| 4623 | Ан кулян, Ульян, уҫласан пулать уйран. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4624 | Ваттисем малтанах савӑнма хушмаҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4625 | Икӗ тӑман терт. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4626 | Йӑк ура айӗнчен тухать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4628 | Йывӑр хуйхӑ хӗрлӗ сӑна шуратать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4629 | Кам нушта курман, вӑл ним те пӗлмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4630 | Кулянса ларнипе куян та тутӑ пулаймасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4631 | Кулянса пыл ҫийиччен хавасланса шыв ӗҫес. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4632 | Кулянса тӑнипе ҫӑвара турам ҫӑкӑр лекмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4633 | Кун тӑсӑлать каҫпа, ҫын — хуйхӑпала. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4634 | Курайман ҫын телейне кура типет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4635 | Нуша алӑк шаккамасть, хӑех уҫса кӗрет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4636 | Нуша алли саккунран ҫирӗпрех. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4637 | Нуша ӑса вӗрентет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4638 | Нуша виҫ хут тире сӳтерӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4639 | Нуша кил тӑрӑх чуптарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4640 | Нуша килсен муллана та кукка тейӗн. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4641 | Нуша кулаҫ ҫиме вӗрентет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4642 | Нуша кулач ҫитерет, вӗри куҫҫуль ӗҫтерет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4643 | Нуша курасшӑн ан ҫун, вӑл часах ӗнсе ҫине килсе ларӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4644 | Нуша курнӑ пӗр луша. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4645 | Нуша куҫҫульпе тӑранса пурӑнать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4646 | Нуша куштана та пӑхӑнтарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4647 | Нуша нухрат суттарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4648 | Нуша паллаштарать, пурлӑх уйӑрать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4649 | Нуша пӑва пуҫласан чӗлхесӗр те сас парӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4650 | Нуша пурне те ҫитет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4651 | Нуша пуҫҫаптарнӑ тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4653 | Нуша сӗрме купӑс калама та вӗрентет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4654 | Нуша сивӗре те килтен хӑвалать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4655 | Нуша ҫӑпата пуҫӗ ҫине ларса йӗрет тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4656 | Нуша ҫӗнӗ ҫӗре чухӑнран малтан ҫитсе ларать тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4657 | Нуша тӗнче кастарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4658 | Нуша тӗревлӗ, инкек ӗрчевлӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4659 | Нуша Турри ҫулӑхсан турат урлӑ уртӑнан. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4660 | Нуша Туррин турти кӗске. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4661 | Нуша улпута хӑпарту ҫитернӗ тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4662 | Нуша хӗнемесӗр те макӑртать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4663 | Нуша хыҫӗнче телей мӗлки пур теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4664 | Нуша час тӑрантать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4665 | Нуша чӗмсӗре те чӗм панӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4666 | Нуша чул кастарнӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4667 | Нуша чуна сӑхса пурӑнать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4668 | Нуша чухӑна юратать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4670 | Нушаллӑ ҫыннӑн хак ӳсессе кӗтсе тӑма вӑхӑт ҫук, нуши хӑвалать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4671 | Нушаран тарса хӑтӑлма ҫук, телее хуса ҫитме ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4669 | Нушари ҫын нушари ҫынна шеллет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4652 | Нушине пытаракан пӗтнӗ, чирне пытаракан вилнӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4672 | Нушта килсен пуҫа пушмак тӑхӑннӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4673 | Нушта курмасан ӗҫне те пӗлейместӗн. | Савӑнӑҫ — Хурлану |