| 5090 | Ларсан сӑмах тухмасть теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5091 | Майлӑ сӑмах Майрапи кӑмӑлне те ҫавӑрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5092 | Майсӑр сӑмах мӑя кастарӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5093 | Мӑка чӗлхе евчӗ ятне илтес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5094 | Мӑка чӗлхе мӑк кӑларма. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5095 | Мӑкӑ чӗлхене якатма хӑйра кирлӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5096 | Мӑкла чӗлхен усси ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5097 | Мӑтӑк пуҫӑн чӗлхи вӑрӑм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5098 | Мӗн асӑнни ҫав пулать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5099 | Мӗн каланине суя ан ту теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5100 | Начар сӑмах тип пыра ҫурать теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5101 | Начар сӑмахӑн тӗрекӗ ҫук, лайӑх сӑмахӑн тӗрекӗ пур теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5102 | Нумай итле, сахал калаҫ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5103 | Нумай итле, сахал пӗл. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5104 | Нумай калаҫакан час ватӑлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5105 | Нумай калаҫнин усси ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5106 | Нумай калаҫса ҫу тухмасть теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5107 | Нумай пӗл те сахал калаҫ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5108 | Нумай сӑмахласан суя сӑмах тухатех. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5109 | Паллашу калаҫуран пуҫланать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5110 | Панӑ сӑмаха чӑнлас пулать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5111 | Пат перекен патак ҫиет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5112 | Паян кайрӑм, ӗнер килтӗм, турӑхпа ҫӑкӑр ҫисе килтӗм. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5113 | Пӗлмен — пӗр сӑмах, пӗлтӗн — ҫӗр сӑмах теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5114 | Пӗр сӑваплӑ сӑмах ҫӗр те пӗр шухӑш ҫуратать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5115 | Пӗр ҫӑвартан ӑшши те, сивви те тухать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5116 | Пӗр ҫӑвартан кӑларни ҫӗр хӑлхана кӗрет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5117 | Пӗр тухса тарнӑ сӑмах ҫӗр ҫитмел ҫичӗ ҫӗре ҫитмесӗр чарӑнмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5118 | Пӗр усал сӑмах ӗмӗр хушши ӳкӗнтерме пултарать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5119 | Пӗр хӗлхемпе ял ҫунать, ҫын сӑмахӗпе ҫын вилет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5120 | Пӗр чӗлхе пӗлекен пӗр ҫын шутне, ик чӗлхе пӗлекен ик ҫын шутне ларать теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5121 | Пӗчӗк сӑмах каличчен пӗчӗк чӗлӗ ҫӑкӑр тыт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5122 | Пин сӑмах ҫитнӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5123 | Пупле пӗлмен пуҫа ҫинӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5124 | Пуплеме пӗлмен сӑмах пите килсе вӑрӑннӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5125 | Пуплеме пӗлмен чӗлхене — вӗри шӳрпе. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5126 | Пуплемен сӑмахӑн пылакӗ ҫук, ӗҫмен куркан тути ҫук теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5127 | Пуплес килсен — пуп патне кай, юмахлас килсен — юмӑҫ патне кай. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5128 | Пур сӑмаха та ан шан. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5129 | Пусакансем ашне ҫинӗ, юмах итлекене кӗсре кут шӑтӑкне чуптутарнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5131 | Пуҫ йӗри-тавра виҫҫӗ шутласа ҫавӑрмасӑр халапа каласа яма юрамасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5130 | Путсӗр сӑмах ан калаҫӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5132 | Пуш калаҫу йӳҫ пашалу хакне те тӑмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5133 | Пуш калаҫу пуҫ патне те, кут патне те пымасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5134 | Пуш калаҫу ҫӑвар тутине пӗтерет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5135 | Пуш параппан ҫапнипе пӳлме тулас ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5136 | Пуш параппан ҫапнипе хырӑм тӑранмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5137 | Пуш сӑмах ҫапиччен авӑн ҫапма вӗрен. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5138 | Пуш сӑмах ҫапиччен пушӑт тӗрки тыт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5139 | Пуш сӑмах ҫапнипе пурнӑҫ юсанмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |