4385 | Шухӑш шуратать, хуйхӑ хуратать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4386 | Шухӑша пула ыйхӑ вӗҫет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4387 | Шухӑшӑн вӗҫӗ ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4395 | Шухӑшла-шухӑшла ӑс ҫитмесен ырӑ ҫынсем кирлӗ ӑс пама. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4388 | Шухӑшламан чухне ҫав ҫӳретеп, шухӑшласан чӗлхем ҫыхланать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4389 | Шухӑшламан чухне шухӑш ҫук, шухӑшлама пуҫласан пуҫ ҫаврӑнать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4396 | Шухӑшламасӑр тарӑн шӑтӑка тухӑп тесе ан сик. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4397 | Шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ ӳкӗнӗҫлӗ пулнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4398 | Шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫшӗн кайран ан ӳкӗн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4390 | Шухӑшланӑ — шур хула ҫавӑрнӑ, тарт! пӑсарнӑ — саланса кайнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4391 | Шухӑшланӑ шухӑш та тепӗр чухне ҫитмест. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4392 | Шухӑшлани пӗр пурнӑҫланса пыраймасть. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4394 | Шухӑшланипех шурӑ пӳрт лартаймӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4399 | Шухӑшлӑ ҫыннӑн ыйхӑ ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4400 | Шухӑшпа пуякан пӑхпа ватӑлнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4401 | Шухӑшпа пуякан час ватӑлать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4402 | Шухӑшпа пуясшӑн, пӑсарлӑхпа ватӑласшӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4403 | Шухӑшпа пуять, пӑсарапа ватӑлать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4404 | Шухӑшпа шур пурт, канашпа картиш ҫавӑратӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4405 | Шухӑшпа шураличчен ватлӑхпа шуралас терӗ тет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4406 | Шухӑшпа шурӑ пӳрт лартасси те ним те мар. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4407 | Шухӑшран хӑвӑртти ним те ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4408 | Шухӑшран шухӑ пулаймӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4410 | Шухӑшсӑр ҫын час ватӑлмасть. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4409 | Шухӑшсӑр ҫын шухӑ пулать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4411 | Шухӑшсӑр ҫынна пурӑнма ҫӑмӑл. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4412 | Шухӑшсӑр ҫыннӑн ыйхи тутлӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4300 | Ыйхӑ — чи лайӑх эмел. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4290 | Ыйхӑ апатран та тутлӑ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4291 | Ыйхӑ вӑл тӑсӑлакан япала. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4292 | Ыйхӑ вӗҫнӗрен минтер айӑплӑ мар. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4293 | Ыйхӑ вӗҫсен кӗске ҫӗр те тем тӑрӑш. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4295 | Ыйхӑ вилемпе тан. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4294 | Ыйхӑ вилӗм тӑванӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4296 | Ыйхӑ минтер шырамасть. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4297 | Ыйхӑ пуссан ура ҫинче те ҫывӑрӑн. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4298 | Ыйхӑ ҫухални — пӗр ҫӗрлӗх, чыс ҫухални — ӗмӗрлӗх. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4299 | Ыйхӑ чӑпти ҫапакан пуяс ҫук. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4301 | Ыйхӑллӑ ҫынна выльӑх тӗс мар. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4302 | Ыйхӑллӑ хуралҫӑ вӑрра пулӑшать. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4303 | Ыйхӑн пӗр крепенкки те пӗр пус, пӗр пӑчӗ те пӗр пус тет. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4304 | Ыйхӑпа супакан ҫур ӗмӗрне ҫухатать. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4305 | Ыйхӑран ырма ҫук. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4306 | Ыйхӑсӑр аптранӑ ҫынна вырӑн килӗшмест. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4246 | Ырӑ кӑмӑл аннере, ырӑ туйӑм чӗрере. | Чун — Ӳт-пӳ |
4413 | Ытла нумай ан шухӑшла — ухмаха тухӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4414 | Этем ӗмӗтлӗ, шуйттан ӗмӗтсӗр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4247 | Этем чӗри ҫунса пӗтет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4248 | Этем чунӗ вилмест, ӳчӗ анчах вилет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4249 | Этем чунӗ ӗшне мар, ӑшне кӗрсе пӑхаймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |