| 4821 | Кулма пӗлекен ватӑлма пӗлмен. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4822 | Кулсан кулас килег, кайран макрас килет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4630 | Кулянса ларнипе куян та тутӑ пулаймасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4631 | Кулянса пыл ҫийиччен хавасланса шыв ӗҫес. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4632 | Кулянса тӑнипе ҫӑвара турам ҫӑкӑр лекмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4633 | Кун тӑсӑлать каҫпа, ҫын — хуйхӑпала. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4634 | Курайман ҫын телейне кура типет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4823 | Куҫҫулӗнчен хаклӑ шыв та ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4824 | Куҫҫулӗпе куҫ вӑйӗ пӗтет, вӗри сывлӑшпа чӗре ҫӑвӗ ирӗлет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4833 | Куҫҫуль — хӗрарӑм вӑйӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4825 | Куҫҫуль ӑш-чике тасатать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4826 | Куҫҫуль витӗр кун курма ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4827 | Куҫҫуль куҫа пӗтерет теҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4832 | Куҫҫуль ҫӑл шыве мар, хӑҫан та пулин типетех. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4828 | Куҫҫуль тӑкнипе куҫ ҫути ҫех тӗксӗмленет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4829 | Куҫҫуль тӑкнипех куҫ тулли телей капланса килес ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4830 | Куҫҫуль тӑкса кук тӗрлӗ чечек ӳстереймӗн. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4831 | Куҫҫуль тӑксан та, тӑкмасан та иртнӗ куна тавӑрма ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4834 | Куҫҫуль шӑмӑ ҫурса тухать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4835 | Куҫҫуль юхсан ҫанӑпа, ҫанӑ ҫитмесен аркӑпа. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4836 | Куҫҫульпе арман тытас ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4837 | Куҫҫульпе Атӑл пӗвелеймӗн. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4838 | Макарӑн та макӑрса пурнас килмест. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4839 | Макӑракан маларах ҫиет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4840 | Макӑракана кутран тап. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4841 | Макӑракана параҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4842 | Макӑракана шеллеҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4843 | Макӑраканне мак кукли. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4844 | Макӑрма пӗлекенӗн ани улӑх тӑрӑх, макӑра пӗлменӗн ҫула тӑрӑх. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4845 | Макӑрма пӗленӗн ҫӑкӑр пур. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4846 | Макӑрма пӗлмен ҫупкӑ ҫинӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4847 | Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4848 | Макӑрмасӑр ӗҫ пулмасть, тарӑхмасӑр ӗҫ тухмасть. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4849 | Макӑрмасӑр куҫҫуль тухмасть. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4850 | Макӑрни Макара та пулӑшмасть. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4851 | Макӑрнипе виле чӗрӗлмест. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4852 | Макӑрсан та ырри ҫук, ҫухӑрсан та ырри ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4635 | Нуша алӑк шаккамасть, хӑех уҫса кӗрет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4636 | Нуша алли саккунран ҫирӗпрех. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4637 | Нуша ӑса вӗрентет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4638 | Нуша виҫ хут тире сӳтерӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4639 | Нуша кил тӑрӑх чуптарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4640 | Нуша килсен муллана та кукка тейӗн. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4641 | Нуша кулаҫ ҫиме вӗрентет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4642 | Нуша кулач ҫитерет, вӗри куҫҫуль ӗҫтерет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4643 | Нуша курасшӑн ан ҫун, вӑл часах ӗнсе ҫине килсе ларӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4644 | Нуша курнӑ пӗр луша. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4645 | Нуша куҫҫульпе тӑранса пурӑнать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4646 | Нуша куштана та пӑхӑнтарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4647 | Нуша нухрат суттарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |