Сӑмах — Чӗнменлӗх

 

5326Усал сӑмах чӗрене тивет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5325Усал сӑмах ырӑ сӑмаха итлемест.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5327Усал сӑмахӑн сӑнни вӑрӑм.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5328Усал сӑмахӑн ури вӑрӑм.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5329Усал хыпар тӳр ҫулпа, ырӑ хыпар ҫавра ҫулпа.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5330Усал хыпар утпа ҫӳрет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5331Усал хыпар ыр хыпартан маларах.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5332Усал хыпара лав кирлӗ мар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5333Усал чӗлхе пуҫа кастарать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5334Усал чӗлхеллӗ ҫын ҫӗр ҫинче малалла каяймӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5335Усал чӗлхерен тарса хӑтӑлаймӑн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5337Ут вӗҫерӗнет — тыттарать, сӑмах вӗҫерӗнет — тыттармасть.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5338Утма пӗлмен ал туйи пите килсе вӑрӑнать, пуплеме пӗлмен сӑмах пите килсе памас.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5339Утма пӗлмен патак пуҫа вӑрӑннӑ, калама пӗлмен сӑмах пите вӑрӑннӑ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5340Утнӑ утӑм виҫеллӗ, ҫӑвартан тухни виҫесӗр.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5336Ӳсӗр ҫын сӑмаххи пуш кӗленче хакне те тӑмасть.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5341Ӳт чӑлхенӗн шӑмми ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5342Ӳт чӗлхенӗн шӑмми ҫук, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5343Ӳтлӗ сӑмах ӳпкере, чӗрӗ сӑмах чӗрере.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5345Халап ҫапса хапха тӑррине улӑхаймӑн, йӑмах ярса юман тӑррине улӑхаймӑн теҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5344Халап ҫапса хапха тӑррине улӑхаймӑн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5346Халӑх сӑмахӗ пулӑ шӳрпи мар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5347Халӑх сӑмахӗ тӑварлӑ тет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5348Халӑх сӑмахӗ хӑватлӑ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5349Халӑх сӑмахӗ хӑмла хуппи мар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5350Халӑх сӑмахӗнчен тарса хӑтӑлаймӑн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5351Халӑх ҫӑварӗ хапха теҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5352Халӑх ҫӑварне кӗнӗ шӑпчӑк сасси аслати сасси пулса тухать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5353Халӑх ҫӑварне кӗрсен пулать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5354Халӑх ҫӑварне чарайман, а хапхана чарнӑ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5355Халӑх ҫӑварне чарма ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5356Халӑх ҫинчи сӑмах такана ҫинчи шыв пек.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5358Халӑх хайласа калаҫать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5357Халӑх шав-шавӗ пӗр вӗҫлӗ, шав-шав сӑмахӗ ҫӗр тӗслӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5359Хальхи — хальхи хапха умӗнче, каланӑ сӑмахсем — чӗре кутӗнче.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5360Хаяр ҫыннӑн сӑмахӗ те усал.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5361Хаяр чӗлхелле ҫынпа ан тавлаш, ун вучӗ ҫине вут хурса ан амалантар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5362Хӗрех те пӗр кун ҫын пӗр сӑмах илтмесен антӑра-сухра пулать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5363Хӗрӗх шӑл хушшинчен тухсан хӗрӗх яла сарӑлать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5364Хирӗҫле сӑмаха хирлени те юратман.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5365Хуҫи калать арӑмне, арӑмӗ калать кӳршине, кӳрши — пӗтӗм тӗнчене.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5366Хыпар ӑсатма лав кирлӗ мар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5367Хыпар ҫӳретнӗшӗн ҫул укҫи ыйтакан ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5368Хыпар хутаҫҫи яланах тулса-пушанса тӑрать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5370Хыпар-хӑнар хӑлатран та хӑвӑрт вӗҫет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5369Хыпарне кура хыпарҫи.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5371Чакакӑн хӳри вӑрӑм, чараксӑр ҫӑварӑн чӗлхи вӑрӑм.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5372Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын ҫӑварне яланах элек йӑва ҫавӑрать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5373Чарусӑр ҫӑвара чарак кирлӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5389Чӑлхе кӗҫӗтсен чӑлӗм пӑхпе сӗр.Сӑмах — Чӗнменлӗх