Сӑмах — Чӗнменлӗх

 

4990Ӑшӑ сӑмах ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах хӗл кунӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4991Вара, вара, вара вот, ӗнтӗ вот, ҫапла вот.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4992Ватӑ ҫын кӗл-кӗлене сӑмах Кепене ҫитнӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4993Ваттӑсем калаҫнӑ чух вӗсен сӑмахне ан пӳл, пӗр чӗнмесӗр итлесе лар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4994Ваттисен сӑмахне итлемесен пуҫне ҫухатать теҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4995Ваттисен халаппи ҫӗре ӳкмен.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4996Вӑлтса каланӑ сӑмаха час шӑхӑрса илме ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4997Вӑрӑм сӑмахӑн кӗски лайӑх.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4998Вирлӗ чӗлхе вилнӗ ҫынна та тӑратӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
4999Виҫеллӗ калаҫакан виҫ телейлӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5000Витӗмлӗ сӑмах виҫӗ ӗмӗр пурӑнать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5001Вутлӑ чӗлхе ҫулӑм сапать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5002Выляса каланӑ сӑмах та вырӑнлӑ пултӑр.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5003Выляса каласан та уйласа кала.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5004Ӗҫпе ҫын юраймасть, сӑмахпа часах юрать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5005Ӗҫчен ҫынна пӗр сӑмах, кахал ҫынна ҫӗр сӑмах.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5006Ик чӑлхеллӗ ҫын ҫинчен яланах усал ят каять.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5007Илтмен — пӗр сӑмах, илтнӗ — пин сӑмах теҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5008Илтнӗ сӑмаха калаҫсан куҫне шӑрпӑк чикеҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5009Илтнӗ хӑлхана илтмен пул, курнӑ куҫа курман пул.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5010Илтнинчен илтменни тасарах.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5011Йӳҫӗ сӑмах ҫине йӳҫӗ яшка.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5013Йыт-качка вӑрҫса паллашать, этемпе этем калаҫса паллашать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5012Йытӑпа йытӑ вӗрсе паллашать, ҫынпа ҫын пуплесе паллашать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5014Кайӑка пӗрчӗпе, этеме сӑмахпа.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5015Калайкассинче калани Итӗлмесре илтӗнет теҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5016Калакан маннӑ, илтекен манман.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5017Калакан ҫӑварне карта тытма ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5018Калакан ҫӑварне карта тытман.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5019Калама ансат та, ӗҫӗ час пулмасть.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5020Калама тытӑннӑ сӑмаха каламасть, вилме выртсан час вилмест тет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5021Калама юраманнине арӑмна та ан кала.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5022Каламан сӑмаха ҫын илтес ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5023Каламан сӑмаха ху хуҫа, каланӑ сӑмаха ҫын хуҫа.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5024Каламан тӑвара тӑвар тесе те калас мар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5025Калан пулсан ан хӑра, хӑран пулсан ан кала.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5026Каланӑ сӑмах калаҫнӑ ҫӗртех пӗттӗр.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5027Каланӑ сӑмах карта ҫинче.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5028Каланӑ сӑмаха ҫирӗп тыт.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5029Каланӑ сӑмаха тавӑраймӑн, ҫырнӑ сӑмаха хуратаймӑн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5030Каланӑ сӑмаху иплӗ пултӑр, калас сӑмаху сиплӗ пултӑр.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5031Калани кӗмӗл, чӗнменни ылтӑн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5033Калас сӑмахна виҫ кун шухӑшла.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5032Калас сӑмахна виҫ ҫул шухӑшла.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5034Калас чӗлхе ан пултӑр, утас утӑм ан юлтӑр.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5036Каласан — ҫынна йывӑр, каламасан — хуна йывӑр.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5035Каласан каланӑ пек, каламасӑр чун чӑтмӑсть.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5037Калаҫа пӗлмен чӗлхерен сыса-тӑра кут ирттернӗ тет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5038Калаҫасси пӗр те, уйласси утмӑл.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5039Калаҫассине сахал калаҫ, ӗҫлессине нумай ӗҫле.Сӑмах — Чӗнменлӗх