| 4674 | Пурне те кулянса та пӗтерес ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4675 | Савӑн пур чух, йӳҫҫи ҫук чух теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4676 | Савӑнас ачан та хурланасси пур. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4677 | Савӑнасси кӑмӑл тӑрӑх, ыр курасси телей тӑрӑх. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4678 | Савӑнӑҫ — пӗр куна, хуйхӑ-суйхӑ — ӗмӗре. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4679 | Савӑнӑҫ хыҫҫӑн ӳкӗнӗҫ пулать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4680 | Савӑнӑҫа ҫичӗ ютра ан шыра. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4681 | Савӑнма та йышпа лайӑх, хурланма та йышпа лайӑх. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4682 | Савӑнса пурӑнма савни кирлӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4683 | Савӑнса юл ҫамрӑк ӗмӗр иртиччен теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4684 | Савӑнтарать аялти, килентерет ҫиелти. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4685 | Савӑнтарать Сарахви, хурлантарать Хурахви. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4686 | Сарӑ кайӑкӑн савӑнасси ҫаран ути ҫуличчен. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4687 | Ҫын ӗҫпе мар, хуйхӑпа туртӑнать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4688 | Ҫын усӑлли хуйӑх чухне палӑрать теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4689 | Ҫын хуйхине ҫын пӗлмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4690 | Ҫынна ӗҫ типӗтмест, хуйхӑ типӗтет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4691 | Терентей тертленни Никантӑра ним те мар. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4692 | Терпӳрт арӗн хӑйӗн тертлӗхӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4693 | Терпӳрт ачи те тертленмесӗр ҫитӗнмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4694 | Терпӳрт ялӗ те тертсӗрех пулман. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4695 | Терт пулсан ӗмӗт ҫитет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4696 | Тертленмесӗр телей ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4697 | Тертленмесӗр термен ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4698 | Тертсӗр япалан техӗмӗ ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4699 | Тӗтре те сирӗлет, хуйхӑ та иксӗлет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4700 | Тимӗр тутӑхса пӗтет, чӗре хуйхӑрса пӗтет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4701 | Тунсӑх апачӗ яланах тутлӑ пулать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4702 | Тунсӑх витлет, хуйӑх пӗтерет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4703 | Тунсӑх сирме ҫичӗ ют. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4704 | Тунсӑх сирме тускай туп. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4705 | Тунсӑх тӗтре мар, ҫил вӗрнипе сирӗлмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4706 | Тунсӑх ура вӗҫӗнче тет, хуйӑх пуҫ вӗҫӗнче тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4707 | Тунсӑха курӑк яшки те пит паха. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4708 | Тунсӑха тумтирлӗ улма та тутлӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4709 | Тунсӑха турӑх та тутлӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4711 | Тунсӑха тус сирет, тус пулмасан ӗҫ сирет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4710 | Тунсӑха тус сирет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4712 | Тунсӑхланӑ ҫимӗҫ пылтан тутлӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4713 | Тунсӑхпа хуйӑх пӗртӑван тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4714 | Туратсӑр йывӑҫ ӳсмест, хуйхӑсӑр пурнӑҫ пулмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4715 | Хаваслӑх ваттине те ҫамрӑклатать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4716 | Хаваслӑх пурлӑхран мала. !!ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 959 с. 41г 17. Халь нушта курать, кайран ырӑ курать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4718 | Хӗн килнӗ вӑхӑтра йытти те хуҫи хутне кӗрет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4719 | Хӗн курмасӑр ӑс кӗмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4720 | Хӗн курмасӑр ырлӑх ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4724 | Хӗн-хур курса ҫамрӑкланаймӑн. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4721 | Хӗнпе тупнӑ укҫан хакӗ пысӑк. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4722 | Хӗнсӗр ӗҫ пулмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4723 | Хӗнсӗр пулӑ та тытма ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |