| 4536 | Телей ҫине шаннипе тетел ҫыхӑнмасть. | Телей — Асап |
| 4537 | Телей ҫине шаннипе чуман лаша ан туян. | Телей — Асап |
| 4538 | Телей ҫичӗ тинӗс уттинчен те ҫавӑрнӑ тет. | Телей — Асап |
| 4539 | Телей ҫумӑр мар, пӗлӗтрен ҫумасть. | Телей — Асап |
| 4540 | Телей ҫунатлӑ теҫҫӗ. | Телей — Асап |
| 4542 | Телей ҫунатти ҫине пусма юрамасть, аманма пултарать. | Телей — Асап |
| 4541 | Телей ҫунатти ҫине пусма юрамасть. | Телей — Асап |
| 4543 | Телей ҫухалсан асап тупӑнать. | Телей — Асап |
| 4547 | Телей те тертсӗрех тупӑнмасть. | Телей — Асап |
| 4548 | Телей те тӗрлӗрен пулать. | Телей — Асап |
| 4544 | Телей телее шырать. | Телей — Асап |
| 4545 | Телей тени кайӑк мар, читлӗхе тытса хупаймӑн. | Телей — Асап |
| 4546 | Телей тенкӗ мар, енчӗке хума ҫук. | Телей — Асап |
| 4549 | Телей тӗлне выльӑх та ӗрчет. | Телей — Асап |
| 4550 | Телей тӗрки ҫул ҫинче выртса ҫӳремест. | Телей — Асап |
| 4551 | Телей тилӗ мар, ӑна пӑшалпа персе тытаймӑн. | Телей — Асап |
| 4552 | Телей тилӗ хӳри айӗнче. | Телей — Асап |
| 4553 | Телей тиха хӳри айӗнче. | Телей — Асап |
| 4555 | Телей Турӑ аллинче, пурнӑҫ патша аллинче. | Телей — Асап |
| 4554 | Телей Турӑ аллинче. | Телей — Асап |
| 4556 | Телей туя мар, алла тытма ҫук. | Телей — Асап |
| 4558 | Телей ӳмӳрлих мар, выгытпала пӗтсе каять. | Телей — Асап |
| 4557 | Телей хӗвелпе пӗрле ҫӳрет тет. | Телей — Асап |
| 4559 | Телей хӳри куян хӳринчен те кӗске тет. | Телей — Асап |
| 4561 | Телей хыҫранах ҫӳрет тет. | Телей — Асап |
| 4562 | Телей шыракан нумай, тупакан сахал. | Телей — Асап |
| 4563 | Телейӗн куҫӗ ҫук: чул ҫине те ларӗ, хул ҫине те ларӗ. | Телей — Асап |
| 4564 | Телейӗн хӳри кӗске, часах тытма ҫук. | Телей — Асап |
| 4565 | Телейӗн хӳри ҫук, часах тытаймӑн. | Телей — Асап |
| 4566 | Телейӗн хӳри юплӗ. | Телей — Асап |
| 4567 | Телейлӗ ача тухьяллӑ та кӗпеллӗ ҫуралать теҫҫӗ. | Телей — Асап |
| 4568 | Телейлӗ ҫын апат тӗлне пырса кӗрет теҫҫӗ. | Телей — Асап |
| 4569 | Телейлӗ ҫын пӗлӗт тупать. | Телей — Асап |
| 4570 | Телейлӗ ҫын пӗр ухӑпах ик тиле тытать. | Телей — Асап |
| 4571 | Телейлӗ ҫын ҫӑлтӑрӗ ялкӑшса ҫунать. | Телей — Асап |
| 4573 | Телейлӗ ҫын телейсӗре ӑнланмасть. | Телей — Асап |
| 4572 | Телейлӗ ҫын тетелсӗр те пулӑ тытать. | Телей — Асап |
| 4574 | Телейлӗ ҫын ӳксен те мул ҫине ӳкет. | Телей — Асап |
| 4575 | Телейлӗ ҫынна пур ҫӗрте те ырӑ. | Телей — Асап |
| 4576 | Телейлӗ ҫыннӑн мулӗ те кутӑн кӗрет. | Телей — Асап |
| 4577 | Телейлӗ ҫыннӑн тӑшманӗ вилет, телейсӗррин тӑванӗ вилет. | Телей — Асап |
| 4578 | Телейлӗ хӗрӗн хӗрлӗ сӑнӗ шуралмасть. | Телей — Асап |
| 4579 | Телейли калпаклӑ ҫуралать теҫҫӗ. | Телей — Асап |
| 4580 | Телейли утпа тет. | Телей — Асап |
| 4581 | Телейлин автанӗ те чӗпӗ кӑларать. | Телей — Асап |
| 4582 | Телейлин арӑмӗ вилет, телейсӗррин лаши вилет. | Телей — Асап |
| 4583 | Телейлин вӑкри те пӑру тунӑ тет. | Телей — Асап |
| 4584 | Телейлине телей параҫҫӗ, телейсӗре нуша параҫҫӗ. | Телей — Асап |
| 4585 | Телейлине Тур пулӑшать, телейсӗре мур пулӑшать. | Телей — Асап |
| 4586 | Телейлине хисеплеҫҫӗ, телейсӗре хӗрхенеҫҫӗ. | Телей — Асап |