| 4859 | Ӑҫта кӗвӗҫӳ, ҫавӑнта ӑнмасть пурнӑҫу. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4858 | Варлин варли пур. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4860 | Йыхӑрсан йытӑ та килет, савакан хӑй килет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4861 | Кама юратаҫҫӗ, ӑна итлеҫҫӗ. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4862 | Кӗвӗҫ арӑм кӗвенте кучӗ. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4863 | Кӗвӗҫ куҫ ҫиес ҫӑкӑр ҫине те кӗвӗҫсе пӑхать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4864 | Кӗвӗҫ чӗрене кӗве ҫиет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4865 | Кӗвӗҫекене кӗве ҫиет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4866 | Кӗвӗҫӗн куҫӗ чапрас. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4867 | Кӗвӗҫмен хӗрарӑм тӗнчере те ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4868 | Кӗвӗҫӳсӗр юрату та ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4869 | Курайман ҫын куҫ умӗнчех явӑнать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4871 | Курайман тӑшман пуҫа ҫиет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4870 | Курайман тӑшмана вилӗм те ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4872 | Курайманӑн куҫӗ шӑтнӑ, тӳсейменӗн тӳс шӑтнӑ. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4873 | Курайманлӑх куҫсӑр тӑвать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4874 | Куҫран пӑхсах кун курӑнать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4875 | Пӗр вӗҫерӗннӗ кайӑк таврӑнмасть, пӗр сивӗннӗ савни ҫаврӑнмасть. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4876 | Пурне те йосо, кам кама юратать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4877 | Савакан килтӗр, пӳрте ҫӗклесе каймасть. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4878 | Савакан саккӑр килет, тӑххӑр та килет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4879 | Савасси саккӑр, илесси пӗрре. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4880 | Савасси ялта ӳсет, илесси ютра ӳсет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4881 | Савма мехел пур чух савса юл. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4882 | Савнӑ ҫынпа чӳлмек катӑкӗ те савӑш курки. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4883 | Савнӑ ҫыншӑн тӗнче тавра та ҫиччӗ ҫаврӑнӑн. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4886 | Савни — ҫӗр кӗскетме, арӑм — ӗмӗр кӗскетме. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4884 | Савни саккӑр та, пӳрни пӗрре ҫех. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4885 | Савни ҫапни кӗҫӗтет анчах. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4887 | Савни ҫинче пулсан чечче шатри чечек пек, хулӑн тути хуплу пек. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4888 | Савни ҫукки ҫуркунне сисӗнет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4889 | Савнипе калаҫма ҫӗр кӗске. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4890 | Савнипе калаҫма чӗлхене сарӑ ҫу сӗрмелле. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4891 | Ҫӗр ҫинче юратуран пысӑк хӑват ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4892 | Ҫӗр ҫумӑра юратать, ҫын лайӑха юратать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4893 | Ҫӗр шапи ҫӗр шапине савать, шыв шапи шыв шапине савать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4894 | Чӑн-чӑн таса юрату вилӗмрен вӑйлӑрах. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4895 | Чӑн-чӑн таса юрату вилӗмсӗр. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4896 | Чӑн-чӑн юрату ӗмӗрте пӗрре килет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4897 | Чӑн-чӑн юратуран таси ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4898 | Чун саван чуптунӑ, чун ыратан чӳк тунӑ. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4899 | Чун савнипе яланах уяв. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4900 | Чӳк юратакан чӳк тӑвать, чун савакан чуптӑвать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4901 | Ылтӑнпа кӗмӗл вылянӑшӑн пӑхӑр окҫа кӗвӗҫет, пиччепе инке йомахланӑшӑн хӗр полтӑр кӗвӗҫет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4902 | Юрат ҫынсене, епле юратан хуна. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4903 | Юратакан ҫыннӑн пичӗ ҫинчи шӗпӗн те хитрен курӑнать. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4904 | Юратас килсен юпана та тытса юратӑн. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4905 | Юратӑва никампа та пайламаҫҫӗ. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4906 | Юратӑва уйрӑлу тӗрӗслет. | Юрату — Курайманлӑх |
| 4907 | Юратӑвӑн ик куҫӗ те суккӑр. | Юрату — Курайманлӑх |