Тытӑм — Хапа

 

4163Ӳтри хӗрӳ пӗтсен вучах та ӑшӑтас ҫук.Чун — Ӳт-пӳ
4164Ӳтри хӗрӳ пӗтсен хӗр шухӑшӗ сӳнет вара.Чун — Ӳт-пӳ
4165Ӳтсем тӗрлӗ те, чунсем пӗр.Чун — Ӳт-пӳ
4166Ӳтсӗр питре илем ҫук.Чун — Ӳт-пӳ
4167Хура чун хӗвел ҫутинчен пытанать.Чун — Ӳт-пӳ
4168Хура чунлӑ ҫыннӑн ӑш-чикне хурт ҫиет.Чун — Ӳт-пӳ
4169Хырӑм тӗкӗр мар, витӗр курӑнмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4369Чӑх-чӑх тенипе автан ҫӑмарта тӑва пуҫламасть теҫҫӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4170Чӗмпӗр енче чӗн хаклӑ, ҫут тӗнчере чун хаклӑ.Чун — Ӳт-пӳ
4171Чӗмпӗр хулинче чӗн хаклӑ, пирӗн енче чун хаклӑ.Чун — Ӳт-пӳ
4172Чӗре арча мар, кашни ҫын умӗнче уҫма ҫук.Чун — Ӳт-пӳ
4173Чӗре вырӑнта мар чухне тӗнче те вырӑнта мар.Чун — Ӳт-пӳ
4174Чӗре сисет теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4175Чӗре суранӗн ҫӗвви юлать.Чун — Ӳт-пӳ
4176Чӗре суранне ӳпке пӗлмест.Чун — Ӳт-пӳ
4177Чӗре сурилӗх пулсан чӗре тапма чарӑнмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4178Чӗре ҫинче мӗн, чӗлхе ҫинче ҫав.Чун — Ӳт-пӳ
4179Чӗре ҫинче чул ан тыт.Чун — Ӳт-пӳ
4180Чӗре ҫумӗнче пӑр тытни аван мар.Чун — Ӳт-пӳ
4182Чӗре ҫунать те, ҫулӑм тухни курӑнмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4181Чӗре тапсан чун пулать.Чун — Ӳт-пӳ
4183Чӗре те ялан пӗр тикӗс тапмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4184Чӗре хуйхи вӑя сӑхать.Чун — Ӳт-пӳ
4185Чӗре чӗре те, чӗресӗр этем те тӗл пулать.Чун — Ӳт-пӳ
4186Чӗре ырӑ мар пуласса туять теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4370Чӗремпе шухӑшласа пӗлни ӑса вӗрентӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4187Чӗрене хирӗҫ пыраймӑн.Чун — Ӳт-пӳ
4188Чӗрепе юраймасан сӑн хитрипе юраймӑн.Чун — Ӳт-пӳ
4189Чӗрере шӑши юнӗ пулсан кушак чунӗ пулӑшмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4190Чӗресӗр чечек те чӗртеймӗн.Чун — Ӳт-пӳ
4191Чӗрӗ чун виличченех малалла.Чун — Ӳт-пӳ
4192Чӗрӗ шӑмӑ ӳтленет.Чун — Ӳт-пӳ
4371Чӗри пӑх ҫинче, хӑй кӑмака ҫинче.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4193Чонсӑр тӗнче ҫок.Чун — Ӳт-пӳ
4194Чул пек йывӑр чун асапӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4195Чул пек ҫынран йӗп те тухас ҫук.Чун — Ӳт-пӳ
4196Чул ҫуртра пурӑнаканӑн чунӗ те чулланать.Чун — Ӳт-пӳ
4198Чул чӗреллӗ ҫын ҫу ҫисен те ҫемҫелмест.Чун — Ӳт-пӳ
4199Чул чӗреллӗ этем ҫынна чухламасть.Чун — Ӳт-пӳ
4197Чулхулара чул хаклӑ, ҫут тӗнчере чун хаклӑ.Чун — Ӳт-пӳ
4200Чун асапӗ вӗҫӗмсер тӑсӑлма пултараймасть.Чун — Ӳт-пӳ
4201Чун вилмесӗр ӳт вилмест.Чун — Ӳт-пӳ
4203Чун вырӑнне чун хушӑнать.Чун — Ӳт-пӳ
4202Чун вырӑнне чун, пӳ вырӑнне пӳ.Чун — Ӳт-пӳ
4204Чун канӑҫӗ пулмасан ҫӑпата та хуҫаймӑн.Чун — Ӳт-пӳ
4205Чун канле юратать, пыр тутла юратать.Чун — Ӳт-пӳ
4206Чун кӗрсен чул та вырӑнтан хускалать.Чун — Ӳт-пӳ
4207Чун панчи тӑваншӑн хускалман нухрат хускалнӑ.Чун — Ӳт-пӳ
4208Чун патӗнчи ҫын чуна илет.Чун — Ӳт-пӳ
4209Чун пек пурнакан чуна илнӗ тет.Чун — Ӳт-пӳ