Ӑс — Ухмахлӑх

 

7301Ӑста ҫыннӑн та савӑлпа мӑксӑр ал-ура ҫаврӑнмасть тенӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7303Ӑсталӑх — ӑраскаллӑ, ылтӑн — ылханлӑ тенӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7302Ӑсталӑх алтӑр мар, алран алла пама ҫук.Ӑс — Ухмахлӑх
7304Ӑсталӑх пӗлекен ҫын ҫӑкӑрсӑр лармасть.Ӑс — Ухмахлӑх
7305Ӑстам6ул та ӑстасене юратать.Ӑс — Ухмахлӑх
7306Ӑстаран пӑста тухнӑ.Ӑс — Ухмахлӑх
7307Ӑсти епле, ӗҫӗ те ҫапла.Ӑс — Ухмахлӑх
7308Ӑсти пӗлменнине пӑсти пӗлеймӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7309Ӑсу ҫитсен ӑсан тыт, тӑну ҫитсен тӑрна тыт.Ӑс — Ухмахлӑх
7310Вӑйлинчен вӑйли пур, ӑслинчен ӑсли пур.Ӑс — Ухмахлӑх
7311Ик ухмахран пӗри тайлӑкрах пулать.Ӑс — Ухмахлӑх
7312Йытӑран тилӗ пулас ҫук, ухмахран ӑслӑ пулас ҫук.Ӑс — Ухмахлӑх
7313Капӑр пулас тесе ан шухӑшла, ӑслӑ пулас тесе шухӑшла.Ӑс — Ухмахлӑх
7314Катӑк ӑслӑ ҫыннӑн инкекӗ те, чирӗ те ҫывӑхра теҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7315Кашни ҫыннах хӑйне пурӑнмалӑх ӑс ҫитет теҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7316Кӗҫӗн ухмах хӑйне мухтать, ватӑ ухмах мулне мухтать, аслӑ ухмах арӑмне мухтать.Ӑс — Ухмахлӑх
7317Куракӑн пӗр юрӑ, ухмахӑн пӗр тӗрӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7318Куҫ инҫе курать, ӑс тата инҫе курать.Ӑс — Ухмахлӑх
7319Лайӑх ӑслӑ, камӑллӑ ҫын пурне те юрӑхлӑ.Ӑс — Ухмахлӑх
7320Лайӑха сӑнран пӗлмеҫҫӗ, ӑсран пӗлеҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7321Лупашкана шыв пухӑнать, пуҫ чашкине ӑс пухӑнать.Ӑс — Ухмахлӑх
7322Мирте ухмахран ухмах та пур, ӑслӑран ӑслӑ та пур.Ӑс — Ухмахлӑх
7323Начар ӑслӑ ҫын ниҫта та шӑнӑҫмасть.Ӑс — Ухмахлӑх
7324Нумай шухӑшлать, сахал калаҫать — ӑслӑ ҫынна ҫавӑнтан пӗл.Ӑс — Ухмахлӑх
7325Пӗвӗ пысӑк, пуҫ тӳпи шӑтӑк.Ӑс — Ухмахлӑх
7326Пӗвӗ ҫемӗн ӑсӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7327Пӗр пуҫ лайӑх, икӗ пуҫ тата лайӑхрах.Ӑс — Ухмахлӑх
7328Пӗр ухмах ҫухатнине ҫӗр ӑсли шыраса тупайман.Ӑс — Ухмахлӑх
7329Пӗр ухмаха тухсан ӑсланасси ҫук вара.Ӑс — Ухмахлӑх
7330Пӗр ырӑ пуҫ вунӑ ухмах пуҫа ҫӑлать.Ӑс — Ухмахлӑх
7331Пӗренен те пуҫӗ пур та, уйлама пӗлмест.Ӑс — Ухмахлӑх
7332Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна хытӑ тыт.Ӑс — Ухмахлӑх
7333Пур ырӑ ӑслӑ ҫынран ӑс ыйт.Ӑс — Ухмахлӑх
7334Пуҫ ӑссӑр, хунар ҫуртасӑр.Ӑс — Ухмахлӑх
7335Пуҫ лӗпкинчи шӑтӑка тӑмпа саплаймӑн.Ӑс — Ухмахлӑх
7336Пуҫра пулмасан ураран илме ҫук.Ӑс — Ухмахлӑх
7337Пуҫра сывлӑх пулсан ҫи-пуҫшӑн ҫын вилмест.Ӑс — Ухмахлӑх
7338Пуҫра ҫуккине кутран илеймӗн теҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7339Пуҫри ӑсу ҫитмесен юта кайса илеймӗн.Ӑс — Ухмахлӑх
7340Пуҫтарма пуҫ кирлӗ, салатма ӑс кирлӗ мар.Ӑс — Ухмахлӑх
7341Пысӑк ҫыннӑн пӗр сыппи ухмах.Ӑс — Ухмахлӑх
7342Саккӑрпа тӑххӑра чохламан.Ӑс — Ухмахлӑх
7344Сӑмса пысӑк — ӑс пысӑк.Ӑс — Ухмахлӑх
7345Сӑнӗ лайӑх та, ӑсӗ япӑх.Ӑс — Ухмахлӑх
7346Сӑнне пӑхсан — Сарпике, тӑнне пӑхсан — Тӑмпике.Ӑс — Ухмахлӑх
7347Сӑнне пӑхсан тиек те, ӑсне пӑхсан ҫарӑк хуралҫи.Ӑс — Ухмахлӑх
7343Сисекене симӗс курӑк, сисменнине хыт курӑк.Ӑс — Ухмахлӑх
7348Ҫӑпата тума пӗлмесен улаха тухма хушмаҫҫӗ.Ӑс — Ухмахлӑх
7349Ҫӗрӗк пуҫра ҫӗрӗк ӑс.Ӑс — Ухмахлӑх
7350Ҫилӗ малтан та, ӑс кайран.Ӑс — Ухмахлӑх