| 5264 | «Тет, тет» Мускавра чӑхпа автан сунӑ тет, хӑймине креплепе пуҫтарнӑ тет, сӗтне ҫатан ҫине янӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5263 | «Тет» вӑл авалхи юмахран юлнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5267 | «Тет» Мускавра тет, майри чӑх сӑвать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5268 | «Тет» Мускавра тет, Мускавра чӑх сӑваҫҫӗ тет, сӗтне алапа йӑтаҫҫӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5269 | «Тет» сӑмах пуҫа янӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5270 | «Тет» сӑмах суя тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5271 | «Тет» сӑмах хыҫҫӑн ҫын вилнӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5272 | «Тет» сӑмахӑн теҫетки те ҫур пус тӑмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5274 | «Тет» ҫине ҫерҫи те лармаҫ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5275 | «Тет» ҫине таянма хушман тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5276 | «Тет» ҫине тетте шӑтса тухнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5278 | «Тет» тетел пек, ҫисе пӑхсан кӗсел пек. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5279 | «Тет» тӗлне пулӑ лекмен тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5280 | «Тет» хулинче телей сутаҫҫӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5281 | «Тет» хуҫин ҫӑварӗ чалӑш тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5282 | «Тет» хӳрине тытма ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5283 | «Тет» хыҫне кулак пытанса юлать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5284 | «Тет» хыҫҫӑн ҫӳрекен суккӑр пулнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5285 | «Тет» хыҫҫӑн ҫӳрекен телейсӗр тӑрса юлнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5286 | «Тет» хыҫҫӑн ҫӳремест. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5287 | «Тет» хыҫҫӑн тетел йӑтса чупмаҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5288 | «Тет» хыҫҫӑн шыва сикнӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5265 | «Тетӗн» кӗсри ула тет, «тет» сӑмах суеҫ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5289 | «Тетӗн» кӗсри ула тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5266 | «Тетӗн» лаши анаталла туртмасть тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5290 | «Тетӗн» лаши симӗс. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5291 | «Тетӗн» хӳри вӑрӑм тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5292 | «Тетӗн» хӳри кӗске тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5293 | «Тетӗн» хӳри кукӑр тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5296 | «Тетпе» «тет» тӗл пулнӑ тет те, иккӗшӗ те шыва путнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5294 | «Тетпе» ан сӑмахла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5295 | «Тетпе» пӗрле терт ҫӳрет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5297 | «Тетсене» ӗненекен Нехват шыва кайса вилнӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5298 | «Тетсӗр» юмах ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5273 | «Тст» сӑмахӑн чӑнни ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5277 | «Тст» тени тетте пек. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4976 | Ал-ура — ӗҫлеме, ик хӑлха — итлеме, пӗр чӗлхе — пуплеме. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4977 | Алӑсене ҫыхма пулать, чӗлхене ҫыхаймастӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4978 | Ан шарла, аш парӑп; чӑт, чӑкӑт парӑп. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4979 | Ан шарла, вырӑс пор. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4980 | Ан шарла: мачча ҫурӑк, хӑлха шӑтӑк. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4981 | Ан шарла: тутар пур, вырӑс пур. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4982 | Ана мӑянсӑр мар, сӑмах суясӑр мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4983 | Армути чӗлхеллӗ мар, пыл чӗлхеллӗ пул теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4984 | Ашшӗ сӑмахне итлекен ҫука юлмасть теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4985 | Ӑслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай, ухмахӑн сӑмах нумай. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4986 | Ӑсна хун ӑшӑнта тыт, каласси виҫ сӑмах пулсан пӗрне кала тенӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4987 | Ӑҫта илтнӗ, ҫавӑнта юлтӑр теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4988 | Ӑшӑ сӑмах ӑшаланӑ ашран та тутлӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4989 | Ӑшӑ сӑмах ҫемҫе кукӑльтен лайӑх. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |