| 4990 | Ӑшӑ сӑмах ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах хӗл кунӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4991 | Вара, вара, вара вот, ӗнтӗ вот, ҫапла вот. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4992 | Ватӑ ҫын кӗл-кӗлене сӑмах Кепене ҫитнӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4993 | Ваттӑсем калаҫнӑ чух вӗсен сӑмахне ан пӳл, пӗр чӗнмесӗр итлесе лар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4994 | Ваттисен сӑмахне итлемесен пуҫне ҫухатать теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4995 | Ваттисен халаппи ҫӗре ӳкмен. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4996 | Вӑлтса каланӑ сӑмаха час шӑхӑрса илме ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4997 | Вӑрӑм сӑмахӑн кӗски лайӑх. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4998 | Вирлӗ чӗлхе вилнӗ ҫынна та тӑратӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 4999 | Виҫеллӗ калаҫакан виҫ телейлӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5000 | Витӗмлӗ сӑмах виҫӗ ӗмӗр пурӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5001 | Вутлӑ чӗлхе ҫулӑм сапать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5002 | Выляса каланӑ сӑмах та вырӑнлӑ пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5003 | Выляса каласан та уйласа кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5004 | Ӗҫпе ҫын юраймасть, сӑмахпа часах юрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5005 | Ӗҫчен ҫынна пӗр сӑмах, кахал ҫынна ҫӗр сӑмах. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5006 | Ик чӑлхеллӗ ҫын ҫинчен яланах усал ят каять. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5007 | Илтмен — пӗр сӑмах, илтнӗ — пин сӑмах теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5008 | Илтнӗ сӑмаха калаҫсан куҫне шӑрпӑк чикеҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5009 | Илтнӗ хӑлхана илтмен пул, курнӑ куҫа курман пул. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5010 | Илтнинчен илтменни тасарах. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5011 | Йӳҫӗ сӑмах ҫине йӳҫӗ яшка. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5013 | Йыт-качка вӑрҫса паллашать, этемпе этем калаҫса паллашать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5012 | Йытӑпа йытӑ вӗрсе паллашать, ҫынпа ҫын пуплесе паллашать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5014 | Кайӑка пӗрчӗпе, этеме сӑмахпа. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5015 | Калайкассинче калани Итӗлмесре илтӗнет теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5016 | Калакан маннӑ, илтекен манман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5017 | Калакан ҫӑварне карта тытма ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5018 | Калакан ҫӑварне карта тытман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5019 | Калама ансат та, ӗҫӗ час пулмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5020 | Калама тытӑннӑ сӑмаха каламасть, вилме выртсан час вилмест тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5021 | Калама юраманнине арӑмна та ан кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5022 | Каламан сӑмаха ҫын илтес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5023 | Каламан сӑмаха ху хуҫа, каланӑ сӑмаха ҫын хуҫа. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5024 | Каламан тӑвара тӑвар тесе те калас мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5025 | Калан пулсан ан хӑра, хӑран пулсан ан кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5026 | Каланӑ сӑмах калаҫнӑ ҫӗртех пӗттӗр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5027 | Каланӑ сӑмах карта ҫинче. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5028 | Каланӑ сӑмаха ҫирӗп тыт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5029 | Каланӑ сӑмаха тавӑраймӑн, ҫырнӑ сӑмаха хуратаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5030 | Каланӑ сӑмаху иплӗ пултӑр, калас сӑмаху сиплӗ пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5031 | Калани кӗмӗл, чӗнменни ылтӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5033 | Калас сӑмахна виҫ кун шухӑшла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5032 | Калас сӑмахна виҫ ҫул шухӑшла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5034 | Калас чӗлхе ан пултӑр, утас утӑм ан юлтӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5036 | Каласан — ҫынна йывӑр, каламасан — хуна йывӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5035 | Каласан каланӑ пек, каламасӑр чун чӑтмӑсть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5037 | Калаҫа пӗлмен чӗлхерен сыса-тӑра кут ирттернӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5038 | Калаҫасси пӗр те, уйласси утмӑл. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5039 | Калаҫассине сахал калаҫ, ӗҫлессине нумай ӗҫле. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |