| 4648 | Нуша паллаштарать, пурлӑх уйӑрать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4649 | Нуша пӑва пуҫласан чӗлхесӗр те сас парӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4650 | Нуша пурне те ҫитет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4651 | Нуша пуҫҫаптарнӑ тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4653 | Нуша сӗрме купӑс калама та вӗрентет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4654 | Нуша сивӗре те килтен хӑвалать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4655 | Нуша ҫӑпата пуҫӗ ҫине ларса йӗрет тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4656 | Нуша ҫӗнӗ ҫӗре чухӑнран малтан ҫитсе ларать тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4657 | Нуша тӗнче кастарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4658 | Нуша тӗревлӗ, инкек ӗрчевлӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4659 | Нуша Турри ҫулӑхсан турат урлӑ уртӑнан. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4660 | Нуша Туррин турти кӗске. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4661 | Нуша улпута хӑпарту ҫитернӗ тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4662 | Нуша хӗнемесӗр те макӑртать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4663 | Нуша хыҫӗнче телей мӗлки пур теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4664 | Нуша час тӑрантать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4665 | Нуша чӗмсӗре те чӗм панӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4666 | Нуша чул кастарнӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4667 | Нуша чуна сӑхса пурӑнать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4668 | Нуша чухӑна юратать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4670 | Нушаллӑ ҫыннӑн хак ӳсессе кӗтсе тӑма вӑхӑт ҫук, нуши хӑвалать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4671 | Нушаран тарса хӑтӑлма ҫук, телее хуса ҫитме ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4669 | Нушари ҫын нушари ҫынна шеллет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4652 | Нушине пытаракан пӗтнӗ, чирне пытаракан вилнӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4672 | Нушта килсен пуҫа пушмак тӑхӑннӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4673 | Нушта курмасан ӗҫне те пӗлейместӗн. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4483 | Пасар пӗрле, телей уйрӑм. | Телей — Асап |
| 4854 | Пӗчик ача: «Кулакан пулсан тӗрт», — терӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4484 | Пур инкекшӗн макӑрсан ӑҫтан куҫҫуль ҫитерен. | Телей — Асап |
| 4855 | Пурӑннӑ ҫӗрте ясартан та кулма каламан. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4674 | Пурне те кулянса та пӗтерес ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4486 | Пӳрмен телее Пӳлерте те тупаймӑн. | Телей — Асап |
| 4487 | Пӳрмен телейӗн пӳрни ҫук. | Телей — Асап |
| 4488 | Пӳрмен телейӗн пӳрни хуҫӑк. | Телей — Асап |
| 4485 | Пӳрнӗ телее никам та пӳлеймӗ. | Телей — Асап |
| 4489 | Пыйтлӑ ҫын телейлӗ тет. | Телей — Асап |
| 4675 | Савӑн пур чух, йӳҫҫи ҫук чух теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4676 | Савӑнас ачан та хурланасси пур. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4677 | Савӑнасси кӑмӑл тӑрӑх, ыр курасси телей тӑрӑх. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4678 | Савӑнӑҫ — пӗр куна, хуйхӑ-суйхӑ — ӗмӗре. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4679 | Савӑнӑҫ хыҫҫӑн ӳкӗнӗҫ пулать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4680 | Савӑнӑҫа ҫичӗ ютра ан шыра. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4681 | Савӑнма та йышпа лайӑх, хурланма та йышпа лайӑх. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4682 | Савӑнса пурӑнма савни кирлӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4683 | Савӑнса юл ҫамрӑк ӗмӗр иртиччен теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4684 | Савӑнтарать аялти, килентерет ҫиелти. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4685 | Савӑнтарать Сарахви, хурлантарать Хурахви. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4490 | Сайра-пӗревӗн телей пур. | Телей — Асап |
| 4686 | Сарӑ кайӑкӑн савӑнасси ҫаран ути ҫуличчен. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4491 | Ҫӑмлӑ ҫынна телейлӗ теҫҫӗ. | Телей — Асап |