4358 | Пысӑка ӗмӗтленекен ҫыннӑн пӗчӗкки та ҫухалать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4359 | Пысӑка ӗмӗтленекен хутаҫ ҫакса урам тӑрӑх кайнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4360 | Ҫаврап-ҫаврап теекен ҫич ҫулта та ҫаврайман тет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4361 | Ҫӗр хут уйла, пин хут суйла теҫҫӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4362 | Ҫӳҫ шухӑшпа шуралать, сӑн хуйхӑпа шуралать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4363 | Таҫта та кайӑттӑм, анне килӗнчен тухаймастӑп. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4364 | Тӑвӑп текен тӑвайман. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4365 | Тилит-тилит Микулай, вунҫичӗ пус укҫи пур, унпа вӑл тем те илес тет... | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4366 | Тума йӑвӑр мар та, шухӑшлама йӑвӑр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4367 | Тухман чунта ӗмӗт пур теҫҫӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4368 | Усал шухӑша ура айне хурса тапта. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4369 | Чӑх-чӑх тенипе автан ҫӑмарта тӑва пуҫламасть теҫҫӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4370 | Чӗремпе шухӑшласа пӗлни ӑса вӗрентӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4371 | Чӗри пӑх ҫинче, хӑй кӑмака ҫинче. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4372 | Чун тухиччен ӗмӗт те вилмест. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4393 | Шухашлани шухӑш вӗҫҫӗн ан юлтӑр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4373 | Шухӑш ватӑлмасть, шӑм-шак ҫех ватӑлать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4374 | Шухӑш вӑл ҫунатсӑр та вӗҫет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4375 | Шухӑш вӗҫҫӗн шурлӑх шывне типӗтеймӗн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4376 | Шухӑш кӳллин тӗпӗ тарӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4378 | Шухӑш пуйтарать, пӑх ватӑлтарать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4377 | Шухӑш пуҫа шуратать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4379 | Шухӑш сӑна шуратать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4380 | Шухӑш ҫӑмӑл та, тума хӗн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4381 | Шухӑш ҫил пек, таҫта та ҫитет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4382 | Шухӑш тӗвви пӗтиччен шухӑшласах пулать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4383 | Шухӑш хыҫҫӑн ҫунатпа та вӗҫсе ҫитеймӗн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4384 | Шухӑш шуйттана та ватӑлтарӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4385 | Шухӑш шуратать, хуйхӑ хуратать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4386 | Шухӑша пула ыйхӑ вӗҫет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4387 | Шухӑшӑн вӗҫӗ ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4395 | Шухӑшла-шухӑшла ӑс ҫитмесен ырӑ ҫынсем кирлӗ ӑс пама. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4388 | Шухӑшламан чухне ҫав ҫӳретеп, шухӑшласан чӗлхем ҫыхланать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4389 | Шухӑшламан чухне шухӑш ҫук, шухӑшлама пуҫласан пуҫ ҫаврӑнать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4396 | Шухӑшламасӑр тарӑн шӑтӑка тухӑп тесе ан сик. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4397 | Шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ ӳкӗнӗҫлӗ пулнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4398 | Шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫшӗн кайран ан ӳкӗн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4390 | Шухӑшланӑ — шур хула ҫавӑрнӑ, тарт! пӑсарнӑ — саланса кайнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4391 | Шухӑшланӑ шухӑш та тепӗр чухне ҫитмест. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4392 | Шухӑшлани пӗр пурнӑҫланса пыраймасть. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4394 | Шухӑшланипех шурӑ пӳрт лартаймӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4399 | Шухӑшлӑ ҫыннӑн ыйхӑ ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4400 | Шухӑшпа пуякан пӑхпа ватӑлнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4401 | Шухӑшпа пуякан час ватӑлать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4402 | Шухӑшпа пуясшӑн, пӑсарлӑхпа ватӑласшӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4403 | Шухӑшпа пуять, пӑсарапа ватӑлать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4404 | Шухӑшпа шур пурт, канашпа картиш ҫавӑратӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4405 | Шухӑшпа шураличчен ватлӑхпа шуралас терӗ тет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4406 | Шухӑшпа шурӑ пӳрт лартасси те ним те мар. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4407 | Шухӑшран хӑвӑртти ним те ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |