| 4492 | Ҫӗр ҫинче пурӑнасси — чӑн пысӑк телей. | Телей — Асап |
| 4493 | Ҫӗр ҫинче тӑватӑ инкек: карт, эрех, укҫа, хӗрарӑм. | Телей — Асап |
| 4494 | Ҫӗрӗк ҫӗрте ҫӗр инкек. | Телей — Асап |
| 4495 | Ҫилленсе пурӑннипе ҫын телейне пӳлеймӗн. | Телей — Асап |
| 4687 | Ҫын ӗҫпе мар, хуйхӑпа туртӑнать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4853 | Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4688 | Ҫын усӑлли хуйӑх чухне палӑрать теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4689 | Ҫын хуйхине ҫын пӗлмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4690 | Ҫынна ӗҫ типӗтмест, хуйхӑ типӗтет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4496 | Телее ӑна вӑхӑтра тытма пӗлес пулать. | Телей — Асап |
| 4497 | Телее ӗҫре шыра. | Телей — Асап |
| 4499 | Телее кура ҫӗр ҫурӑлса йӗк тухӗ. | Телей — Асап |
| 4498 | Телее сӑхлансан инкеке ҫыхланан тенӗ. | Телей — Асап |
| 4500 | Телее тетелпе тытма ҫук. | Телей — Асап |
| 4501 | Телее тӗлӗкре тупма ҫук. | Телей — Асап |
| 4502 | Телее укҫа парса илме ҫук. | Телей — Асап |
| 4560 | Телей — хыҫра, асап — умра. | Телей — Асап |
| 4503 | Телей аври кӗске теҫҫӗ. | Телей — Асап |
| 4504 | Телей аксан та ҫук ҫын ани ҫинче ӳсес ҫук. | Телей — Асап |
| 4505 | Телей алӑкне пуриншӗн те касман ҫав. | Телей — Асап |
| 4506 | Телей амӑшӗ пирӗншӗн телей ҫуратса яман ҫав. | Телей — Асап |
| 4507 | Телей ана палли мар, йӑхран йӑха куҫмасть. | Телей — Асап |
| 4508 | Телей ӑҫтине пӗлес пулсан ҫуран та ҫитсе курма пулӗччӗ. | Телей — Асап |
| 4509 | Телей вӑйли енче. | Телей — Асап |
| 4510 | Телей вӑл виҫӗ хутчен пырса шаккать, виҫҫӗмӗшӗнче те уҫмасан — кӳршӗ патне вырнаҫать. | Телей — Асап |
| 4511 | Телей вӑл качака пек: пуяна мӑйракинчен тыттарать, чухӑна хӳрине ҫех кӑтартать. | Телей — Асап |
| 4512 | Телей вӑл сӑн-пуҫ тӑрӑх ҫӳремест. | Телей — Асап |
| 4513 | Телей вӑл тетте мар, аякран курӑнмасть. | Телей — Асап |
| 4514 | Телей кайӑкӗ пурне те тыттармасть. | Телей — Асап |
| 4515 | Телей качака мар, мӑйракинчен тытма ҫук. | Телей — Асап |
| 4516 | Телей килет тилӗ пек, иртсе каять тӗлӗк пек. | Телей — Асап |
| 4517 | Телей курса пурӑннӑ чух хурлӑх манӑҫа тухать. | Телей — Асап |
| 4518 | Телей куҫа курӑнса килмест. | Телей — Асап |
| 4519 | Телей куҫӗ умри ҫула ҫутатать. | Телей — Асап |
| 4520 | Телей мӑшӑрлӑ ҫӳремест, инкек хӑраххӑн ҫӳремест. | Телей — Асап |
| 4521 | Телей нуша мар, шӑппӑн ҫех ҫӳрет. | Телей — Асап |
| 4522 | Телей паман ырлӑха нуша тупса парас ҫук. | Телей — Асап |
| 4523 | Телей панулми мар, йывӑҫ ҫинче ҫитӗнмест. | Телей — Асап |
| 4524 | Телей пӗлӗтрен персе анмасть, пӗлӗтрен юрпа ҫумӑр кӑнӑ анать. | Телей — Асап |
| 4525 | Телей пӗрлештерет, ҫуклӑх уйӑрать. | Телей — Асап |
| 4526 | Телей пӗччен, хуйхӑ-суйхӑ мӑшӑрӑн килет. | Телей — Асап |
| 4527 | Телей пире шырамасть, эпир телей шыратпӑр. | Телей — Асап |
| 4528 | Телей пулмасан тӑван кил те ют. | Телей — Асап |
| 4529 | Телей пулсан пурте пулать. | Телей — Асап |
| 4530 | Телей пулсан сурӑх та кашкӑр тытма ҫӳрӗччӗ. | Телей — Асап |
| 4531 | Телей пулсан Тементей те текерлӗк тытӗччӗ. | Телей — Асап |
| 4532 | Телей пурри телей валеҫет. | Телей — Асап |
| 4533 | Телей пырса тӗкӗнсен ҫара ҫерҫи те тӗкленӗ. | Телей — Асап |
| 4534 | Телей пырса шаккасан та кахал тӑрса уҫас ҫук. | Телей — Асап |
| 4535 | Телей сылтӑм енче теҫҫӗ. | Телей — Асап |