӗхӗ мар ҫав.Чун — Ӳт-пӳ
4151Ӳт суранӗ тӳрленет, чун суранӗ тӳрленмест.Чун — Ӳт-пӳ
4152Ӳт суранӗ чуна кайса тивет.Чун — Ӳт-пӳ
4153Ӳт ҫӑмӑлланӗ, чун йывӑрланӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4154Ӳт ҫывӑрсан та чӗре тӗлӗрет анчах.Чун — Ӳт-пӳ
4155Ӳт ҫылӑхне чун тӳсет.Чун — Ӳт-пӳ
4156Ӳт усалли чуна йывӑрлӑх.Чун — Ӳт-пӳ
4157Ӳт ыйӑхра, сисӗм хуралта.Чун — Ӳт-пӳ
4161Ӳт-пӳ сывлӑхӗ мулран хаклӑ.Чун — Ӳт-пӳ
4162Ӳт-пӳ чӑлах пулсан та чуну тӳрӗ пултӑр.Чун — Ӳт-пӳ
4158Ӳтлӗ ҫуралакан ҫылӑхсӑр пулмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4159Ӳтпе мар, чунпа типӗ тыт.Чун — Ӳт-пӳ
4160Ӳтпе юн пӗрех.Чун — Ӳт-пӳ