| 7471 | Авалах каланӑ: вӗреннӗ ҫын пӗрре анчах, вӗренменни вуннӑ кирлӗ мар тенӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7472 | Авӑнма пӗлмен пилӗк час хуҫӑлать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7473 | Авма пӗлсен автан шӑмми те авӑнать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7474 | Аз6уки астарать, веди глагол вӗрентет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7475 | Алӑ пӗлмен пирки пит хӗрелет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7476 | Ачана хута ярсан тӳр пилӗке вӗренет вӑл теҫҫӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7477 | Вӗренесси вӗрен явасси мар. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7478 | Вӗренесси мутлӑ та, ҫимӗҫӗ тутлӑ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7479 | Вӗренессин вӗҫӗ ҫук. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7480 | Вӗренмен ҫын хӑй чӗлхине те лайӑх ӑнланаймасть. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7481 | Вӗренмен ҫын чипер куҫлӑ пулсан та япӑх курать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7482 | Вӗренмен ҫынна куҫлӑ суккӑр теҫҫӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7483 | Вӗренмесен вӗрен явма та ал пӗлмест. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7484 | Вӗренмесӗр вӗрӳҫ те пулма ҫук. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7485 | Вӗренмесӗр хӑмпӑ та вӗрсе хӑпартаймӑн. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7486 | Вӗреннӗ пӗр ҫын вӗренмен ҫичӗ ҫынна тӑрать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7487 | Вӗреннӗ ҫын вӗренерен те хурама тӑвӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7488 | Вӗреннӗ ҫын виҫӗ айванран ирттерет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7489 | Вӗреннӗ ҫын вутра та ҫунмасть, шывра та путмасть. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7490 | Вӗреннӗ ҫын ҫавӑтать, вӗренменни ун хыҫҫӑн утать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7491 | Вӗреннӗ ҫын та вӗренерен хурама тӑваймасть. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7492 | Вӗреннӗ ҫын ухмах пулать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7493 | Вӗреннӗ ҫынна вӗренмен ҫын вӗрентес ҫук. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7494 | Вӗреннӗ ҫынпа вӗренмен ҫын ҫӗрпе пӗлӗт пек уйрӑм. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7495 | Вӗреннӗ ҫынпа виҫӗ вӗренмен ҫын улӑштармаҫҫӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7496 | Вӗренни аван пуянтан. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7497 | Вӗренни вӗрен явать, вӗренменни мӑйкӑч явать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7498 | Вӗренни вӗрлӗк мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7499 | Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7500 | Вӗренни кирек хӑҫан та кирлӗ пулӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7501 | Вӗренни пур ҫӗрте те кирлӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7502 | Вӗренни ҫӑкӑр ыйтмасть, хӑй тӑрантарать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7503 | Вӗренни ҫӑнӑх мар. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7504 | Вӗренни ҫиме ыйтмасть. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7505 | Вӗренни ҫутӑ, вӗренменни тӗттӗм. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7506 | Вӗренни хӗрлӗ, вӗренменни типӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7507 | Вӗренни этеме ҫунат парать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7508 | Вӗреннине ҫӗклесе ҫӳрес ҫук, вӑл ҫӑкӑр ыйтмасть. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7509 | Вӗрентекен пур чух вӗренсе юл. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7510 | Вӗрентекене аҫу-аннӳне хисепленӗ пек хисепле. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7511 | Вӗрентмен ача — путек, вӗрентнӗ ача — йӗкӗт. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7512 | Вӗрентнине итлемесен пархатар пулас ҫук. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7513 | Вӗрентсе ҫитерменни усал вӗренменнинчен. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7514 | Икерчӗ пӗҫерме пӗлмест, лавккара кулач суйлать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7515 | Итлеме пӗлекеншӗн хӗлле юрлакан кайӑк та пур. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7516 | Кала пӗлмен шӑпӑрҫа тухатмӑш тухатнӑ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7517 | Кам вӗренет, вӑл ялан малта теҫҫӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7518 | Кам кӗнеке сума пӗлет, вӑл ҫӗтмест. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7519 | Кам нумай пӗлес тет, нумай ҫывӑрма кирлӗ мар. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7520 | Кам нумай пӗлет — вӑл ҫухалас ҫук. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |