Май килни — Чӑн пурри

 

6476Алӑсӑр ал туйи ҫӗкленӗ тет.Май килни — Чӑн пурри
6477Аллине кура алтӑрӗ.Май килни — Чӑн пурри
6478Аш пулсан пельмень тӑвӑттӑм, ҫӑнӑх ҫук, тӑварне хӑйматлӑх анне те парса тӑрӗччӗ.Май килни — Чӑн пурри
6479Аш пулсан хуплу тӑвӑттӑм, ҫӑнӑх ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6480Ашӗ пулсан хуплу тума пулнӑ.Май килни — Чӑн пурри
6481Ашпа кӗрпе пулсан кукӑль пӗҫерӗттӗм, ҫӑнӑх ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6482Ӑсан хыҫҫӑн чӑхӑ вӗҫсе ҫитеймӗ.Май килни — Чӑн пурри
6483Ӑҫта ӳкесне пӗлнӗ пулсан улӑм сарса хурӑттӑм.Май килни — Чӑн пурри
6484Икӗ кун утнине пӗр кунта утас ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6485Ирӗксӗр кунтан кинемей.Май килни — Чӑн пурри
6486Кайӑк хыҫҫӑн вӗҫеймӗн.Май килни — Чӑн пурри
6488Кӗнеке те вулияс ҫук, тетрадь те хуратияс ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6489Киле манса юлнӑ тӑлӑп ҫул ҫинче ӑшӑтас ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6490Куҫ курать те, алӑ ҫитмест.Май килни — Чӑн пурри
6491Куҫ курать те, шӑл витмест.Май килни — Чӑн пурри
6492Кутне кура таман.Май килни — Чӑн пурри
6493Май килнӗ чух майлас пулать.Май килни — Чӑн пурри
6494Май килнӗ чух майлаштар, май килне чух шайлаштар.Май килни — Чӑн пурри
6495Май килсен майра ил, май килмесен чӑваш ил.Май килни — Чӑн пурри
6496Пуртти вичкӗн пулсан та хӑй аврине чутлаймасть.Май килни — Чӑн пурри
6497Пуҫҫапсан та пуҫ ҫитес ҫук теҫҫӗ.Май килни — Чӑн пурри
6503Ҫанӑх пулсан кукӑль тӑвасчӗ те, аш ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6498Ҫӑкӑр хырӑм хыҫҫӑн ҫӳремест, хырӑм ҫӑкӑр хыҫҫӑн ҫӳрет.Май килни — Чӑн пурри
6499Ҫӑкӑр хырӑма шырамасть.Май килни — Чӑн пурри
6500Ҫӑмарти чӑххине ан вӗрент.Май килни — Чӑн пурри
6501Ҫӑмарти чӑххине вӗрентнӗ теҫҫӗ.Май килни — Чӑн пурри
6502Ҫӑмарти чӑххине хӑҫан вӗрентнӗ?Май килни — Чӑн пурри
6504Ҫи те пулмасан, пыр та пулмасан ҫырлана анчах кайӑттӑм.Май килни — Чӑн пурри
6505Тем пек хӑпӗртесен те кайӑк пулса вӗҫеймӗн.Май килни — Чӑн пурри
6506Тӗк ҫӑмӑл та, пӳрт урлӑ утиман.Май килни — Чӑн пурри
6507Тӗпсӗр каткана шывпа тултарас ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6508Тинӗс те типме пултарать.Май килни — Чӑн пурри
6509Туман тиртен пулсан та кӗрӗк — кӗрӗкех.Май килни — Чӑн пурри
6510Туман тиха пилӗкне ан хуҫ.Май килни — Чӑн пурри
6511Тӳшекне кура урӑна тӑс.Май килни — Чӑн пурри
6512Улма тарӑхнипе ҫакӑнса вилнӗ тет.Май килни — Чӑн пурри
6513Урапи лашинчен иртеймест.Май килни — Чӑн пурри
6514Хӑваран пулӑшши пулмӗ.Май килни — Чӑн пурри
6515Хӑлха пуҫран ирттернӗ.Май килни — Чӑн пурри
6516Хӗнесе култараймӑн, хӗсӗрлесе савтараймӑн.Май килни — Чӑн пурри
6517Хот полсан тата ҫырмалла та, перо ҫок.Май килни — Чӑн пурри
6518Хот полсан чӗлӗм тортмалла та, табак ҫок.Май килни — Чӑн пурри
6519Хут ҫине ҫырсан пуртӑпа касса илейместӗн.Май килни — Чӑн пурри
6520Чавса инҫе те мар, ҫыртма ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6521Чавса ҫывӑх та, ҫыртма ҫук.Май килни — Чӑн пурри
6522Чӑрӑшьелте чӑхӑ сӑваҫҫӗ.Май килни — Чӑн пурри
6523Чӑххине ҫӑмарти вӗрентеймест.Май килни — Чӑн пурри
6524Чӑххине ҫӑмарти вӗрентет.Май килни — Чӑн пурри
6525Чӑххинчен ҫӑмарти ирттерет.Май килни — Чӑн пурри
6526Чӗвен тӑрса ҫухӑрсан та чӗпрен ҫуйӑн пулас ҫук.Май килни — Чӑн пурри