| 315 | Кӑвак хуппи уҫӑласса кӗт теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 316 | Кӑвак хуппине кӗтсе шӑнса вилнӗ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 317 | Кӑвак хуппине шаннӑ — выҫса вилнӗ тет. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 322 | Пелӗте шанма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 325 | Пӗлетрен сарлака тӗнче витти. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 319 | Пӗлӗт — ҫичӗ хутлӑ, этем — ҫичӗ мутлӑ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 321 | Пӗлӗт — ҫӳлте, патши — инҫе. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 318 | Пӗлӗт ҫине улӑхма чикмек ҫук, тинӗс урлӑ каҫма кӗпер ҫук, вилӗме ҫӗнтерме хӑват ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 320 | Пӗлӗт ҫук — ҫумӑр ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 323 | Пӗлӗтпе ҫӗр куҫӗнчен пӑхмасӑр пурӑнма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 324 | Пӗлӗтре шыв пӑнтӑхмасть. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 326 | Пӗлӗтрине ан шан, хӑвӑн вӑйна шан. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 327 | Пӗлӗтсӗр ҫумӑр ӳкмест, хуйхӑсӑр куҫҫуль ӳкмест. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 328 | Ҫӗр — анне, тӳпе — атте. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 329 | Ҫӗр анне кӑмӑлӗ шутсӑр ырӑ: никамшӑн та пурлӑхне хӗрхенмест. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 330 | Ҫӗр анне паракан тивлетӗн чикки ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 331 | Ҫӗр анне парсан пӳлме те тулать, ҫӗр анне памасан ывӑҫ та тулмасть. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 332 | Ҫӗр анне пурне те тӑрантарать. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 333 | Ҫӗр аннен те ҫӗр тӗрлӗ хуйхӑ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 334 | Ҫӗр аннене пуҫҫапмасӑр ҫӗр ҫырли те татма ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 335 | Ҫӗр аннене хисеплес пулать. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 336 | Ҫӗр аннене юратсан выҫӑ вилмӗн. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 337 | Ҫӗр аннерен аслӑ пулаймӑн. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 338 | Ҫӗр аннерен кулма юрамасть. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 339 | Ҫӗр аннерен пуян ним те ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 340 | Ҫӗр аслӑ та, вырӑн хӗсӗк. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 341 | Ҫӗр аслӑ та, пурнӑҫ хӗсӗк. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 342 | Ҫӗр вӑл ӗҫчен ҫынна юратать. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 343 | Ҫӗр ӗҫтерет те, ҫитерет те, тумлантарать те. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 347 | Ҫӗр кайӑкне — ҫӗр, шыв кайӑкне — шыв, этемшӗн — пӗтӗм ҫӗршыв. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 344 | Ҫӗр кӑвапи инҫетре, тӳпе тӑрри аякра. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 345 | Ҫӗр кӑкри перекетлӗ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 346 | Ҫӗр кӑшласа вилӗмрен юлнӑ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 348 | Ҫӗр пысӑк та, ирӗклӗх пӗчӗк. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 349 | Ҫӗр сурана туртать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 350 | Ҫӗр ҫаврӑннӑ май кӑмӑл та ҫаврӑнать. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 351 | Ҫӗр ҫурӑлать, йӗк тухать. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 352 | Ҫӗр ҫырли ҫӗр ҫынна та юрӑхлӑ, пин ҫынна та юрӑхлӑ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 353 | Ҫӗр хурчӗ ҫинипе ҫӗр пӗтмест. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 354 | Ҫӗре хӗсӗр хӑварма юрамасть теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 355 | Ҫӗрӗн ҫӗр те икӗ хӑлха тет. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 356 | Ҫӗрӗн ҫӗр те ҫирӗм икӗ куҫ тет. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 357 | Ҫӗрте, шывра, шыв хӗрринче ан сур. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 358 | Ҫӗртен пулни ҫӗрех кӗрет теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 359 | Ҫӗртен хӑпма пит йывӑр. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 360 | Ҫӗрти чул ҫӗре ҫӗтет. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 361 | Ҫӗршӗн вӑрҫма юрамасть теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 363 | Хӑйӑр ҫинче шыв тӑрас ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 364 | Хӑйӑр шывран тӑранмасть. | Ҫӗр — Тӳпе | 
| 365 | Хӑйӑрлӑ ҫӗр шыв сӑхать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |