| 4726 | Хӗпӗртӳ пулсан пит ан хаваслан, хуйхӑ пулсан пит ан хуйхӑр. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4727 | Хуйӑха пусарма савӑнӑҫ кирлӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4754 | Хуйха-суйхӑ пӗччен ҫӳремест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4728 | Хуйхӑ ватӑлтарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4729 | Хуйхӑ вӑл арман чулӗ пек пусать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4730 | Хуйхӑ вӗлермест, типӗтет анчах. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4731 | Хуйхӑ пулмасӑр хура куҫҫулӗ тӑкӑнмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4732 | Хуйхӑ пуссан тӗнче те тӗксӗм. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4733 | Хуйхӑ пуҫа устарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4734 | Хуйхӑ пуҫа шуратать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4735 | Хуйхӑ урлӑ хурлӑх кармашса пӑхать теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4738 | Хуйхӑ хӑвӑн хул хушшинчех вӑл. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4739 | Хуйхӑ хӑпать, инкек иртет, асапӗ ӗмӗрлӗх теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4740 | Хуйхӑ хӑпнӑ ҫӗре суйхӑ ҫитсе те тӑрать тет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4741 | Хуйхӑ хуйӑр мар, хӑпӑтса пӑрахма ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4742 | Хуйхӑ хыҫҫӑн савӑнӑҫ килет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4743 | Хуйхӑ хыҫҫӑн хуйӑрӗ юлать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4736 | Хуйхӑ чӗре ҫуне типӗтет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4737 | Хуйхӑ чӗрене ҫиет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4755 | Хуйхӑ-суйхӑ систермесӗр ҫӳрет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4756 | Хуйхӑ-суйхӑ ҫил вӗрнипе сирӗлес ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4757 | Хуйхӑ-суйхӑ ҫынна улшӑнтарать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4758 | Хуйхӑ-суйхӑ ҫынсене пӗрлештерет. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4759 | Хуйхӑ-суйхӑ хупӑрласан хусӑк тыт. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4744 | Хуйхӑллӑ чӗрене ҫу пусмӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4745 | Хуйхӑпа ан хуҫӑл, ӗҫлесе уҫӑл. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4746 | Хуйхӑпа хула ҫавӑрас ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4747 | Хуйхӑпала нуша кама пулман-ши? | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4748 | Хуйхӑпала хуралан, шухӑшпала шуралан. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4749 | Хуйхӑрнӑ чух вӑхӑт пит вӑрӑм. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4750 | Хуйхӑрса курман ҫын савӑнма пӗлмест. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4751 | Хуйхӑрса ларнипе хырӑм тӑранмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4752 | Хуйхӑсӑр ҫын хура ҫӑкӑрпах ӳт хушать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4753 | Хуйхӑсӑра хуйхӑ кирлӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4760 | Хурланнӑ чуна ан кӳрентер. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4761 | Хурланнине ҫын курмасть, савӑннине час курать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4762 | Хурланса ларакан кайӑкӑн ӗмӗрӗ кӗске. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4764 | Хурланса ларнипе хур кайӑк йӑвине тупма ҫук, тупсассӑн та чӗррӗн тытма ҫук, тытсассӑн та текне татма ҫук, татсассӑн та ашне ҫиме ҫук, ҫисессӗн те усса пырас ҫук теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4763 | Хурланса ларнипе хурӑн милӗк ҫыхаймӑн теҫҫӗ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4765 | Хурлӑ ҫын та ялан хурланмасть. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4766 | Хурлӑ ҫынпа — хурланӑҫ, савӑк ҫынпа — савӑнӑҫ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4767 | Хурлӑх вӑрӑм, ырлӑх кӗске. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4769 | Хурлӑх куракан хурчка пулнӑ, тухман ҫын тӑмана пулнӑ. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4770 | Хурлӑх курмасӑр ырлӑх ҫук. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4771 | Хурлӑх курса пурнасси хурӑн ҫырли ҫиесси мар. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4768 | Хурлӑх кут хыҫӗнче, ырлӑх пуҫ тӳпинче. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4772 | Хурлӑх пӗтсен ырлӑх тет, хурлӑх хӑҫан пӗтӗ-ши? | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4773 | Хурлӑх пуссан хурама та тайӑлать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4774 | Хурлӑх сунса ырлӑх тупаймӑн. | Савӑнӑҫ — Хурлану |
| 4775 | Хурлӑх ҫӗр ҫынна авнӑ ҫӗре ырлӑх пӗр ҫынна ҫех ҫупӑрлать. | Савӑнӑҫ — Хурлану |