6159 | Авӑра путсан тухма хӗн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6160 | Авӑра ӳкнӗ йӗпе тупаймӑн, авӑрӑн тӗпӗ тарӑн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6161 | Авӑрман арманӑн усси ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6162 | Авӑртман салатран сӑра тума ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6163 | Авӑртмасӑр Ҫимӗк кукли тума ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6164 | Авӑртсан ҫӑнӑх пулать, юптарсан юмах пулать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6165 | Авмасӑр мӑйӑр татаймӑн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6166 | Авмасӑр пӗкӗ пулас ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6167 | Ал тӑсмасӑр алтӑр та тытма ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6168 | Алӑ йӗпетмесер пит ҫӑваймӑн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6185 | Алӑ хурлӑх курсассӑн пыр ыр курать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6169 | Алӑ хуҫӑлсан алса ӑшне чик, пуҫ ҫурӑлсан ҫӗлӗк ӑшне чик теҫҫӗ. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6170 | Алӑ шӑнсан алса ӑшне чикме хушнӑ, чӗре шӑнсан тӑван патне кайма хушнӑ. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6171 | Алӑк патӗнче ларакан — алтӑр аври шыракан, тӗпел кукринче ларакан — ҫатма тӗпӗ ҫулакан. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6172 | Алӑк хыҫӗнче итлесе тӑракан сӑмсасӑр юлнӑ. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6173 | Алӑра хут пулсан Хусан та йышӑнать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6174 | Алӑран вӗҫерӗннӗ ӑмӑрт кайӑк хуть ӑҫталла та вӗҫме пултарать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6175 | Алӑран туртса илсен калла килес ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6176 | Алӑран тухса тарнине урапа чупса тытаймӑн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6177 | Алӑран тыттарнине часах илеймӗн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6178 | Алӑсӑр сулӑ кирлех мар. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6179 | Алӑсӑр ҫӗрӗ илӗртмест. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6180 | Алла кӗмен япалана арча тӗпне хураймӑн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6181 | Алла кӗмен япалана тытса пӑхаймӑн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6182 | Алла тытма тунӑ та, ҫапах та ҫара аллӑн кӑвар тытма ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6183 | Алла тытман кайӑкӑн тӗкне татма ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6186 | Алла хурлӑх пулсассӑн пыра мӑнтӑр пулать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6187 | Аллӑнти тӑрну вӗҫерӗнсен ҫӗлӗкпе тытас ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6184 | Аллу хоҫӑлсан — алса ӑшне, пуҫу ҫорӑлсан — ҫӗлӗк ӑшне. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6188 | Аллунти ҫерҫие вӗҫертсен ҫӳлти тӑрнана хӑвала. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6189 | Алтӑрӗнчен тытаймасан авринчен те пулин перӗнсе юл. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6190 | Амӑшӗнчен малтан ачи ҫуралас ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6191 | Апла калаҫмасан капла ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6192 | Аптрие михӗре пытарма ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6193 | Аркӑ айӗ — ар йӑви. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6194 | Аркӑ айӗнче тем те арканӗ. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6195 | Арман авӑрсан ҫӑнӑх пулать, чӗлхе авӑрсан — инкек. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6196 | Арман атӑпа кӗрекене ҫӑпатапа кӑларать, ҫӑпатапа кӗрекене атӑпа кӑларать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6197 | Арман йытти выҫӑ вилмен. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6198 | Арман мелникӗн ӗни сӗт памасть, лахханӗ сӗт парать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6203 | Арман пӗви татӑлсан халӑха йывӑр пулать тет. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6199 | Арман ҫуначӗ пӗрре ҫавӑрсан пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр антарать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6200 | Арман хуҫин ывӑлӗ арман хуҫиех пулать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6201 | Арман чулӗ витӗр тухмасӑр ҫӑкӑр ҫӑвара кӗмест. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6202 | Арман чулӗ ҫавӑрмассерен мелник валли пӗр чӗл ҫӑкӑрлӑх ҫӑнӑх тухать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6204 | Армана кӗрсен ҫӑнӑхланмасӑр тухаймӑн. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6205 | Арпа авӑснипе кӗрпе пулмасть. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6206 | Арпа пулсан арпалӑх та кирлӗ. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6207 | Атсан атӑ пулать, пуссан пушмак пулать. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |
6208 | Ахальрен ахах пулас ҫук. | Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи |