7200 | Ал ҫитмен ҫӗре те ӑс ҫитет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7201 | Алӑк витӗр тухсассӑн алӑ ӑс кӗрет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7202 | Алӑкран тухсан алӑ тӗслӗ ӑс кӗрет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7203 | Алӑра пӳрне пӗр пек мар, ҫавӑн пекех ҫын ӑсӗсем те. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7204 | Анра пуҫа шанма ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7205 | Анра ҫын пурлӑхне сыхла пӗлмест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7206 | Анра ҫын пурнӑҫ тытма пӗлеймест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7207 | Аслӑран та асли пур, ӑслӑран та ӑсли пур. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7208 | Атӑл урлӑ каҫнӑ ҫына тӑн кӗрет тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7209 | Атӑл урлӑ каҫсассӑн ӑс кӗрет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7210 | Ашшӗ-амӑшӗ каланипе ӑс кӗменнине ҫын каланипе ӑс кӗрес ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7211 | Ӑс кӗресси сухал шӑтасса кӗтмест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7212 | Ӑс кӗскелсен чӗлхе тӑсӑлать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7213 | Ӑс лайӑх пуянтан. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7214 | Ӑс пама — ӑста, ӗҫне тума — пӑста теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7215 | Ӑс панипе ӑс пӗтмест теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7216 | Ӑс пӑса та ӗҫлеттерет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7217 | Ӑс пулмасан пӑспа ҫӗнеймӗн. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7219 | Ӑс пулсан пин ҫынна тӑрантарать, ӑс ҫукки хӑйне хӑй те тӑрантараймасть. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7218 | Ӑс пулсан укҫа та пулӗ, ӑс ҫук пулсан укҫа та ҫук пулӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7223 | Ӑс ҫитменнине укҫа ҫитерет теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7220 | Ӑс ҫук та, ӗҫ пулсассӑн — ӗҫ ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7222 | Ӑс ҫукки — тарҫӑра, ӑс пурри — хӑй хуҫа. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7221 | Ӑс ҫукки пӑрҫа шутлать, ӑс пурри укҫа шутлать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7225 | Ӑс тени сухалра мар, пуҫра пулать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7224 | Ӑс-тӑнпа пурӑнсан хуть те мӗнле инкеке те сирсе яма пулать теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7226 | Ӑса кивҫен памаҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7227 | Ӑса укҫан илме ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7228 | Ӑсана ӑс кӗриччен тункатана тӑн кӗрӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7229 | Ӑсана та ӑспа тытаҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7230 | Ӑсӗ ҫемӗн пӗвӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7231 | Ӑслапа хӑмларан тунӑ сӑрана та ӑспа ӗҫме хушнӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7232 | Ӑслӑ йытӑ сӑлтавсӑр вӗрмест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7233 | Ӑслӑ лаша ҫулра аташмасть. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7234 | Ӑслӑ пулмасан та тӑнлӑ пул. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7235 | Ӑслӑ пурӑш ик ӗмӗр пурӑннӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7236 | Ӑслӑ ҫын ашшӗ-амӑшӗпе мухтанать, ухмах — арӑмӗпе. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7237 | Ӑслӑ ҫын лӑпкӑн калаҫать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7238 | Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах тесе каламасть. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7239 | Ӑслӑ ҫын пӗр вырӑнта икӗ хут такӑнмасть. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7240 | Ӑслӑ ҫын пӗр юман касать те пин икел лартса хӑварать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7241 | Ӑслӑ ҫын пурне те юрӑхлӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7242 | Ӑслӑ ҫын сӑлтавсӑр кулас ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7243 | Ӑслӑ ҫын сӑмаха вӑхӑт ҫитиччен шарламасть. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7244 | Ӑслӑ ҫын ҫылӑхӗ айванра. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7245 | Ӑслӑ ҫын та ухмаха ерет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7246 | Ӑслӑ ҫын умне тӑр, ухмах ҫын хыҫне тӑр. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7247 | Ӑслӑ ҫын урапине айван сӗтӗрет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7248 | Ӑслӑ ҫын шарламасть, ухмаххи пӗлмест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7249 | Ӑслӑ ҫынна икӗ хутчен суйма ҫук теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |