Телей — Асап

 

4418Алран тарнӑ телее алӑ ҫулсӑр тытма ҫук.Телей — Асап
4419Алхасан инкеке чарма ҫук.Телей — Асап
4792Ан кул, шӗвӗ кӑвас, ху та пиртен ытла мар.Йӗрӳ — Кулу
4623Ан кулян, Ульян, уҫласан пулать уйран.Савӑнӑҫ — Хурлану
4420Асап пулсан та чун тухиччен пурнас пулать.Телей — Асап
4421Асап туратлӑ тет.Телей — Асап
4422Асап Турӑ панӑ инкек тет.Телей — Асап
4423Асап хура халӑха таҫтан та шыраса тупать.Телей — Асап
4424Асапа тӳснӗ, ырра тӳсеймен.Телей — Асап
4425Асапӑн вӗҫӗ ҫук, инкекӗн тӗпӗ ҫук.Телей — Асап
4426Асапланса курмасӑр пурнӑҫ тутине пӗлме ҫук.Телей — Асап
4427Асаппа-хӗнпе пурӑнсан та вилес килмен тет.Телей — Асап
4428Асапран тарса авӑр тӗпне сикес мар.Телей — Асап
4429Асапран тарса хӑтӑлаймӑн: пӗр асапӗ ӑсатса ярать, тепӗр асапӗ пӗрле пырать, виҫҫӗмӗш ӑсапӗ кӗтсе тӑрать.Телей — Асап
4431Асапсӑр аслати те авӑтмасть.Телей — Асап
4432Асапсӑр пӗр Турӑ тет.Телей — Асап
4430Асапсӑра асап теҫҫӗ.Телей — Асап
4433Ӑраскал куҫ хупнипе килет.Телей — Асап
4434Ӑраскал пулмасан ӑмсаннипе пуяймӑн.Телей — Асап
4436Ӑраскал та тӗрлӗрен пулать.Телей — Асап
4435Ӑраскал тени кашни ҫыннӑн хӑй ҫулӗпе ҫӳрет.Телей — Асап
4437Ӑраскала ҫын тумасть.Телей — Асап
4438Ӑраскала укҫалла илме ҫук.Телей — Асап
4439Ӑраскала шанса ик алла усса лармаҫҫӗ.Телей — Асап
4440Ӑраскаллӑ ҫыннӑн арӑмӗ вилет, ӑраскалсӑррин кӗсри вилет.Телей — Асап
4441Ӑраскалсӑра йӗмсӗр хӗр лекнӗ тет.Телей — Асап
4442Ӑраскалтан тарса кайма ҫук.Телей — Асап
4443Ӑраскалу ҫук пулсан ӑспа пурӑн.Телей — Асап
4624Ваттисем малтанах савӑнма хушмаҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4444Вӑрӑм чӗлхеллин телейӗ кӗске.Телей — Асап
4625Икӗ тӑман терт.Савӑнӑҫ — Хурлану
4445Инке ҫумӗнче инкек йӑви пур.Телей — Асап
4446Инкек айӑп шырамасть.Телей — Асап
4447Инкек алли инке мар, никама та хӗрхенмест.Телей — Асап
4448Инкек амӑшӗн чӗпписем нумай.Телей — Асап
4449Инкек ӗнсе хыҫӗнчех.Телей — Асап
4452Инкек ик хут килме те ӳркенмест.Телей — Асап
4450Инкек икел мар, ҫӗре ӳксе ҫӗрес ҫук.Телей — Асап
4451Инкек иккӗн, усал улттӑн.Телей — Асап
4453Инкек инке мар, курӑнса килмест.Телей — Асап
4454Инкек иртсен те синкекӗ юлать.Телей — Асап
4455Инкек йывӑҫ тӑрӑх ҫӳремест, этем тӑрӑх ҫӳрет.Телей — Асап
4456Инкек кама ҫулӑхмасть.Телей — Асап
4458Инкек килсен чул та ҫунать.Телей — Асап
4457Инкек курман ҫын ҫынна хӗрхенме пӗлмест.Телей — Асап
4462Инкек ҫине синкек.Телей — Асап
4463Инкек ура айӗнченех тухать.Телей — Асап
4464Инкек ыйткалакан мар: турам парсах кӑларса яраймӑн.Телей — Асап
4465Инкек ятне хуралҫӑ ҫук.Телей — Асап
4460Инкек-синкек сентре ҫинчех.Телей — Асап