7351 | Ҫилленме ӑс кирлӗ мар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7352 | Ҫичӗ ухмах ҫуратиччен пӗр ӑслӑ ҫурат. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7353 | Ҫул ҫинче каялла ҫаврӑнса пӑхсан тепӗр ӑс кӗрет теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7354 | Ҫуралнӑ чух пулман ӑса ҫул ҫинче тупаймӑн. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7355 | Ҫурма ӑс ҫухалса пурӑнма анчах. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7356 | Ҫурма ухмах ҫуртне мухтать, тӑр ухмах арӑмне мухтать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7357 | Ҫурмаккайӑн ҫур ӑс. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7358 | Ҫутӑ пуҫра ҫутӑ ӑс. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7359 | Ҫутӑ пуҫра ҫӳпҫе тулли ӑс. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7360 | Ҫын сӑн-сӑпатне ан пӑх, ӑсне-хапӑлне пӑх. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7361 | Ҫын ялан пуянпа кӑна пурӑнмасть, ӑспа та пурӑнать тенӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7362 | Ҫынна ӑсне-халне пӗлмесӗр ан хурла. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7363 | Ҫынна вӑйпала виҫмеҫҫӗ, ӑспала. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7364 | Тӑм сутса тӑн илме ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7365 | Тӑнсӑр ҫын хул айӗнчи алсине те кӳлӗм ҫурӑ шыранӑ | Ӑс — Ухмахлӑх |
7366 | Тӑну ҫук пулсан сӑмсу ҫине карт. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7367 | Тӑну ҫук пулсан тутӑр вӗҫне тӗвӗле. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7368 | Тӑрри шӑтӑк пулсан хӑлхине касса саплаймӑн. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7369 | Тӑхӑрвунна ҫитсен ӑс тарать теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7370 | Тӗллӗ-тӗллӗ тӗл ухмах, тӗлне пӗлмен хӑй ухмах. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7371 | Туррӑн пӗр юрӑ тет, ухмахӑн ҫӗр юрӑ тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7372 | Ултӑ хут улталансан ухмах теме йӑла пур. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7373 | Упа ҫырми урлӑ каҫсан ухмаха та ӑс кӗнӗ тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7375 | Урхамах ҫине утлансан ухмахӑн та хакӗ ӳсет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7376 | Ухмах алла укҫа тӗс мар. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7377 | Ухмах ӗҫе пурте пӗлет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7378 | Ухмах Иван юмахра анчах ӑслӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7379 | Ухмах кутне кӗл сапать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7380 | Ухмах кутне пуртӑ аври, чее кутне йӗп кӗмест. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7381 | Ухмах кутне тукмак кӗнӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7384 | Ухмах пурлӑх салатать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7383 | Ухмах пуҫне улпута хывать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7385 | Ухмах сутса ан ҫӳре. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7386 | Ухмах ҫын каланӑ тет: «Кулакан пулсан мана та тӗрт», — тесе. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7387 | Ухмах ҫын пӳрне кӑтартсан та кулать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7388 | Ухмах ҫын умӗнче ним каласа та тӳрре тухма ҫук. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7389 | Ухмах ҫын урапа шӑлне шутласа кӑларайман. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7390 | Ухмах ҫын яланах кулать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7391 | Ухмах ҫынна хупах ҫулҫи тыттарса хӑварнӑ тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7392 | Ухмах ҫынна хуть мӗн ту, ҫавах хӑйӗн ӗҫнех тӑвать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7393 | Ухмах ҫынпа ан ҫыхлан. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7394 | Ухмах ҫынпа ҫӳресен ухмах пулать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7395 | Ухмах ҫыхнӑ тӗвве ӑсли те салтайман тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7396 | Ухмах тытӑнсан уртӑш та ӳкнӗ тет. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7397 | Ухмах урпа вырнӑ, ӑсли туй тунӑ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7398 | Ухмах утне мухтать, ясар кутне мухтать. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7399 | Ухмах ухмахпа ҫӳренӗҫ, пӗрне-пӗри тӗлӗнӗҫ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7400 | Ухмах хӑйне хӑй ухмах тесе каламасть. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7401 | Ухмах хӗвеле юратать теҫҫӗ. | Ӑс — Ухмахлӑх |
7403 | Ухмах хӗрлӗ юратать, ӑсли тӑхӑнать. | Ӑс — Ухмахлӑх |