| 4107 | Ал вараланни тасалать, чун вараланни тасалмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4108 | Ал суранне чун туять, чун суранне мӗн туять? | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4109 | Алӑ хуҫӑлсан сыпӑнать, ура хуҫӑлсан сыпӑнать, чун хуҫӑлсан сыпӑнмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4110 | Алла алӑ ҫӑвать, кӑмӑла кӑмӑл уҫать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4111 | Ӑсу пысӑк пулмасан та чуну таса пултӑр теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4112 | Вӑрманти ҫӑкан хӑвӑлӗ пур, такмаксен юрлас кӑмӑлӗ пур. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4117 | Камӑл кӑвакра та, кут пӑхра теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4120 | Камӑл турам виҫ турам теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4121 | Камӑл турам пӗр турам. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4125 | Камӑллӑ ҫыншӑн пурте кӑмӑллӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4113 | Камӑн тӳрӗ кӑмӑл, ӑна ялан ҫӑмӑл. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4114 | Кашнин хӑйӗн кӑмӑлӗ теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4115 | Кӑвакарнӑ чун кӑвакарчӑн каяшне те тӑмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4116 | Кӑмӑл вылянӑ хыҫҫӑн ан кай. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4118 | Кӑмӑл килен пӗр турам, кӑмӑл юлан ҫӗр турам. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4119 | Кӑмӑл пӗрре сивӗнсен кӑмака ҫинче ӑшӑтаймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4122 | Кӑмӑла ирӗк парсан тытса чараймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4123 | Кӑмӑла пысӑк тытсассӑн кӑмӑла ҫил те хуса ҫитес ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4124 | Кӑмӑла хиреҫ кӑмӑл. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4126 | Кӑмӑллӑ ҫыншӑн пур ҫӗрте те вырӑн пур, ҫилӗллӗ ҫыншӑн пур ҫӗрте те тӑвар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4127 | Кӑмӑлсӑр ҫыннӑн ӑшӗ тулнӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4128 | Кунпа кун та пӗр пек мар, чунпа чун та пӗр пек мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4129 | Пӗвӗмӗрсем ыр ҫын умӗнче, чунӑмӑрсем Туррӑн аллинче. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4130 | Пӗр турамран этемӗн кӑмӑлӗ юлать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4131 | Питри чипер пӗтет, ӑшри ӗмӗре пырать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4132 | Пӳрнен те чунӗ пур, ыраттарсан вӑл та ыратать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4133 | Пыр тутла юратать, чун канне юратать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4134 | Ҫын ӑшне кӗрсе тухмалла мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4135 | Ҫын ӑшне тавӑрса пӑхма кӗрӗк ҫанни мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4136 | Ҫын кӑмӑлӗ арча мар, часах уҫса пӑхма ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4137 | Ҫын кӑмӑлӗ вилсен уҫӑлать теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4138 | Ҫын тӗсне мар, ӑсне пӑхса хакла. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4139 | Ҫын тулашӗнчен хитре пулин те унӑн ӑсне пӑлмесӗр ан мухта. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4140 | Ҫын чунӗ чӗре патӗнче пурӑнать, чӗрене тивсен ҫын вилет тет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4141 | Ҫынна тултан ан пӑх, ӑш-чиккинчен пӑх. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4143 | Таса чӗре куҫран пӑхса курӑнать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4144 | Таса чуна таса тӳпе йышӑнать, ҫылӑхлӑ чун ҫӗр миминче ҫунать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4145 | Таса чуна хура ҫыпӑҫмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4146 | Таса шухӑш — таса чун. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4142 | Тимӗр тутӑхса пӗтет, а чӗре хуйхӑрса пӗтет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4148 | Ут ватӑлсан та чун ватӑлмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4147 | Ӳт вараланни тасалать, чун вараланни тасалмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4149 | Ӳт вилет те, чун вилмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4150 | Ӳт канлӗхӗ чун канлӗхӗ мар ҫав. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4151 | Ӳт суранӗ тӳрленет, чун суранӗ тӳрленмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4152 | Ӳт суранӗ чуна кайса тивет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4153 | Ӳт ҫӑмӑлланӗ, чун йывӑрланӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4154 | Ӳт ҫывӑрсан та чӗре тӗлӗрет анчах. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4155 | Ӳт ҫылӑхне чун тӳсет. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4156 | Ӳт усалли чуна йывӑрлӑх. | Чун — Ӳт-пӳ |