Чун — Ӳт-пӳ

 

4207Чун панчи тӑваншӑн хускалман нухрат хускалнӑ.Чун — Ӳт-пӳ
4208Чун патӗнчи ҫын чуна илет.Чун — Ӳт-пӳ
4209Чун пек пурнакан чуна илнӗ тет.Чун — Ӳт-пӳ
4210Чун пӗрре, ӗмӗт ҫӗр те пӗрре.Чун — Ӳт-пӳ
4212Чун пулсан чул хушшинче те тырӑ пулать.Чун — Ӳт-пӳ
4211Чун пулсан чул хушшинче те усрӑпӑр.Чун — Ӳт-пӳ
4213Чун пуррин ҫилли те пур.Чун — Ӳт-пӳ
4214Чун суранӗ часах тӳрленмест.Чун — Ӳт-пӳ
4215Чун ҫимӗҫрен мала.Чун — Ӳт-пӳ
4216Чун ҫумӗнче чул ан тыт.Чун — Ӳт-пӳ
4217Чун ҫуралса пӳ ӳссе мӑшӑрсӑр пурӑнма юрамастьЧун — Ӳт-пӳ
4218Чун ҫуралса пӳ ӳссе пӗччен пурнӑҫ мӗн илем.Чун — Ӳт-пӳ
4219Чун татӑкӗ чул татӑкӗ мар.Чун — Ӳт-пӳ
4220Чун тени чул хушшинче выртмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4221Чун туртмасан пӗвер туртать.Чун — Ӳт-пӳ
4222Чун туртнинчен иртме ҫук.Чун — Ӳт-пӳ
4223Чун хӗлӗхӗ ҫипрен ҫинҫе.Чун — Ӳт-пӳ
4224Чун хӗнекен мул тупать.Чун — Ӳт-пӳ
4225Чуна витмесӗр куҫҫуль тухмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4226Чуна парса ӑшӑтсан чул та ӑшӑнать.Чун — Ӳт-пӳ
4227Чуна парса ӗҫлесен чула та чун кӗрет.Чун — Ӳт-пӳ
4228Чуна ҫывӑх этем чуна илӗ тет.Чун — Ӳт-пӳ
4229Чуна татса йӗрекен чул куҫҫульне кӑларнӑ тет.Чун — Ӳт-пӳ
4230Чуна уҫса калаҫма чуна ҫывӑх ҫын кирлӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4231Чуна хӗнемесӗр пурлӑх пухма ҫук.Чун — Ӳт-пӳ
4232Чуна чун туртать.Чун — Ӳт-пӳ
4233Чунлӑ ҫын чула та чун кӗртет.Чун — Ӳт-пӳ
4234Чунлӑ ҫын чулпа калаҫма та чӗлхе тупӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4235Чунна аскӑн хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ан яр.Чун — Ӳт-пӳ
4236Чунна парӑн — чул тупӑн.Чун — Ӳт-пӳ
4237Чунпа каланӑ сӑмах Турӑ умне ҫитнӗ тет.Чун — Ӳт-пӳ
4238Чунпа калани чун патне ҫитнӗ тет.Чун — Ӳт-пӳ
4239Чунсӑр ҫыннӑн юрату ҫук.Чун — Ӳт-пӳ
4240Чунсӑр этем чул татки.Чун — Ӳт-пӳ
4241Чунтан-вартан савса пӑхсан вар тӗпӗнни хура чул та хитрен курӑннӑ.Чун — Ӳт-пӳ
4242Чуну ирхи сывлӑшран та таса пултӑр теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4243Чуну хушсан чул та кӑшлӑн.Чун — Ӳт-пӳ
4244Чуну ырӑ пултӑр, чӗлхӳ ҫемҫе пултӑр теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4245Шуйхатнӑ чун часах лӑпланмасть.Чун — Ӳт-пӳ
4246Ырӑ кӑмӑл аннере, ырӑ туйӑм чӗрере.Чун — Ӳт-пӳ
4247Этем чӗри ҫунса пӗтет.Чун — Ӳт-пӳ
4248Этем чунӗ вилмест, ӳчӗ анчах вилет.Чун — Ӳт-пӳ
4249Этем чунӗ ӗшне мар, ӑшне кӗрсе пӑхаймӑн.Чун — Ӳт-пӳ
4250Этем чунӗ Турӑ аллинче, пӗвӗ патша аллинче.Чун — Ӳт-пӳ
4251Этем чунне хуйхӑ кӑшлать.Чун — Ӳт-пӳ
4252Этем шавкӑнӗ час тӳрленмест пулӗ вӑл теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4253Этем шавкӑнӗ час тӳрленмест, Турӑ шавкӑнӗ час тӳрленет.Чун — Ӳт-пӳ
4254Этемӗн чӗре пур, сисӗм пур теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ
4255Юншӑн юн, чуншӑн чун.Чун — Ӳт-пӳ
4256Япалан тулӗ тулӑ, ӑшӗ пулӑ теҫҫӗ.Чун — Ӳт-пӳ