Ӑс — Ухмахлӑх

 

7250Ӑслӑ ҫынна пин пуҫ теҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7252Ӑслӑ ҫыннӑн кучӗ пӑхлӑ тет.Ӑс — Ухмахлӑх
7253Ӑслӑ ҫыннӑн сӑмах ҫук, ухмах ҫыннӑн сӑмах пӗтмест.Ӑс — Ухмахлӑх
7254Ӑслӑ ҫыннӑн суя сӑмаха ӑшӗ сисет тенӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7255Ӑслӑ ҫынпа калаҫсан ӑс пухӑнать.Ӑс — Ухмахлӑх
7256Ӑслӑ ҫынпа канаш тӑвакан ӑслах пулӗ, усал ҫынпа тусланакан ирсӗрленӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7257Ӑслӑ ҫынпа ҫӳресен ӑслӑ пулнӑ.Ӑс — Ухмахлӑх
7258Ӑслӑ ҫынпа ҫын тус пулсан ӑслӑ пулать, ухмахпа тус пулсан ухмах пулать, вӑрӑпа тус пулсан вӑрӑ пулать.Ӑс — Ухмахлӑх
7259Ӑслӑ ухмахсӑр пурӑнаймасть.Ӑс — Ухмахлӑх
7260Ӑслӑ шӑши ик тӗнӗ тӑвать.Ӑс — Ухмахлӑх
7261Ӑслӑлӑхлӑ ҫынна курсан ун патне иртен ирех ҫӳрӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7262Ӑслӑран ӑсли пур, вӑйлӑран вӑйли пур.Ӑс — Ухмахлӑх
7263Ӑслӑх аслӑ тӗнчере, унтан асли ним те ҫук.Ӑс — Ухмахлӑх
7264Ӑсли ӑсӗпе, ухмах вӑйӗпе теҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7265Ӑсли ӑсласа иличчен ухмахӗ персе ярать теҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7266Ӑсли ӑсласа тупать, ухмах тупнине те ҫухатать.Ӑс — Ухмахлӑх
7267Ӑсли вӗренме тӑрӑшать, ухмах хӑй вӗрентме тупӑшать.Ӑс — Ухмахлӑх
7268Ӑсли вуннӑрах ӑста, айван аллӑра та ача.Ӑс — Ухмахлӑх
7269Ӑсли кулма чарӑнать, ухмах кулма пуҫӑнать.Ӑс — Ухмахлӑх
7270Ӑсли те ӑсран тайӑлма пултарать.Ӑс — Ухмахлӑх
7271Ӑсли хӑйне айӑплать, ухмах тусне айӑплать.Ӑс — Ухмахлӑх
7272Ӑсли шухӑшличчен ухмаххи ҫапса ӳкернӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7273Ӑслин ӑсӗ саккӑр.Ӑс — Ухмахлӑх
7274Ӑслине пӑсти вӗрентмест.Ӑс — Ухмахлӑх
7275Ӑслине Тур парать, усала мур парать.Ӑс — Ухмахлӑх
7276Ӑслинчен ытла ухмах нумай.Ӑс — Ухмахлӑх
1211Ӑслипе ҫӳресе ӑс илӗн, ухмахпа ҫӳресе пӑс илӗн.Ӑс — Ухмахлӑх
7278Ӑслипе ҫӳресе тупнине ухмахпа ҫӳресе ҫухатан.Ӑс — Ухмахлӑх
7279Ӑслипе тавлашакан ял кулли пулнӑ.Ӑс — Ухмахлӑх
7280Ӑслисем нумай та, ыр ҫынсем сахал.Ӑс — Ухмахлӑх
7281Ӑсна пах та пӗвне пӑх.Ӑс — Ухмахлӑх
7282Ӑсна ҫухатиччен пуҫна ҫухат теҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7283Ӑсна хытӑ тыт, укҫуна хӗсӗк тыт.Ӑс — Ухмахлӑх
7284Ӑсне пӑх та ӗҫне пӑх.Ӑс — Ухмахлӑх
7285Ӑсне сутса ӗҫекен сӗм ухмах.Ӑс — Ухмахлӑх
7287Ӑспа пуйни пӑсарлӑхпа сӳрӗлнӗ тет.Ӑс — Ухмахлӑх
7288Ӑспа пурӑнакан пӑопа ватӑлать тет.Ӑс — Ухмахлӑх
7289Ӑспа пурӑнмасассӑн атте пуянлӑхӗ пӗр кунлӑх.Ӑс — Ухмахлӑх
7286Ӑспа пурӑнсан им-ҫам кирлӗ мар.Ӑс — Ухмахлӑх
7290Ӑсран кайиччен ҫупран каять.Ӑс — Ухмахлӑх
7291Ӑсран тайӑлсан тӳрленесси ҫук вара.Ӑс — Ухмахлӑх
7292Ӑсран ытла ма ӗҫес?Ӑс — Ухмахлӑх
7293Ӑссӑр ҫын кулнӑ чухне сассине сарса ярать.Ӑс — Ухмахлӑх
7294Ӑссӑр ҫынпа ӑсла та ӗҫме хушман.Ӑс — Ухмахлӑх
7295Ӑссӑр ывӑла ашшӗ мулӗ услӑхсӑр.Ӑс — Ухмахлӑх
7296Ӑссӑрсем хушшинче вӑхӑта кӗскереххӗн тыт, ӑслисем хушшинче вӑрахарах яр.Ӑс — Ухмахлӑх
7297Ӑста аллинче ӗҫ вылять.Ӑс — Ухмахлӑх
7298Ӑста кутӗнчен пӑс тухнӑ.Ӑс — Ухмахлӑх
7299Ӑста ҫук ҫӗрте ӑста пулма пит ӑста.Ӑс — Ухмахлӑх
7300Ӑста ҫын — ӑстах, тытнӑ, тунӑ, пӑрахнӑ.Ӑс — Ухмахлӑх