8081 | Аҫа ҫапса вилнӗ ҫынна таса ҫын теҫҫӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8082 | Какай валеҫекен ҫылӑхлӑ пулнӑ тет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8083 | Каҫар тет, каҫарма ҫылӑх мар тет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8084 | Каҫарман, ҫылӑх каҫман. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8085 | Мунчара ҫӑвӑннипе ҫылӑх тасалмасть. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8086 | Нараста хутне кӗнӗшӗн сӑвап пулӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8087 | Пӗр арӑмпа ӗмӗр ӗмӗрлекен сӑваплӑ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8089 | Сӑвап — Турӑшӑн, ҫылӑх — усалшӑн. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8088 | Сӑвап сунан юп курӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8090 | Сӑваплӑ ҫын вӑхӑтсӑр вилсен те канӑҫлӑха кӗрет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8091 | Сӑваплӑ ҫынна пӑсӑк витмен теҫҫӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8092 | Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр сӑвапу пултӑр тет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8093 | Ҫӗр ҫинче патша ҫылӑхсӑр. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8115 | Ҫылахлӑ ҫӗре аҫа ҫапать теҫҫӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8119 | Ҫылахлӑ ҫынна пурӑнма йывӑр. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8120 | Ҫылахлӑ ҫынна ҫын куҫӗнчен пӑхма намӑс. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8103 | Ҫылӑх — ҫырмара, намӑс — лапамра. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8094 | Ҫылӑх вӑл тӗтӗм мар, куҫа кӗмест. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8095 | Ҫылӑх енне ал ҫывӑх. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8096 | Ҫылӑх картин хапхи ҫук. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8097 | Ҫылӑх каҫаран — пупа пуйтаран. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8098 | Ҫылӑх лапра мар, шывра ҫуса тасалмасть. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8099 | Ҫылӑх ҫилӗм мар, ҫыпӑҫса лармӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8100 | Ҫылӑх ҫири кӗпе мар, часах хывса хума ҫук. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8101 | Ҫылӑх ҫири кӗперен те ҫывӑх. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8102 | Ҫылӑх ҫурмалла теҫҫӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8104 | Ҫылӑх ҫырмара, хурӑнташ хурӑн тӑрринче, намӑс лапрара теҫҫӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8105 | Ҫылӑх тумӗпе ҫын ҫине тухса ҫӳреймӗн. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8106 | Ҫылӑх тусан тасалма хӗн. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8107 | Ҫылӑх усалпа ҫывӑх. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8108 | Ҫылӑх усалран, сӑвап Турӑран. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8109 | Ҫылӑх чӗлхипе ҫӑтмах алӑкне уҫаймӑн. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8110 | Ҫылӑха каҫарттарма пулать, усал ят ӗмӗре юлать. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8111 | Ҫылӑха кӗме пӗлнине ҫылӑхран та тухма пӗл. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8112 | Ҫылӑха кӗмесӗр ват ҫын пулаймӑн. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8113 | Ҫылӑха кӗрсен те ҫынлӑхран ан тух. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8114 | Ҫылӑха пӗл теҫҫӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8116 | Ҫылӑхлӑ ҫӗре ҫӑм шӑтать. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8117 | Ҫылӑхлӑ ҫын вилсен ҫанталӑк пӑсӑлать теҫҫӗ. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8118 | Ҫылӑхлӑ ҫын йӗрсен Пирӗшти савӑнать тет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8121 | Ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ та каҫармасть. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8122 | Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вилӗмӗ йывӑр. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8123 | Ҫылӑхлин те, ҫылӑхсӑррин те — пурин те пурӑнас килет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8124 | Ҫылӑхра пуличчен ҫуклӑхра пул. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8125 | Ҫылӑхран хӑрасан ҫын пулса та ӳсес мар. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8126 | Ҫылӑхсӑр ҫын сӑмах ҫине пырса кӗрет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8127 | Ҫылӑхсӑр ҫын ҫӗнтерет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8128 | Ҫылӑхсӑр ҫын ҫук. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8129 | Ҫын ҫылӑхне пуп пӗлет, пуп ҫылӑхне мур пӗлет. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |
8130 | Ҫынна ҫисен ҫылӑх каҫать. | Сӑваплӑх — Ҫылӑх |