| 5526 | Эпӗ! Эпӗ! теекен эрӗм айне юлать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5527 | Эпир ӳксе вилсен мӗн юлать? Ҫак калаҫнӑ чӗлхе, ҫав юлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5528 | Этем калаҫса паллашать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5529 | Этем пӗр сӑмахпа сивӗнет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5530 | Юмах ӑсти пултарать, юплӗ ҫулпа чуптарать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5531 | Юмах кассинче юман та юрлать, каврӑҫ та кӑлаҫать, | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5532 | Юмах ҫуллӑ, халап пыллӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5533 | Юмах тени юплӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5534 | Юмах хыҫҫӑн юпах тиха ҫинче те ӗлкӗрсе пыраймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5535 | Юмах юман тӑрринче, хам ҫӑка тӑрринче. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5536 | Юмах юпле, хӳри куккӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5537 | Юмах юптартӑм, юсман хыптартӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5538 | Юмах ярать юптарать, юплӗ сӑмах хыптарать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5539 | Юмах ярӑп — юптарӑп, итлекене илӗртӗп. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5540 | Юмах ярса юп кураймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5541 | Юмах ятӑм юптартӑм, йӑнӑш ҫулпа чуптартӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5542 | Юмахла пӗлмен чӗлхе-ҫӑвар пите хӗретет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5543 | Ялан ҫӳресен чӗлхе уҫӑлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |